“Йывăрлăх та кирлĕ - пурнăç тутине туйма”

18 Çĕртме, 2016

Çĕр çинче професси нумай. Апла пулин те эпир, ял ачисем, шкул сакки çинче ларнă чух хăшĕ-пĕрин пирки тĕшмĕртмен те. Пире ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем кăна çывăх пулнă: тухтăр, учитель, тракторист... Чи хăюллисем кăна чăрсăр ĕмĕтпе авăрланатчĕç: арçын ачасене тÿпе илĕртетчĕ, хĕрачасене — сцена.

Çак хĕрарăма нумай çул пĕлетĕп. Ман пекех, вăл та тахçантанпах журналистика анине сухалать. Тарăннăн. Касса пăсмасăр. Анчах та пурнăç çулĕ унăн тепĕр чух пĕр кĕтмен çĕртен тăрук унталла та кунталла авăнса илнине те пĕлетĕп. Ачалăхри шухăлăха, çамрăклăхри чăрсăрлăха çулланнă тапхăра илсе çитерме пултарнă вăл — нихăçан та пусăрăнчăк кăмăлпа çÿременскер, чунран тухакан куллипе иртен-çÿрене тыткăнлаканскер. Урăх мĕнле калама пулать ун çинчен, енчен те вăл, калăпăр, пĕррехинче çĕнĕ ĕçре шăп та лăп çур кун тытăнса тăнă пулсан. Мĕншĕн? Тĕплĕнрех кун çинчен хăйĕнсĕр пуçне никам та каласа кăтартаймĕ. Паян “Чăваш хĕрарăмĕн” тĕпелĕнче — ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер, Трак тăрăхĕ чыслакан Нестер Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ Роза Деменцова.

Тинех — 1

— Роза Трофимовна, ывăл вырăнне кун çути курман-и эсĕ ăнсăртран? Ытла та хăюллă, тепĕр чухне санран мĕн кĕтмеллине те пĕлмелли çук...

— Тем каламалла... Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче Лукинсен çемйинче кун çути курнă эпĕ. Сакăр ачаллă çемьере квас тĕпĕ пулса çуралнă. Кĕçĕннине мана ытларах юратнă, ытларах ашкăнма ирĕк панă пулĕ ĕнтĕ.

— Эсĕ хăвна темĕнле профессире те тĕрĕслесе пăхнине пĕлетĕп. Чăваш телекуравĕнче чиперех вăй хураттăн. Ак тамаша — Роза Деменцова хăш хушăра тухса кайнă шĕкĕр хулана? Хăш вăхăтра таврăннă Мускавран — сиссе те юлмалли çук сан çулçÿревне. Тепре пăхнă çĕре Деменцова сасси Чăваш наци радиовĕпе кĕрлет.

— Çапла, темĕнле çулпа та уттарчĕ шăпа: Мускавра кĕске вăхăтрах сутуçă, кондитер, заправка операторĕ... пулса ĕçлерĕм. Ватă çын çумĕнче “сиделка” пулса тĕрмери пек пурăнса та куртăм вĕт. Юрать çак тапхăралла Турă çулне суйланăччĕ, унсăрăн пур йывăрлăха чăтса ирттерме чăтăм çитместчĕ-тĕр...

— Пурнăç урокĕсем чуна пуянлатрĕç-и е хавшатрĕç-и?

— Сутуçăра ĕçлеме килĕшетчĕ те. Эпĕ çынпа хутшăнма питĕ юрататăп. Хам сутуçă пулса тăрсан туянаканпа ăшшăн калаçма тăрăшаттăм — шăпах сивĕлĕхшĕн, кăнттамлăхшăн юратмастăп прилавок леш енчисене. Хамăн çав вăхăтри ĕçтешĕмсене те туянаканпа тараватлă пулма хистеттĕм. Темĕн те пĕр курнă хыççăн хăш-пĕр хĕр-хĕрарăма ытларах ăнланма пуçларăм. Сăнатăп та, шкулпа сывпуллашнă хыççăн лаштах сывласа яраççĕ вĕсем. Хăвăртрах качча тухма васкаççĕ. Тинех! Тинех хуçа вĕсем! Учитель те, атте-анне те вăрçмасть. Никамран та хăрамалла мар. Халĕ ĕнтĕ хăйне çын пек туйма пуçлать вăл: унăн куçĕнчен пăхакан та пур — туянакан. Килте вара упăшкине вĕрентме пуçлать. Анчах та çакăншăн тиркеме кирлĕ мар — вĕсенчен питĕ лайăх кил хуçи хĕрарăмĕ пулать.

