«Сарафанлă радио» – виççĕмĕш вырăнта

30 Çĕртме, 2016

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне халалласа «Манăн Раççей» сăнÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Жюри членĕсем хушшинче профессионал фотографсем, ÿнерçĕсем пулнă. Вĕсем чи лайăх ĕçсене суйласа илнĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Чăваш Енрен те пур: пирĕн ĕçтеш, «Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕ Василий Кузьмин. Унăн «Сарафанлă радио» ĕçĕ 3-мĕш премие тивĕçнĕ.

«Манăн Раççей» конкурса профессионал фотографсенчен тата сăнÿкерчĕк ÿкерме юратакансенчен 3600 ĕç çитнĕ. Çĕнтерÿçĕсене икĕ тапхăрпа палăртнă: малтан «ВСХП-2016» сайтпа усă куракансем кăмăла кайнă ĕçшĕн сасăланă. Çапла майпа 10 автор финала тухнă. Унтан жюри чи лайăх икĕ ĕçе суйланă. Виççĕмĕш призер - чи нумай балл пухаканни. Çĕнтерÿçĕсене укçан призпа хавхалантараççĕ.

Профессионал фотографсем хушшинчи пĕртен пĕр çĕнтерÿçе жюри сасăлавĕпе палăртнă. Чулхулари Андрей Воронин «Вырăс хĕлĕ» ĕçĕпе мала тухса 100 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. Конкурса çитнĕ илемлĕ те кăсăклă сăнÿкерчĕксене Росстатăн фойинче вырнаçтарнă.

Хăйĕн ĕçне пысăка хурса хакласса Василий Кузьминшăн та кĕтменлĕх пулнă.

- Раççей шайĕнчи конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнни маншăн пысăк çитĕнÿ. Чăн та, малтанах иккĕлентĕм унта хутшăнма: çĕршывра пултаруллă çын сахал-им? Ыттисен ĕçĕсемпе паллашнă май иккĕленÿллĕ шухăшсем сирĕлчĕç. Ял-район тăрăх çÿренĕ чухне ÿкернисене пĕрин хыççăн теприне конкурса тăратма тытăнтăм. Сисмерĕм, 51 ĕçе çитрĕ. Вĕсенче выльăх-чĕрлĕх, тăван тавралăх, ял ĕçченĕсем, республика, хуçалăх ертÿçисем тата ытти те сăнланнă.

- Çĕнтерÿçĕ-сăнÿкерчĕкри кинемейсене ăçта «çаклатрăр»?

- Ăна иртнĕ çул Канаш районне кайсан ÿкернĕччĕ. Çулла, шăрăх çанталăк. Хура хурлăхан татакан кинемейсем сасартăк ĕçлеме чарăнчĕç те хĕрсех юмах çапма пикенчĕç. Ахăртнех ялти хыпарсене сÿтсе яврĕç. Хăйсем кадра лекнине сисеймерĕç те. Ăнсăртран ÿкернĕскер çĕнтерме пулăшрĕ.

Çынсем çак сăнÿкерчĕке уйрăмах кăмăллани тĕлĕнтерчĕ. Пурĕ 1261-ĕн сасăланă. Ял çынни, унăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ ыттисемшĕн çывăхрах-мĕн. Мана вара хăмла çырлине ÿкерни ытларах килĕшетчĕ...

- Приз укçине ăçта тăкакламаллине палăртса хунă-тăр?

- Укçине илмен-ха, анчах сапаласа пĕтериччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ ячĕпе асăнмалăх парне туянатăп.

Лариса Никитина.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.