Кĕнеке
Кĕнеке пичетлес ĕç этемлĕхе мĕн панă?
Хальхи çыхăну меслечĕсемпе усă курмасăрах сирĕн юлташăра мĕн те пулин пĕлтермелле тейĕпĕр. Юлташăр аякра мар пулсан эсир ăна кăшкăрма пултаратăр. Вăл инçерех, çапах та сире кураять пулсан алăсемпе суллашаятăр. Урăх хулара-тăк вара? Несĕлсем усă курнă çыхăну мелĕсене аса илме тиветех иккен. Мĕн каламаллине пĕлтерсе хыпарçă ярăпăр, çыру çырса курьертан ăсатăпăр, почта пулăшăвĕпе усă курăпăр… Е çырăва кăвакарчăнпа вĕçтерĕпĕр — ахальлине мар, ятарласа вĕрентнине. Информацие кирлĕ çĕре çитерес ĕç кăткăслăхне ăнланма пуçларăмăр мар-и?