Хăвăртрах, çÿлерех, вăйлăрах!

7 Çĕртме, 2016

Шупашкар районĕнче ял спортсменĕсен ăмăртăвĕсем иртрĕç

Чылай çул каяллах пуçарнă йăла паян та хăйĕн ят-сумне çухатмасть. Ун чухне, чемпионатсемпе ăмăртусем ирттермен тапхăрта, ялти чи пултаруллă та ăста спортсменсем спартакиадăсемпе тĕрлĕ уявра хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ, унтах чемпионсем палăрнă, çĕнĕ çăлтăрсем çуталнă. Чи малтанхи спортсменсем те çак ăмăртусенче ят илнĕ. Тĕслĕхрен, чăваш халăхĕн пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев та пирвайхи утăмĕсене ял ăмăртăвĕсенче туптанă. Унăн тата паллă ытти спортсменăн çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса тухаççĕ те старта хальхи ял атлечĕсем. 1995 çултанпа ирттерекен Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисене пирĕн республикăра та пысăк шайра йĕркелеççĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ çак ăмăртăва Шупашкар районĕ йышăнать. Кăçал ял командисене Янăш ялĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ.

Çамрăксене тĕслĕх кăтартаççĕ

Çĕнĕ те хăтлă стадиона пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова, республикăри «Урожай» физкультурăпа спорт обществин ертÿçи, «Чăвашçăкăрпродукчĕ» предприяти директорĕ Владимир Яковлев, ЧР спорт тата ял хуçалăх министрĕсем Сергей Шелтуковпа Сергей Артамонов саламларĕç.

«Ĕçпе спорта шайлаштарса пыни ырă йăла. Пилĕк авса ывăннă хыççăн вăхăта спорт лапамĕнче ирттерни кăмăл-туйăма çĕклет, сывлăха çирĕплетет. Паянхи çамрăксене пирĕн тĕслĕх кăтартмалла. Вĕсем сывă та ĕçчен, пултаруллă та хастар çынсем пулса çитĕнччĕр, Тăван çĕршыва, çуралнă тăрăха юратса ÿсчĕр тесен ĕçре те, спортра та, уявра та малтисен ретĕнче пулмалла. Чăваш ачисем сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр, спортпа туслă пулччăр тесе сахал мар ĕçленĕ. Шкулсенче хальхи йышши стадионсем хута каяççĕ, футбол уйĕсемпе спорт лапамĕсем çĕнелеççĕ, физкультурăпа спорт комплексĕсем çĕкленеççĕ», — терĕ Михаил Васильевич.

Уявра парнепе, наградăпа чысламасан вăл уяв пек те мар. Çак самант чылайăшне савăнтарчĕ. Акă ял спорт вăййисен эмблемине ÿкерекен Дмитрий Чернова ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев асăнмалăх парне пачĕ. «Ял хуçалăхĕнче вăкăр чи вăйлă выльăхсенчен пĕри. Вăл сывлăхпа вăй-хал символне палăртать», — пĕлтерчĕ 14 çул Карачура шкулĕнче информатикăпа ИЗО вĕрентекен. «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов та пушă алăпа килмен. Вăл тĕрлĕ ăмăртура, çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенче пысăк çитĕнÿсем тунă ял спортсменĕсене Галина Павловăна /Вăрнар/, Надежда Концовăна /Çĕмĕрле/ тата Наталья Порфирьевăна /Етĕрне/ партин Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Çав кунах сумлă хăнасем Янăшри çĕнĕ шкулпа паллашрĕç, спортзалпа бассейна кĕрсе курчĕç. Спорт объекчĕсем пушă ларманнишĕн хĕпĕртерĕ ЧР Пуçлăхĕ: Янăша шыва кĕме 9 ялтан çÿреççĕ.

 

Ĕçре те, спортра та — малта

Йăлана кĕнĕ спорт мероприятийĕ пĕтĕм район командине пухать. Кăçал 800 ытла спортсмен 16 ăмăртура вăй виçрĕ. Вăйăсен программине те улшăнусем кĕртнĕ. Калăпăр, пирĕншĕн çĕнĕ спорт шутланакан мас-реслинг турнирĕнче хĕрсемпе яшсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсен ĕçне ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Алексей Атласкин йĕркелесе тăчĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче чи малтан тупăшăва çавапа çулакансем, дояркăсем тата механизаторсем тухрĕç.

Çавапа çулакансен тупăшăвĕнче Вăрнарти Галина Павловăпа Александр Политова çитекенни пулмарĕ. Елчĕк районĕнчи «Яманчурел» хуçалăхри Александр Ермолаев та вĕсенчен юлмарĕ. «Ку ĕçе ачаран хăнăхнă та — йывăр пулмарĕ. Утă çулнă чухне шăм-шак кăна çемçелет. Халь ĕлĕкхи пек алăпа ытла çулмастпăр, пĕтĕмпе техника тăвать», — терĕ Александр Федорович.