— Çапах та тĕп ĕçÿ санăн — журналистика. Ытти вара — тĕп çултан аташса çÿренĕ самантсем кăна.

— Çапла. Ача чухне нумай вулани, шкулта вĕреннĕ чухне хаçат-журналпа çыхăну тытни илсе çитерчĕ-тĕр çак çул çине. Радио, хаçат илемлĕ сăмах тĕнчине туртрĕ. Çак пултарулăха шкул сакки çинче Раиса Захаровна аталантарчĕ. Каллех шăпа вăййи темелле-тĕр — вăл каярахпа пире университетра вĕрентнĕ Иван Тенюшевăн мăшăрĕн йăмăкĕ пулнă иккен. Çапах та ку çула та тÿрех суйласа илмен-ха эпĕ.

Ача чухне питĕ артистка пулас килетчĕ. Хулана театра тăтăш илсе килетчĕç пире. Раиса Полякова, Лидия Красова вылянисене сывламасăр пăхса лараттăм. Сцена илĕртнипех тусăма Регинăна хулана пĕрле килме хистерĕм. “Эсĕ хитре, сана илеççех артисткăна”, — тесе хавхалантараттăм ăна. Хам вара пĕвĕмпе çÿллех мар та, арçын ача ролĕсене калăплама ĕмĕтленеттĕм. Шел, тусăма ÿкĕте кĕртеймерĕм. Артист пуласси çапла пăчланчĕ. Пĕччен килме хăюлăх çитмерĕ.

Унтан... юрист пулма тĕв турăмăр. Тепĕр тантăшăмпа Хусан университетне ыйту кайса патăмăр. Унта йăлт тутарла калаçаççĕ. Пĕр вырăна — 12 абитуриент. Документсем патăмăр. Пĕр ăнмасан — ăнмасть çав. Тантăшăн характеристикинче пĕр çын алă пусни çитмест. Ăна документсене тавăрса пачĕç. Эпĕ вара общество пурнăçĕнче яланах хастар пулнă. Мĕн, манăн алă пусма юрамасть-им? Айккинелле пăрăнтăмăр та кукăртса та хутăм. Эх, айван та çав хамăр та! Йышăну комиссийĕнче миçе çын ларать, эпир вара, икĕ айван, документсене çав майранах пырса патăмăр. Паллах, вăл пирĕнтен йышăнмарĕ хутсене, улталама тăнăшăн хăтăрса та илчĕ. Тантăшăм Хусана текех ура та ярса пусмассине каларĕ. Манăн ют хулара пĕччен мĕн тăвас? Çапла Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне, чăваш уйрăмне лекрĕм, журналистика специальноçне суйларăм.

Алла диплом илнĕ хыççăн районти “Ял пурнăçĕ” хаçатра ĕçлерĕм. Унтан нумай тиражлă “Механизатор” хаçатра вăй хутăм. Пĕр вăхăт вырăс класĕнче вĕреннĕскерне вырăсла çырма йывăр марччĕ мана. Çемьеллĕ те пултăм. Комсомолта пиçĕхсе вăй пухнăскер МЖК урлă мăшăрпа иксĕмĕр хваттер те илме пултартăмăр.

Тинех — 2

— 1990 çулта Чăваш телерадикомпанине ĕçлеме куçрăм. Кунта ирĕклĕн чăвашла калаçма юрать. Тинех! Унсăрăн националист тесе те айăплама пуçланăччĕ мана — тăван чĕлхепе калаçма ăнтăлнăшăн. Радиора — пач урăх тĕнче! Çунат сарăлма пуçларĕ. Телекуравпа радио программине хатĕрлеттĕм. Чунтан хавхаланса ĕçлеттĕм. Хĕр пĕрчи Марина çуралчĕ. Полк хĕрĕ пекех туйăнатчĕ вăл — ĕçре ăна пурте паллатчĕç. Шел, программăна хупрĕç. Хам та çамрăк çав ун чух — хÿтĕлесе хăвараймарăм.

Телекурава куçрăм. Унта ытларах техника енĕпе ĕçлеме тивнипе кăмăл выртмастчĕ. Дикторсем валли текст хатĕрлеттĕм. Анчах çын валли ĕçлесе ывăнтăм. Пĕчĕккĕнех хамăн программăсене хатĕрлесе эфира кăларма пуçларăм. Анчах каллех ăнсăртран — кĕмсĕрт. Чăваш Ен эфирĕ кĕскелчĕ. Çĕнĕ хыпарсем кăна сыхланса юлчĕç.

