Кĕнеке пичетлес ĕç этемлĕхе мĕн панă?
Хальхи çыхăну меслечĕсемпе усă курмасăрах сирĕн юлташăра мĕн те пулин пĕлтермелле тейĕпĕр. Юлташăр аякра мар пулсан эсир ăна кăшкăрма пултаратăр. Вăл инçерех, çапах та сире кураять пулсан алăсемпе суллашаятăр. Урăх хулара-тăк вара? Несĕлсем усă курнă çыхăну мелĕсене аса илме тиветех иккен. Мĕн каламаллине пĕлтерсе хыпарçă ярăпăр, çыру çырса курьертан ăсатăпăр, почта пулăшăвĕпе усă курăпăр… Е çырăва кăвакарчăнпа вĕçтерĕпĕр — ахальлине мар, ятарласа вĕрентнине. Информацие кирлĕ çĕре çитерес ĕç кăткăслăхне ăнланма пуçларăмăр мар-и?
Çырулăх пуçарса ярсан мĕн каламаллине малтанах хурăн хуппи, тăм сарса тунă татăк çине çырнă, анчах кунашкал «хыпарсене» çитерме çăмăлах пулман. Авалхи Китайра хут /йывăç сÿсне çыпăçтаракан япалапа хутăштарса тунăскер/ шухăшласа тупнă хыççăн тин хыпарсене çăмăлрах меслетпе салатма тытăннă. Чăн та, çакна валли çырма вĕренме тивнĕ. Хутла пĕлекен çынсене питĕ хисепленĕ, анчах вĕсем сахал пулнă. Çапла вара Авалхи Египетра çыракансен ятарлă ушкăнĕ çуралнă.
Кĕнеке пичетлес ĕç аталансан хутла пĕлекенсен йышĕ самантрах ÿснĕ. Нумайрах та нумайрах çын вулама тата çырма вĕреннĕ, информаципе ылмашăннă, кĕнекере пуçтарăннă пĕлÿ патне çул уçнă.
Хут кăларса ун çинче ятарлă паллăсем пичетлесси Китайран Европăна çитсен чăннипех те хăватлă улшăнусем пулса иртнĕ. XV ĕмĕр варринче И.Гутенберг чи малтанхи кĕнекесене пичетлеме тытăннă. Ĕмĕр вĕçнелле вара çак ĕçе Европăри 12 çĕршыв та пуçăннă, 40 пин экземпляр кĕнеке пичетлесе кăларнă!
XIX ĕмĕрте кĕске вăхăтрах темиçе хут пичетлеме май паракан валиксем шухăшласа кăларсан тата ротаци машини /хăвăрт та тухăçлă ĕçлекен пичет агрегачĕ/ килсен кĕнеке ĕçĕ тата вăйлăрах аталанма тытăннă. Хутла пĕлекен кашни çын информацие ăса хывма пултарнă.
Козьма Прутковăн ăслă каларăшĕсенче çак сăмахсем пур: «Этем пĕтĕм çĕр чăмăрĕпе çыру çÿретет, пичет пулăшăвĕпе вара вăл аякри ăрусемпе те çыхăну тытать».
Комментари хушас