Журналистсем Александр Егоров кубокне тивĕçĕç
«Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен çăмăл атлетсен кăçалхи ăмăртăвне кăçал авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче пухăнĕç.
Республика хаçатĕнче тăрăшакан ĕçтешĕмĕрсем кăçалхи ăмăрту хăйсемпе чылай çул пĕрле ĕçленĕ Александр Егоровсăр иртнине тунсăхлăн пĕлтереççĕ. Александр Егоровăн чĕри кăçалхи нарăс уйăхĕнче тапма чарăннăччĕ. Ун чухне ĕçтешĕмĕр 57-реччĕ.
Спорт тематикине кăмăлтан çутатакан хастар журналиста асра тытса тата хисеп туса «Советская Чувашия» хаçат ун ячĕпе кубок пуçарса янă. Ăна журналистсен ăмăртăвĕнче мала тухнă çын тивĕçĕ.
Комментари хушас