Дояркăсен сĕт сăвакан хатĕре салатса пуçтарма кăна пĕлмелле мар, кире пуканĕ йăтма та, çăмăл атлетика тупăшăвĕнче ăмăртма та пултармалла. Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕнчи Наталья Храмова вара ку енĕпе чи маттуррисен йышĕнче. Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлекен хĕрарăм спортпа ачаран туслă, ял спорт вăййисене те пĕрре мар хутшăннă. Хĕрарăмсен йышĕнче çавăн пекех Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Надежда Концова пьедестал çине хăпарчĕ. Пĕтĕм Раççейри финалта пĕрре мар награда çĕнсе илнĕ хĕрарăм уйрăмах кире пуканĕ йăтассипе ăста. Унăн мăшăрĕ Андриян Концов, полиатлон енĕпе РФ спорт мастерĕ, механизаторсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш кăтартупа палăрчĕ.

Етĕрнери агротехникумра ĕçлекен Юрий Васильев ку ăмăртура çĕнĕ çын мар, тимĕр урхамахпа çÿрекен арçынсен ăмăртăвĕнче инструктор пулнă вăл. Ку хутĕнче вара хăй те хутшăнса пăхма кăмăл тунă. «Ку механизаторсен ăсталăхне аталантарма пулăшать, вĕсем çĕнĕ мелсене алла илеççĕ. Çул-йĕр правилисене ăша хываççĕ», — пĕлтерчĕ Етĕрне арĕ. Красноармейски тăрăхĕнчи Эдуард Шумилов кире пуканĕ йăтас енĕпе палăрчĕ. Фермер хуçалăхĕн ертÿçи кулленхи ĕçре ывăнать пулин те спорт лапамне кайма ÿркенмест, ачисене те сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине вĕрентет. «Ял çыннин сывлăхĕ уйрăмах çирĕп пулмалла. Спортзала çÿрени вара пĕрре те пăсмасть. Тĕрекленетĕн кăна. Вăйлă çын ĕçре те хастар», — терĕ ял пăхаттирĕ. Темиçе çул каялла вăл Ханты-Манси автономи округĕнче иртнĕ хĕллехи спорт вăййисене те хутшăннă, унта трактористсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Спорт вăййисенче сарлака та тĕреклĕ хул-çурăмлă арçынсене çăмăл маррине палăртас килет. Вĕсен лав туртмалла, кире пуканĕ ывăтмалла тата темиçе пăтлă миххе йăтмалла. Етĕрне пăхаттирĕшĕн Николай Судаковшăн ку пĕрре те йывăр мар пек туйăнать. Ара, «Хыпар» хаçат ирттерекен кире пуканĕ йăтакансен турнирĕн ветеранĕ /унта вăл 1989 çултанпа хутшăнать/ темиçе пăт таякан пукана йăтма хăнăхнă ĕнтĕ. Етĕрнери спорт шкулĕнче вăй хураканскер хăйĕн вĕренекенĕсемшĕн пысăк тĕслĕх. Кăçал Кстово хулинче иртнĕ пауэрлифтингçăсен чемпионатĕнче 52-ри арçын çĕнтерÿпе таврăннă. Виçĕ енлĕ кĕрешÿ пĕтĕмлетĕвĕпе Н.Судаков пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Ял спорт вăййисенчен çемьесем те юлмаççĕ. Акă Муркаш районĕнчи Романовсем спорт уявне çĕнтерес шанăçпа килнĕ. Сергей Николаевич физкультура вĕрентекен пулнă май футболла выляма юратать, Марина Евдокимовна, вырăнти хуçалăхра ĕçлекенскер, хĕлле пушă вăхăт тупăнсанах йĕлтĕрпе чупма васкать, 6-мĕш класран вĕренсе тухнă ывăлĕ Дима вара волейбола парăннă. Сăмах май, шкул команди «Сăран мечĕк» турнирта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăнпах пулĕ спорт çемйисен турнирĕсенче яланах малтисен ретĕнче вĕсем. Çемьесем 4 тĕрĕслев сĕтелçи теннис, дартс, эстафета тата шашка витĕр тухрĕç. Вĕсен ушкăнĕнче вара Вăрнар тăрăхĕнчи Тикиневсем çĕнтерчĕç.

Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе унчченхи пекех Шупашкар районĕн команди мала тухрĕ. Вĕсен пухмачĕнче — 8 «ылтăн», 5 «кĕмĕл» тата 2 «бронза». Вăрнарсемпе Йĕпреçсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Вăрнарсем 2014 çулта та малтисен ретĕнче пулнăччĕ. Çĕнтерÿçĕсем утă уйăхĕнче Саратов облаçĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри финала хутшăнĕç.

Сăмах май, Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенче Чăваш Ен чысне пирĕн ентешсем те аван хÿтĕлеççĕ. Кашнинчех парнесемпе таврăнаççĕ. Унта уйрăмах кире пуканĕ йăтакансемпе çăмăл атлетсем лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. 2014 çулта Воронежра иртнĕ финал ăмăртăвĕсенче чăвашсен команди тăваттăмĕш вырăн йышăннăччĕ. 2004 тата 2012 çулсенче вара пирĕн республика Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисен тĕп лапамĕ пулса тăчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.