Германие - пĕлĕве тарăнлатма
27 Ноября, 2015 | Вĕрентÿ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ЛОГО пĕрлĕхĕн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Организаци представителĕ - нимĕç чĕлхи преподавателĕ Константин Пильщиков - Германие ял хуçалăх практикине кайма хатĕрленекен 30 ытла студентпа тĕл пулчĕ. Тестсене çыру вĕççĕн хуравлаттарса тата калаçтарса тĕрĕслерĕ. К.Пильщиков чикĕ леш енче опыт пухма кăмăл тăвакансене нумай çул пулăшать.

ЛОГО организаци экологи енчен таса продукци туса илекен предприятисемпе çеç çыхăну тытать. Агропромышленноç комплексĕн пулас специалисчĕсен - ют çĕршыв ял хуçалăхĕпе паллашма шухăш тытнисен нимĕç чĕлхине, професси предмечĕсене вĕреннĕ таран питĕ лайăх пĕлмелле, анлă тавра курăмлă пулмалла. Гете, Шиллер çĕршывĕнче пулса курма ĕмĕтленекенсене темиçе çамрăкран пĕрне çирĕп йĕркепе суйласа илеççĕ. Пĕрремĕш туртан ăнăçлă тухнисем валли çитес çулхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕнче иккĕмĕш тур пулать.

Константин Пильщиков шухăшĕпе, Германире пулни ют чĕлхе, ял хуçалăх пĕлĕвне тарăнлатма, малта пыракан опытпа тĕплĕнрех паллашма май парать. Çамрăксене практика вăхăтĕнче /вăл 6-12 уйăха пырать/ стипенди тÿлеççĕ, стажировка вĕçленсен сертификат параççĕ. Студентсем фермерсен çемйисенче пурăнаççĕ. Пушă вăхăтра кураторсем пулăшнипе семинарсене хутшăнаççĕ, экскурсисене çÿреççĕ.

Преподаватель çамрăксен ыйтăвĕсене хаваспах хуравларĕ, хăйĕн тĕслĕхĕпе чикĕ леш енчи пурнăçпа паллаштарчĕ. Вăл Йошкар-Ола хулинчен, Германире 15 çул ытла пурăнать тата ĕçлет. Икĕ професси унăн: зооинженер тата нимĕç чĕлхи преподавателĕ. ЛОГО /ăна 1995 çулта Европăри экологи енчен таса çĕр ĕçĕпе пурăнакансене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Вăл Хĕвел тухăç Европăри тата Тĕп Азири пулас аграри специалисчĕсем валли Германи хуçалăхĕсенче практика йĕркелет/ представителĕ академи студенчĕсемпе кăмăллă, нумайăшĕ инçе çула тухма хатĕр.

Надежда Осипова,

ЧПЯХА ректорĕн общественноçпа тата

МИХ ĕçченĕсемпе çыхăну йĕркелекен пулăшуçи

Надежда ОСИПОВА