Надежда ОСИПОВА

9 Раштав, 2016

Иккĕмĕш агрокласс уçăлчĕ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ раштавăн 6-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕнче иккĕмĕш агрокласс уçрĕ.

Унта Янăшпа Кăшавăш шкулĕсенче вăтам пĕлÿ илекен 26 ача математика, физика, хими, биологи, инженери енĕпе тарăнрах пĕлÿ илĕ. Уяв ирттерсе агрокласа уçма ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Владимир Доброхотов, ЧПЯХА ректорĕпе проректорĕ Андрей Макушев тата Людмила Корнилова, Ольга Каюкова декан, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Сергей Ванюшкин хутшăнчĕç.

24 Çĕртме, 2016

Ăсчахсем - выльăх апачĕн пахалăхĕшĕн

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах туса илесси апат пахалăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ахальтен каламан. Ăсчахсем апат пахалăхне лайăхлатас ыйтупа нумай ĕçлеççĕ.

9 Нарăс, 2016

Ăсчаха - А.Нобель ячĕллĕ медаль

Раççей естествознани академийĕн / РЕА/ президиумĕн 2015 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологийĕпе агрономи кафедрин доцентне Клим Данилова Альфред Нобель ячĕллĕ медальпе чысланă.

27 Чÿк, 2015

Германие - пĕлĕве тарăнлатма

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ЛОГО пĕрлĕхĕн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Организаци представителĕ - нимĕç чĕлхи преподавателĕ Константин Пильщиков - Германие ял хуçалăх практикине кайма хатĕрленекен 30 ытла студентпа тĕл пулчĕ. Тестсене çыру вĕççĕн хуравлаттарса тата калаçтарса тĕрĕслерĕ.

20 Чÿк, 2015

Аслă шкул ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç

Кĕç-вĕç алла аттестат илме хатĕрленекенсене малаш пурнăç валли кирлĕ професси суйласа илме пулăшассине вĕренÿ заведенийĕсем хăйĕн тивĕçĕсенчен пĕри тесе шутлаççĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкарти темиçе аслă шкул представителĕсенчен йĕркеленĕ делегаци Етĕрне районĕнче пулчĕ.

Pages