Archive - 18 Çĕртме, 2016 - Хыпар

18 Çĕртме, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 23 /945/ №. 18.06.2016

18 Çĕртме, 2016

Ир тăракан ĕçĕнчен киленнĕ

Каçал тăрăхĕнчи Хирти Явăшра пурăнакан 80 çулти Зина аппа мăшăрĕнчен вунă ачапа тăрса юлнă. Чи асли çеç ĕçе пуçăннă вăл вăхăтра. Ашшĕ вилнĕ чухне кĕçĕнни Саша тăватă çулта кăна пулнă.

18 Çĕртме, 2016

Чăвашла калаçтараймарăм

Тин кăна, çĕнйĕркелÿ тапхăрĕччен, тĕнчере тăнăçлăх çĕнтерчĕ теттĕмĕр. Анчах этемлĕх хирĕç-тăрусăр пурăнаймасть. Тĕнче усалланса пырать. Мĕншĕн çапăçатпăр? Пирĕн нимĕн те пайламалла мар. Хĕç-пăшал кăларма пысăк укçа кирлĕ. Хамăр вара чирлĕ ачана сыватма çĕршывĕпех нухрат пуçтаратпăр.

18 Çĕртме, 2016

“Йывăрлăх та кирлĕ - пурнăç тутине туйма”

Çĕр çинче професси нумай. Апла пулин те эпир, ял ачисем, шкул сакки çинче ларнă чух хăшĕ-пĕрин пирки тĕшмĕртмен те. Пире ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем кăна çывăх пулнă: тухтăр, учитель, тракторист...

18 Çĕртме, 2016

Экологи тата информаци хăрушсăрлăхĕ тавра

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕн Николай Патрушевăн тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ.

18 Çĕртме, 2016

Чăваш Ен — кăтартуллă регион

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин потребительсен правине тата çыннăн тăнăçлăхне хÿтĕлекен тытăмри надзор службин ертÿçипе Анна Поповăпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ.

Тĕлпулăва Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакансем Инна Антонова тата Татьяна Богданова хутшăннă. Унта халăха санитари тата эпидемиологи тăнăçлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе явнă.

18 Çĕртме, 2016

Уяв чăваш сĕмĕллĕ пултăрччĕ

Хĕвелтен маларах тăрать чăваш… Çапла, çуркунне çитсен кашни кунпа мар, кашни самантпа усă курма тăрăшать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ: «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», — каларăш сыхланса юлнă халăхра. Хĕвел ансан та ĕç вĕçленмест ялта. Мăнтарăн çĕр ĕçченĕн пуçне çĕклесе пăхмашкăн та вăхăчĕ çук.

18 Çĕртме, 2016

Тутар салтакĕ аттене ĕçе... çĕклесе çÿреме шантарнă

Елчĕк районĕнчи Элпуçра пурăнакан Раиса Лапшина Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ашшĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма хатĕр.

18 Çĕртме, 2016

Вăрçăран чĕрĕ таврăнни - телей

Шел те, сахаллансах пыраççĕ вăрçă ветеранĕсем. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси ялĕнче вилнисене пуç тайма, палăк умне чечек хума пуçтарăннăччĕ. Манăн та тÿр килчĕ унта пулма. Вилнисен ячĕсен хушшинче манăн кукаçи Федор Николаев та пур. Кукамайăм пилĕк ачапа тăрса юлнă.

18 Çĕртме, 2016

Мирун кÿлли

Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакансем Мирун кÿллине аван пĕлеççĕ. Çуллахи кунсенче çын татăлмасть кунтан. Темле васкасан та кашни иртен-çÿрен чарăнма тăрăшать асамлă çак вырăнта. Сиплĕ çăлкуç шывĕпе çăвăнни чир-чĕре хăвалать, вăй хушать-мĕн. Пысăк саспаллисемпе «МИРУН» тесе çырса хуни катаранах курăнать.

Pages