Ăмăрту

11 Sep, 2017 | Спорт | Ăмăрту

Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен Чăваш Енри хĕрсене тĕнчери чи вăйлă пикесен шутне хăюллăнах кĕртме пулать. В. Кочков ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕн 5-мĕш спорт шкулĕнче тата В. Краснов ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕн училищинче вĕреннĕ Екатерина Михайловапа Алена Тимофеева Грецинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

6 Sep, 2017 | Спорт | Ăмăрту

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти «Энергия» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсем çулсерен иртекен йăлана кĕнĕ эстафетăна пухăнĕç. «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем те унта хутшăнма палăртнă. Ушкăна кĕнĕ маттурсем халĕ çине тăрсах ăмăртăва хатĕрленеççĕ.

2012 çулта Раççейри механизаторсем малтанхи хут Краснодар крайĕнче сухаçăсен ăмăртăвне пуçтарăннă. Кайран вăл Ростов, Владимир, Саратов, Тюмень тата ытти облаçра иртнĕ.

4 Apr, 2017 | Хыпар | Спорт | Ăмăрту

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт комплексĕнче Раççейри студентсен спорт клубĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне халалланă мероприятие хутшăнакансене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ирина Клементьева, ЧР вĕрентÿ тата спорт министрĕсен заместителĕсем Сергей Кудряшовпа Игорь Головин, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Елена Грузинова саламларĕç. Малалла вулас...

 

11 Oct, 2016 | Хыпар | Спорт | Ăмăрту

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç тăрăхĕнче ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, спортăн тĕнче класлă мастерĕн Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Ăна паллă спортсменкăн тăван ялĕнче 1995 çултанпа йĕркелеççĕ.

Pages

Subscribe to Ăмăрту