Эстафета ăмăртăва чĕнет

6 Авăн, 2019

Авăн уйăхĕ тĕрлĕ ăмăртупа турнир ирттермелли лайăх вăхăт пулса тăчĕ. Акă ыран черетлĕ ăмăрту старт илет.

Атлетсем «Советская Чувашия» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Кăçал та эстафетăна «Олимпийский» стадион йышăнĕ. 81-мĕш хут иртекен турнира Андриян Николаев космонавта асăнса ирттереççĕ тата Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă.

Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем, шкул ачисемпе студентсем, спорт ветеранĕсемпе предприяти-организаци ĕçченĕсем, министерствăпа ведомство командисем, çемьесем хутшăнĕç. Коррекци шкулĕсенче вĕренекенсемпе сусăрсем те хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхĕç.

Çăмăл атлетика турнирĕ вăхăтĕнче çавăн пекех прессăн спорт фестивальне ирттересси йăлана кĕнĕ. Унта массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен командисем тупăшаççĕ. Чи пултаруллă командăна е чи маттур чупакана пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Александр Егоров журналист ячĕллĕ кубокпа чыслĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас