Тĕп ĕç - апат хатĕрлесси

7 Çĕртме, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи «Чурачикское» обществăра выльăх апачĕ еплерех хатĕрленипе паллашнă.

Çулçÿреве ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамоновпа Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин республикăри уйрăмĕн политсекретарĕ Николай Малов хутшăннă. Хуçалăхра апат планпа килĕшÿллĕн хываççĕ. Хальхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен техника ăна пахарах хатĕрлеме май парать. Вăл сĕт производствине ÿстерме, продукцирен тупăш ытларах илме пысăк витĕм кÿресси куçкĕрет.

ЧР Пуçлăхне люцерна çеçкене ларнă тапхăрта сенаж туса ÿсентăранра протеин нумайрах упраса хăварнине кăтартнă. Ял хуçалăх ĕçченĕсене çанталăка шута илсе выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе хăвăртлатма чĕнсе каланă. Пĕтĕмĕшле илсен агропромышленноçа субсидилессипе чăрмав çуккине тепĕр хут çирĕплетнĕ, патшалăх ял хуçалăхĕнче продукци туса илме кăçал 800 миллион тенкĕ ытла куçарнине пĕлтернĕ.

«Республикипе утă — 600 пине яхăн, сенажпа силос 200-шер пин тонна хатĕрлемелле, — тенĕ ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов. — Тĕллеве пурнăçласан сĕт производствине ÿстерĕпĕр, çулталăкра 147 пин тонна сăвăпăр. Лайăх кăтартăвăн 60 проценчĕ паха апатпа тачă çыхăннине пирĕн пурин те ăнланмалла».

С.СЕРЕГИН

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.