Комментари хушас

30 Çĕртме, 2016

Вăрмана — çырлана

Вăрмана каякан пушă алăпа таврăнман теççĕ. Мĕн авалтан этем вăрман ырлăхĕпе усă курнă. Хурăн çырли вăхăчĕ халĕ. Çак çырлана çĕртме-утă уйăхĕнче пуçтараççĕ. Кăçал вăл иртерех пиçме пуçларĕ.

Хурăн çырли пуçтарасси пит ансатах мар. Вĕтĕскерне 1-2 литр пуçтарассишĕн мĕн чухлĕ кукленмелле. Çавăнпах-тăр вăл пасарта чи хакли. Ун пек техĕмми, ырă шăршăлли пур-ши тата? Хакне пăхмасăрах вăрман çырли тутанса пăхас текенсем сахал мар — туянаççĕ.

Çак чаплă çырла вĕтĕ пулсассăн та ăна пуçтарасси ÿркенмен çыншăн йывăрах та мар. Вăл таçта та ÿсет, «вăрттăн» вырăнĕсене тупма çăмăл. Пысăк, пĕчĕк уçланкăсенче, унччен йывăç каснă, çунса пушаннă лаптăксенче тĕл пулатăн ăна.

Çырлана ирхине, сывлăм типсен е каç еннелле пуçтармалла. Пĕчĕк карçинккана, хулăн мар сарса хумалла — сывлăш çаврăнăшĕ лайăхрах пулĕ. Шăрăхра, хулăн сийпе выртсан вăл лапчăнать, хăвăрт пăсăлать. Тирпейлĕ татнă вăрман çырлине çумалла мар. Тĕрлĕ сăлтавпа вараланнă тăк асăрханса çумалла.

Хурăн çырли тутлă та, сĕтеклĕ çеç те мар. Вăл этем организмне кирлĕ витаминсемпе, минералсемпе пуян. Унра тимĕр сливăринчен 2 хут, иçĕмринчен 40 хут нумайрах. Кальци виçи чылай улма-çырларинчен пысăкрах. Аскорбин, фоли, лимон, салицил йÿçеклĕхĕсем, В ушкăна кĕрекен витаминсемпе тата ыттипе пуян вăл. Чăн-чăн сывлăх çăлкуçĕ. Чĕрепе юн çаврăнăш тытăмне, вар-хырăм, щит евĕрлĕ парăн ĕçне лайăх витĕм кÿрет.

Хĕл валли хурăн çырлине типĕтме е варени тума, е шăнтса хума пулать.

Хурăн çырли çулçи те усăллă. Ăна тĕм чечекре чухне пуçтарса типĕтмелле. Çырла çулçин отварĕпе веществосен ылмашăвне йĕркелеме, сахăр диабетĕнчен, шăк хăмпи чирĕсенчен, пÿрери, пĕверти, ватри чулсенчен хăтăлма усă кураççĕ. Вăл организмри токсинсене, шлаксене кăларать.

Типĕтнĕ çулçăн сиплĕхĕ пĕр çул упранать, ăна пусма хутаçра тытмалла.

Варени. Çырлана суйламалла та эмаль савăта сахăрпа сийĕн-сийĕн хумалла. 8-10 сехет лартмалла. Вăйсăртарах çулăм çине пĕçерме лартмалла, вĕреме кĕрсессĕн сÿнтермелле, 30-40 минут сивĕтмелле те каллех вĕреме кĕртмелле, пăтратмалла. 3-4 хутчен çапла черетлентермелле. Варени сахăрланса ларасран кăштах лимон кислоти хушмалла. 1 кг çырла пуçне 1,2 кг сахăр песукĕ, 1-2 г лимон йÿçекĕ кирлĕ.

Çырлана сахăрпа хутăштарса лартма пулать. Таса çырлана блендерпа имĕрлетпĕр те сахăрпа пăтратса холодильника пĕр талăка лартатпăр. Тепĕр кунне таса банкăсене тултарса хупатпăр, холодильникра тытатпăр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.