ÇУЛÇИ ТЕ, ТЫМАРĔ ТЕ СИПЛĔ

8 Çĕртме, 2016

Халăх медицининче пахчара чылайăшĕ ÿстерекен любистокăн çулçипе тата тымарĕпе микробсене хирĕç кĕрешме, шăк хăвалама, манкана çемçетсе кăларма, ыратнине ирттерме усă кураççĕ. Сăмах май, çак ешĕле сельдерее аса илтернĕ май, сăрт-ту сельдерейĕ тесе те калаççĕ.

Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, чикен, хутлатни. Лю­бистокăн 2 апат кашăкĕ типĕ вăррине, 1 апат кашăкĕ типĕ тымарне тата шăпăр курăкĕн /алтей/ 1 апат кашăкĕ тымарне, хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ 1 апат кашăкĕ тымарне хутăштармалла. Çур литр шурă эрехе ямалла, 3 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Куллен силле-силле илсе 2 эрне лартмалла. Сăрăхтармалла.

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухне ирхине тата каçхине апатчен çур сехет маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле, виçене майĕпен хушса пымалла, 2-шер чей кашăкне çитермелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Шăнса пăсăлнипе пулнă чирсем. Пысăк мар кастрюле хунă любисток çулçисем çине тин вĕренĕ шыв ямалла. Виçи — хăвăра килĕшнĕ пек. Кунне 2 хут кастрюльтен çĕкленекен пăспа 3-шер минут сывламалла.

Е типĕ тымара порошок пуличчен вĕтетмелле. Кунне 3 хут апат умĕн çĕçĕ вĕçĕпе илсе хыпмалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Бронхит, трахеит, пневмони. Любистокăн вĕтетнĕ типĕ 1 чей кашăкĕ тымарне 1 стакан шыва ямалла, 1 минут вĕретмелле. Илсен 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Пÿрлĕ шатра, псориаз, экзема, нейродермит. Вĕтетнĕ типĕ 1 чей кашăкĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, пĕр сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвекпе сиенленнĕ ÿте кунне 3 хут сăтăрмалла. Курс — 2 эрне.

Шăк хăмпин шыççи /цистит/. Пĕр виçепе илнĕ типĕ любисток тымарне, аслати курăкне /фиалка трехцветная/, уртăш /можжевельник/ çырлине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кун тăршшĕнче 1 стакан ĕçсе ямалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Шута илме: любистокпа организмĕ йышăнман çынсен, ача кĕтекен хĕрарăмсен, геморройпа, çивĕч пиелонефритпа, амалăхран юн кайнипе, менструаци вăхăтĕнче юн нумай юхнипе аптракансен сипленме юрамасть. Любисток тымарне ÿсен-тăран чечеке ларас умĕн пухмалла мар, çак тапхăрта вăл наркăмăшлă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.