Микулана Никольскире ирттертĕмĕр

Çуллахи Микулана паллă тума Тутар Республикинчи Лайăш районне кĕрекен Никольски ялне пĕтĕм Раççей халăхĕ пуçтарăнать тейĕн. Кунта Пĕтĕм Раççейри "Каравон" фольклор фестивалĕ иртет.

"Каравон" уявне Никольски ял халăхĕ мĕн авалтанах паллă тунă-мĕн. ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин палăртнă тăрăх — фестиваль 24-мĕш хут иртет. Хăй вара унта виççĕмĕш хут хутшăнать. Иртнĕ çул, сăмахран, ТР Президенчĕ Рустам Минниханов та пулнăччĕ.

Тĕрĕссипе, фестиваль православи праçникĕ шутланать. Уяв хапхи урлă ура ярса пуссанах çакна туйса илетĕн. Аслă урам тăрăшшĕпе вырăссен япалисемпе çимĕçĕсене вырнаçтарнă. Вăййисене тата тахçанхи авалхисене шыраса тупнă. Питĕ кăсăклă.

"Каравон" — вырăс праçникĕ терĕмĕр, ăна ĕлĕк çак халăх çеç ирттернĕ пулнă. Халĕ вара ыттисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.

Мăкшă, мари, тутар халăхĕсем, çаплах чăвашсем те уяв карти çавăрчĕç. Концерт кăтартрĕç. Куракансем вара... Таçтан та килнĕ.

Фестивалĕн ятарлă хăнисем Анастасия Заволокинăпа "Выля, хут купăс!" телепроект пулчĕç.

Темиçе çул каялла та асăннă фестивале Заволокинсем килнĕччĕ. Ÿкерсе кайнăччĕ. Унтан телевизорпа темиçе хут кăтартрĕç-ха. Кăçал та "Выля, хут купăс!" телепроет йĕркелÿçисем фольклор ушкăнĕсемпе кăсăкланчĕç. Хусанти чăвашсен "Салам" фольклор ушкăнне /ертÿçи Светлана Садыкова/ шăнкăравласа телепроектра ÿкерĕнме чĕнчĕç. Калама çук пысăк савăнăç. Хисеп.

Анастасия Заволокина — каснă-лартнă ашшĕ. Халăх юррисене чун-чĕринчен юратать, купăс сассине вара темиçе сехет пĕр чарăнми итлеме пултарать. Ÿкермелли вырăнсене те чи хитрисене суйлама пĕлет. Вĕсем вара Никольски ялĕнче питĕ нумай. Пĕр ушкăна чиркÿ умĕнче ÿкерттерет пулсан, теприне — кĕпер çинче, виççĕмĕшне çеремпе уттарать, тăваттăмĕшне — урампа саркалантарать.

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Светлана САДЫКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.