Энциклопеди - «Раççей журналистикин ылтăн çÿлĕкĕ» çинче

6 Пуш, 2015

Çак кунсенче Раççей Журналистсен союзĕн секретариачĕ 2014 çулхи чи лайăх журналистика хайлавĕн пултарулăх конкурсĕн жюрийĕн йышăнăвне çирĕплетнĕ. Премисен лауреачĕсене тата хисеплĕ ятсене тивĕçнисене палăртнă. «Раççей журналистикин ылтăн çÿлĕкĕ» номинацире лауреатсен йышĕнче - «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» кĕнекене хатĕрленĕ авторсен коллективĕ те.

Аса илтерер: асăннă энциклопеди - республикăра çакăн йышши кăларăма, массăллă информаци хатĕрĕсен, издательствăсен, полиграфи предприятийĕсен, информаци агентствисен историне, аталанăвăн тĕп тапхăрĕсене, паянхи лару-тăрăва, вĕсен ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне халалланăскере, хатĕрлессипе çыхăннă пирвайхи опыт. Проект авторĕпе ертÿçи - ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, кăларăма хатĕрлекенсем - Владимир Зыряновпа Надежда Осипова.

«Телекуравпа радион, пичетпе интернет-кăларăмсен паянхи çамрăк ăрăвĕ аслисен опытне пĕлни, чи лайăх йăласемпе тĕслĕхсем çинче аталанни пысăк пĕлтерĕшлĕ», - çапларах Валерий Комиссаров шухăшĕ. Хăйне евĕрлĕ справкăпа биографи кăларăмне хатĕрлес шухăш тахçанах çуралнă, пултарулăх ĕçченĕсен союзĕ 90 çул çитнĕ тĕле кĕнеке кăларма вара 2010 çулта республикăн Журналистсен союзĕн XVII съездĕнче йышăннă.

Кĕнекене ырлакан хаклавсем пайтах ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Урал патшалăх университечĕн доцентĕнчен Рафаиль Исхаковран çыру илтĕмĕр: «Маншăн ку чăннипех чаплă парне, - çырать вăл. - 2014 çулхи ноябрьте хама Урал университетне ĕçлеме чĕннĕренпе 20 çул çитрĕ. 1995 çултанпа унта вĕрентетĕп. «Этнос журналистики» ятлă предмета тытса пыратăп. Кафедрăри пирвайхи тĕлпулура хамăн вĕрентекенсем çапла ыйтнăччĕ: «Студентсене мĕнле предметпа вĕрентме пултаратăн?» Эпĕ пушкăрт пулнăран хам пирки иккĕленекенсене халĕччен программăра нихăçан та пулман тема сĕнтĕм - «Раççей халăхĕсен пичечĕ», «СНГ тата Балти çĕршывĕсен халăхĕсен пичечĕ». Студентсене Раççейри тата тĕнчери халăхсен массăллă информаци хатĕрĕсен истори опычĕпе паллаштаратăп. Çапла вара вĕсем журналистикăна тĕрлĕ енлĕ кураççĕ. Вăл тĕрлĕ чĕлхеллĕ пулнине ăнланаççĕ. Лекцисен курсĕнче чăваш прессипе çыхăннă пысăках мар пай та пур. Материал тупма питĕ йывăрччĕ. «Большевистская печать» - «Советская печать» - «Журналист» журналпа паллашрăм. «Печать Чувашской АССР» статистика пуххи пур. «Национальный вопрос накануне и в период проведения Великой Октябрьской социалистической революции» кĕнекере И.Д.Кузнецовăн статйине тупрăм. Ĕçе пуçăннă чух çакă кăначчĕ. Халĕ вара эпĕ питĕ пуян!»

Ятарлă кăларăм тухнине Раççей шайĕнчи «Журналист», «Журналистика и медиарынок» журналсем те асăрхарĕç. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн наука сотрудникĕн, истори наукисен докторĕн Иван Бойко профессорăн шухăшĕпе - авторсем çак кĕнекере информаци материалĕн питĕ пысăк калăпăшне пухнă, вăл специалистсемшĕн çеç мар, вулакансен чылай анлăрах йышĕшĕн усăллă, Чăваш Енпе пĕтĕм Раççейри информаци уйĕнче тивĕçлĕ паллаштарать.

Награда церемонийĕ май вĕçĕнче - Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне уявланă хыççăн - пулать.

Надежда ОСИПОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.