Ытлашши туратлантармасăр

30 Çĕртме, 2016

Помидора пирĕн тăрăхра тахçантанпах çитĕнтереççĕ, анчах çак пахчаçимĕçе кирлĕ пек пăхма пурпĕрех пĕлсех каймастпăр. Калча çитĕнтерме пурте пĕлетпĕр-ха, лартатпăр та — ашкăрса каять хайхискер. Çеçки вăйлă, çимĕçĕ вара — сахалрах.

Помидор тĕмĕнчен хăвăртрах тата шултрарах çимĕç илес тесессĕн тĕмĕн ытлашши çулçисене тата турачĕсене иртмелле. Кун пек чухне тымар çимĕç туратне тата ăна тăрантаракан çулçăсене çеç сĕткенпе тивĕçтерет.

Туратланса тухакан ытлашши çеçкесене 5-6 см çитичченех татма тăрăшмалла. Вăрăмланса кайсан çеç татнин пĕлтерĕшĕ пĕчĕкрех. Пĕрремĕшĕнчен — унта ахаль те вăй нумай кайнă, тепре — пысăк турата хуçсан суран та пысăк пулĕ.

Ытлашши турата иртмесен мĕн пулать? Ÿсен-тăраншăн вăл инкек мар. Тĕм сарăлса ÿсет, тĕп тунаран туратсем тухаççĕ, турачĕсем хăйсем те туратланаççĕ. Çавна пула тĕмĕн çимĕçĕсем хăвăрт ÿсеймеççĕ. Тымарăн мĕнпур ешĕллĕхе тăрантармалла-çке, сĕткен çÿлти чечексем патне сахал пырать. Вăхăтра ытлашши турата иртни кирлех.

Ирĕкре çитĕнекен помидор тĕмĕн пирĕн тăрăхра çурла /август/ уйăхĕ тĕлне тытăннă çимĕçсем çеç ÿсме, пиçме ĕлкĕреççĕ. Çурла уйăхне кĕрсен тĕмĕн тăррине татмалла. Тĕм текех ÿсмĕ, вăйĕ тытăннă çимĕçсене аталантарма кайĕ. Турата тата çулçăна хуçнă чухне 1-1,5 см тунката хăвармалла. Туратăн тункатине тĕппипех хуçсан çав тĕлтех тепĕр турат тухма пуçлать.

Тĕме пĕлсе пăхмалла. Çÿллĕ ÿсекеннисене пĕр е икĕ туратне аталантармалла. Çимĕç сапакисене хăварса пымалла, аялти çулçăсене, вĕсем çумĕнчен тухакан туратсене иртмелле.

Номай сортăн чечек сапаки тухичченех хушма туратсем тухаççĕ. Икĕ тунана çитĕнтерес тесен пĕр туратне хăвармалла та ыттисене йăлтах иртмелле. Туратсем çинче 6-7 чечек сапаки тытăнать. Вĕсене ÿсмелĕх çÿлти çулçăсене хăвармалла.

Виçĕ турат хăварсассăн тĕп туна çине вăтамран 5 сапака, туратсем çинче 4-шар сапака тытăнать. Маларах тытăннă çимĕçсем утă уйăхĕнче йăран çинчех пиçсе ĕлкĕреççĕ. Çанталăка кура çурла уйăхĕнче çимĕçсене пуçтармалла. Помидорăн чи хаяр тăшманĕ — фитофтора. Çак чир нÿрĕкпе хăвăрт сарăлать. Помидора шăварасси пирки нумай çыраççĕ. Ăна эрнере пĕрре, çеçкене йĕпетмесĕр, тĕм тавра лайăх ислетсе шăвармалла. Аялти çулçăсене татни профилактика ĕçне çăмăллатать.

Лутра /детерминатлă/ сортсене те икĕ-виçĕ туратпа хăвармалла. Лутра сортсем хăвăрт çимĕç параççĕ. Ытлашши туратсемпе çулçăсене иртсе тăрсассăн вĕсем утă уйăхĕн пуçламăшĕнчех хĕрелме пуçлаççĕ.

Паллах, помидор туса илесси тÿрремĕнех çанталăкпа çыхăннă. Хĕвеллĕ, ăшă кунсем тăрсан çимĕç тути те, виçи те лайăхрах пулĕ.

Çурла уйăхĕнче тин çурăлакан чечек сапакисене татса пăрахмалла. Вĕсем маларах тытăннă çимĕçсене ÿсме çеç чăрмантараççĕ. Хăйсем хĕрелмелĕх ÿссе çитеймеççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.