Вуза кĕме — çăмăллăхсем

30 Çĕртме, 2016

Вуза вĕренме кĕрекенсен çăмăллăхĕсем /льготы/ çинчен çырсан аванччĕ.

Л.ГАВРИЛОВА.

Шупашкар районĕ.

Хăшпĕр абитуриентăн РФ саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕренме кĕме çăмăллăхпа усă курма ирĕк пур. Пĕр-пĕр аслă вĕренÿ çурчĕ çăмăллăхçăсене юриех курмăш тума пултарать. Вĕренме кĕме хатĕрленекенĕн хăйĕн прависене пĕлмелле.

2016 çулта çăмăллăхсен çакнашкал тĕсĕсем пур.

I. Вуза экзамен тытмасăр е конкурса хутшăнмасăр кĕме май паракан çăмăллăхсем.

II. Пĕр вырăншăн темиçе çын тупăшнă чухне çĕнтерме сăлтавлакан çăмăллăхсем.

III. Квотăпа уйăрнă вырăнсемшĕн тупăшнă чухнехи çăмăллăхсем.

Вуза экзамен тĕрĕслевĕсĕр, конкурссăр кĕме ирĕк пур çăмăллăхçăсем:

  • Шкул ачисен олимпиадисен Раççей шайĕнчи пĕтĕмлетÿ пайĕн çĕнтерÿçисем.
  • Тĕнчери шкул предмечĕсен олимпиадисен Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕсем /РФ Вĕренÿпе наука министерстви хутшăнса йĕркеленĕ пулсан/.
  • Олимп, Паралимп, Сурдолимп чемпионĕсемпе призерĕсем /физкультурăпа çыхăннă специальноçсемпе/.

Çăмăллăхçăсен II ушкăнĕ /пĕтĕмĕшле экзаменсене тытнисем/.

  • I тата II ушкăн инвалид абитуриентсем.
  • Тăлăх ача-абитуриентсем, ашшĕ-амăш попеченийĕсĕр юлнисем.
  • Çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне сусăрланнă е йывăр чирлесе инвалида тухнисем.
  • РФ çарĕнче тăракан саппаса тухнă служащисем.
  • ЧАЭС аварийĕн радиаци витĕмне лекнисем.
  • Çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне вилнĕ е йывăр чирлесе е сусăрланнипе кайран вилнипе ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă çамрăк абитуриентсем.
  • Совет Союзĕн Геройĕн, Раççей Федерацийĕн Геройĕн, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн ачисем.
  • 25 çул МВДра ĕçлесе пенсие тухнисен ачисем.

РФ «Вĕренÿ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ ытти çăмăллăхсем те пур. Вĕсемпе паллашма ан ÿркенĕр.

Вуза кĕрекен абитуриент-льготникăн ыттисем пекех хăй суйланă вĕренÿ çурчĕн йышăну комиссине пĕтĕмĕшле документсене тăратмалла: паспорт, ЕГЭ сертификачĕ, сăнÿкерчĕксем, ыйтса çырни. Тата саккунпа килĕшÿллĕн çăмăллăха тивĕçнине çирĕплетекен документ. Медицина справки.

Абитуриент харăсах 5 вуза виçшер факультета документсем тăратма пултарать. Çăмăллăх докуменчĕпе пĕр специальноçпа çеç усă курма май пур.

Документсене ятарласа кайса, почтăпа çырупа ярса, электрон почтăпа пама пулать. Анчах çурла уйăхĕ тĕлне суйланă, кĕме балл çитекен вуза оригиналсене тăратмалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.