«Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕн Александр Егоров кубокне илес шанчăк пур

6 Авăн, 2017

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти «Энергия» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсем çулсерен иртекен йăлана кĕнĕ эстафетăна пухăнĕç. «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем те унта хутшăнма палăртнă. Ушкăна кĕнĕ маттурсем халĕ çине тăрсах ăмăртăва хатĕрленеççĕ.

Аса илтерер: «Советская Чувашия» хаçат спорт тематикине чылай çул çутатса тăнă хăйĕн ĕçтешĕн Александр Егоровăн /унăн чĕри кăçалхи нарăс уйăхĕнче тапма чарăннă/ ячĕпе кăçал кубок çирĕплетнĕ. Ăна журналистсен ăмăртăвĕнче пуринчен хăвăрт чупнă çынна парĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас