Ăсчаха - А.Нобель ячĕллĕ медаль

Раççей естествознани академийĕн / РЕА/ президиумĕн 2015 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологийĕпе агрономи кафедрин доцентне Клим Данилова Альфред Нобель ячĕллĕ медальпе чысланă. Ăна пысăк пĕлтерĕшлĕ ăслăлăх ĕçĕсемпе, изобретенисемпе РЕА Президиумĕ ирттерекен конкурссене хутшăнса палăрнăшăн панă.

Клим Прохорович 200 ытла ăслăлăх тата вĕрентÿпе меслет ĕçĕсем, çав шутра 6 монографи пичетленĕ. Авторăн ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсенчи тĕп шухăшĕпе тĕрлĕ предприяти производствăра ăнăçлă усă курнă. Çакна Мускав облаçĕнчи Клин районĕнче, Казахстанри Тургай облаçĕнче, хамăр патăмăрти Çĕмĕрле районĕнче ирттернĕ ĕçсем çирĕплетеççĕ. Технологи ăслайĕсен çĕнĕлĕх шайне Раççейĕн, Казахстанăн нумай патенчĕ ĕнентерет. Выльăх апачĕлĕх çĕнĕ культурăсем туса илес, вăл шута малашне шанчăк паракан топинамбур та кĕрет, ыйтусене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.

2013 çулта РФ Ял хуçалăх министерствипе Беларуç Наци ăслăлăх академийĕ хатĕрленĕ «Çĕрулмипе топинамбур туса илессине инноваци çул-йĕрĕпе аталантарасси» союзлă патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ программине çирĕплетнĕ. Ăна пурнăçланă май 2013-2016 çулсенче топинамбура сăнавлă управсенче тухăçлă упрамалли тытăм тата технологи туса хатĕрлеме палăртнă.

Çак программăна пурнăçласа Клим Данилов топинамбура ăнăçлă хĕл каçарма инноваци технологийĕ хатĕрленĕ. Тĕрĕслев Çĕмĕрле районĕнче ăнăçлă иртнĕ. Çавăн пекех Раççей тата Казахстан патенчĕсем хÿтĕлекен çĕр груши, козлятник çитĕнтермелли, нумай çул ÿсекен пăрçа йышши курăк вăррин шăтаслăхне лайăхлатмалли, выльăх апатне силоса хывмалли çĕнĕ меслетсем сĕннĕ. Ăсчах çĕнĕлĕхĕсемпе чикĕ леш енче те кăсăкланаççĕ. К.П.Даниловăн «Топинамбур Раççейре» кĕнекине Германире пичетлесе кăларнă.

Надежда ОСИПОВА

Надежда ОСИПОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.