Икçĕре яхăн спортсмен йĕлтĕр çине тăнă

Паян йĕлтĕр сырма юратакансемшĕн чăн-чăн уяв — йăлана кĕнĕ «Раштав чупăвĕсем» ăмăрту — иртнĕ. Спорт уявне уçма ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов тата ытти сумлă хăна хутшăннă.

Михаил Игнатьев сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене 2020 çул пуçланнă ятпа саламланă май яланах спортпа туслă пурăнма чĕнсе каланă.

— Эпир пĕрле сезон уçатпăр. Юр çав тери нумай пулмасан та трассăна аван хатĕрлесе çитернĕ. Лайăх кăмăл-туйăм сунатăп, — тенĕ вăл.

Пуçлăх республикăра йĕлтĕр спортне аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине, çак енпе республикăра 25 ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕ ĕçленине палăртнă.

«Раштав чупăвĕ» ăмăрту пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Хальхинче кунта 200 яхăн спортсмен вăй виçнĕ. Йĕлтĕрçĕсем Чăваш республикинчи районсенчен кăна мар, Мускавран, Мускав тата Киров облаçĕсенчен, Мари тата Саха-Якути республикисенчен те килнĕ. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе чысланă.

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас