Ăсчахсем - выльăх апачĕн пахалăхĕшĕн

24 Çĕртме, 2016

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах туса илесси апат пахалăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ахальтен каламан. Ăсчахсем апат пахалăхне лайăхлатас ыйтупа нумай ĕçлеççĕ.

Пĕтĕм Раççейри Л.Эрнст академик ячĕллĕ ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче /Мускав облаçĕ/ пĕтĕм тĕнчери наука-практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх наукисен Ленин ячĕллĕ академийĕн член-корреспонденчĕ М.Ф.Томмэ çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă.

Конференцие Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕ Валериан Алексеев та хутшăннă, доклад тунă. Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ выльăх-чĕрлĕхе витамин хушнă паха апат çитерес ыйтупа 1985 çулта доктор диссертацине хÿтĕленĕ. Хальлĕхе республикăра анлă сарăлман ÿсентăран /илепер, рапс, козлятник/ паха енĕсене тĕпчет.

Надежда ОСИПОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.