Дмитрий Медведев чăваш кĕнекипе кăсăкланнă

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускав варринче «Хĕрлĕ тÿрем» кĕнеке фестивалĕ уçăлнă. Кĕнекепе çыхăннă тĕп пулăмран Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев та пăрăнса юлман. Премьер-министр Раççей пичечĕн ертÿçипе Михаил Сеславинскипе çĕршывăн кĕнеке индустрийĕн çĕнĕ продукцийĕпе паллашнă.

Кăçалхи фестивале вырăссен паллă поэчĕн Александр Пушкинăн çуралнă кунĕпе тата Вырăс чĕлхи кунĕпе çыхăнтарнă. Ăс-хакăл пуххин куравне Раççейĕн 50 регионĕнчи 300 ытла издательство хутшăннă.

Чăваш кĕнеке издательстви те хăйĕн продукцине — 300 ытла çĕнĕ кĕнеке — тăратнă. Вĕсем — историпе, Чăваш Ен культурипе çыхăннисем, çавăн пекех чăваш тата вырăс авторĕсен илемлĕ произведенийĕсем, ача-пăча литератури.

Хăнасем Чăваш кĕнеке издательствин экспозицийĕ умĕнче чылай вăхăт чарăнса тăнă. Предприяти директорĕ Валерий Комиссаров пĕлтернĕ тăрăх — Дмитрий Медведев унпа кăсăкланса паллашнă. Михаил Сеславинский шухăшĕпе — Чăваш Республикинче кĕнеке отрасльне ăнăçлă аталантараççĕ. Хисеплĕ хăнасене издательствăн чи пысăк проекчĕсенчен пĕринпе — тăватă томран тăракан Чăваш энциклопедийĕпе — паллаштарнă. Дмитрий Медведев çак ĕç хальхи вăхăтра мĕнле шайра пурнăçланса пынине пĕлесшĕн пулнă. Валерий Комиссаров çапла хуравланă: «Çак ĕç нихăçан та чарăнса ларман, халĕ унăн электрон версине хатĕрлетпĕр, улшăнусем тăватпăр, хушăмсем кĕртетпĕр», — тенĕ.

Раççей Правительствин Председательне «Этнокультурный портрет Чувашской Республики» кĕнеке парнеленĕ.

Надежда СМИРНОВА

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.