Шухă водительсем саккуна уямаççĕ, çынсене шеллемеççĕ

18 Çĕртме, 2016

Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрринче пурăнакансен шухăшĕ тĕрлĕрен: пĕрисем паян хускатакан çивĕч ыйту хăçан та пулсан татăласса ĕненмеççĕ, çавăнпах ун çине алă сулнă, теприсем лару-тăрăва улăштарассишĕн тăрăшаççĕ. «Таçта та çитнĕ, такампа та калаçнă — усси пулмарĕ. Хаçат вăйне ĕненетпĕр, пире пулăшсамăр», — терĕç.

Нумаях пулмасть Кÿлхĕрри витĕр тухакан çула çĕнетнĕ. Унччен те шăтăк-путăках пулман республика трасси, халĕ вара çатма пекех тикĕс вăл. Çĕнтерÿ урамĕпе транспорт сехетре 50 километр хăвăртлăхпа мар, çил пек вĕçтерсе иртнине чылайччен сăнарăмăр. Çул айккинче тăнипе никама та ăса вĕрентеймĕн. Çăмăл машина е КАМАЗ водителĕ куç умĕнчех малта пыраканнине хыçа хăварать. Çуран утаканăн, велосипедпа ярăнаканăн, выляса çÿрекенĕн пăрăнса юлма ĕлкĕрмелле. Унсăрăн...

Тинтерех Виталий Пашкова иномарка çапса хăварнă. 59-ти арçын ним хускалми выртса юлнă. Футболла выляма кайнăскер тĕттĕмленме пуçласан çул урлă каçма тăнă. Вăл çул-йĕр правилине пăсман. Ун чухне çăмăл машина водителĕ чарăнса чăрманман, авари вырăнĕнчен тарса çухалнă. Пурпĕрех шыраса тупнă ăна. Шухă водителĕн явап тытма тивĕ.

Юрать-ха вилмеллех суранланман вăйпитти арçын. «Утă хатĕрлемелли вăхăтра алла туя тытма тиврĕ», — кăмăлсăрланать инкеке лекнĕскер. Вăл каланă тăрăх, çакăнта çын та, выльăх-чĕрлĕх те нумай хутчен машина урапи айне пулнă — пурне аса та илеймĕн.

«Пĕлтĕр куç умĕнчех сурăха таптаса кайрĕç. Водитель çăмăл машина хăвăртлăхне чакарнине курсан ун патне чупса пытăм. Кабинăна уçса çăрине кăларса илтĕм. «Вилнĕ сурăх какайне туян — вара малалла кайма пултаратăн», — терĕм. Вăл вăрах шухăшламарĕ — 3 пин те 500 тенкĕ кăларса тыттарчĕ», — аса илет çак урамра пурăнакан Владимир Андреев почтальон.

Самуиловсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Саккăрти Ники-тăпа улттăри Дима — ашшĕ-амăшĕн пулăшуçисем. Велосипедпа ярăнса килсенех пахчана утă тавăрма тухрĕç вĕсем. Кăшт пысăклансанах Тихон та ĕç майне вĕренĕ. Кил хуçи Тимофей Николаевич Ухтана вахта мелĕпе ĕçлеме вырнаçнă.

Çак трассăна пулах тĕпрен-чĕкĕсемшĕн чун ыратнине пытармасть çемье пуçĕ. «Ачасем çул çине сиксе тухсан çак водитель чарăнма ĕлкĕрĕ-и?» — паçăрхи пекех хăвăрт иртекен транспорта тĕллесех кăтартать вăл. Лешсем хăнк! та тумаççĕ. Ахăртнех, эпир мĕн çинчен калаçнине те ăнкарса илеймеççĕ.

Тимофей Николаевичăн алли çыпăçуллă. Трактор та пуçтарнă вăл. Шухă водительсене ăса вĕрентес тесе хăех видеокамера муляжне ăсталаса çакнă. Вăл аякран чăнни пекех курăнать. Чи малтанах çакна асăрханă водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнса çÿреме пуçланă. Анчах тахăш самантра хăйсене улталама хăтланнине тавçăрса илнĕ хайхисем. «Пурпĕрех илсе пăрахмастăп ăна. Çак кунсенчех сăрласа сăн кĕртĕп», — парăнасшăн мар Тимофей Самуилов.

Кÿлхĕррисем ял администрацийĕ татăклă сăмах каласса кĕтеççĕ. «Информаци кунĕнче ку ыйтăва çĕкленĕ. Çакăн çинчен влаç çыннисем пĕлеççĕ. Хальлĕхе хурав паман-ха», — ăнлантарать Нурăс ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Елена Петрова. Вăл палăртнă тăрăх, Çĕнтерÿ урамĕнче кăна мар, ытти çĕрте те видеокамера кирлĕ.

Республика трасси çинчи ĕç-пуçа хальхи йышши хатĕрпе сăнаса-йĕркелесе тăнине нимĕн те çитмест. Эх, çав нухрат çителĕксĕрри ура хурать. Кайран вара тем чухлĕ укçа уйăрсан та инкеке лекнĕ çынна чĕртсе тăратма çук.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.