Çак вăхăталла хам та аптраса çитнĕччĕ ĕнтĕ — пултарулăх енĕпе чарăнса ларнине, малалла аталанма пăрахнине туяттăм. Малашлăх çук. Телерадиокомпанире 19 çул тăрăшнă хыççăн тытрăм та ĕçрен хам ирĕкпе кайма ыйту çыртăм.

— Пурнăçун çав тапхăрĕ çинчен “Эп те пултăм Мускавра, куртăм тĕрлĕ мыскара” ярăмра “Чăваш хĕрарăмĕн” икĕ номерĕнче каласа кăтартрăн. Чăнласах темĕн те курнă пулмалла... Анчах та халĕ ун çинчен калаçар мар-ха. Роза Деменцова сасси каллех радиопа кĕрлет. Хальхинче — Чăваш наци радиовĕнче кăларăмсем хатĕрлетĕн. Санăн вырăну шăпах радиора пек туйăнать. Каллех чĕрĕлтĕн акă... Феникс кайăк тейĕн сан пирки.

— Çур кун тытăнса тăнă ĕç вырăнĕ те радиопах çыхăннă. Телекуравран чăваш радиона куçарчĕç. Анчах пăхатăп та, никама та кирлĕ мар эпĕ унта, калаçакан та çук манпа. Таçта лармалла, таçта тăмалла тенĕ пек... Тухрăм та кайрăм, тĕрĕсрех, телекурава каялла таврăнтăм. Каярахпа авă Мускавра та телей шыраса пăхрăм. Унтан таврăнсан “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатра икĕ эрне тăрăшрăм. Анчах шăп çак вăхăтра Чăваш наци радиовĕ уçăлчĕ те... кам тытса чарайтăр?! 2009 çултанпа, наци радиовĕ ĕçлеме пуçланăранпах, вăй хуратăп кунта. Чăнласах йăлт килĕшет чуна: коллектив, радио итлекенсем, соавторсем... Хамăн тивĕçе пурнăçланăн туятăп. “Чăваш Ен: çулсем тата çынсем”, “Тăван ăс-хакăл”, “Пачăшкă сăмахĕ”, “Чĕрĕлĕх çути” тата ытти кăларăма тытса пыратăп.

Тинех — 3

— Хăйĕнпе йăлтах кăмăллă журналист пĕр вырăнта тăпăртатса тăнăн туйăнать...

— Вăл та пур... Пытармастăп. Пултарулăх кризисĕ каллех чунра лăпкăлăха йăва çавăрма памасть. Анчах халĕ тин ĕçрен хам ирĕкпе кайма ыйту çырмăп.

— Мĕн тата?

— Ара, хам миçе çула çитнине те пăхмалла кăштах — кутăн çавăрсан икĕ акăша аса илтерет вĕт! Халĕ эпĕ — ирĕклĕ. Халĕ эпĕ — пенси пики. Питĕ лайăх халĕ мана. Шалу çумне кăшт хушăнни пăсмасть паллах. Пурнăçăмра тата çĕнĕ тапхăр пуçланать.

— Апла тăк хыçалалла çаврăнса пăхма ыйтас килет сана...

— Нимĕн те улăштармăттăм. Журналист, хырăмĕ выçă пулсан та — питĕ кăсăклă професси. Çак çулсенче кампа кăна паллашман! Аса илмелли темĕн чухлех... Профессири тивĕçлĕ ятсемпе чысларĕç — апла, начарах вăй хуман. Урăх нимĕнле ĕçре те курмастăп хама.

— Эсĕ тĕн кăларăмĕсем тытса пыратăн. Кала-ха, çакăн патне мĕнле çитрĕн тата?

— Нимшĕн те ÿкĕнместĕп, çак çулпа маларах утма пуçламаншăн кăна ÿпкелетĕп хама. Йăнăшсем сахалрах тунă пулăттăм.

— Каçар, ыйтмасăр чăтаймастăп: нумай-и вара вĕсем санăн — йăнăшĕсем?

— Çав тери нумай. Маларах пурнăç хăй еккипе чупнă, халĕ ăна кăштах йĕркене кĕртес килет. Хамăр пĕлсе е пĕлмесĕр кÿрентернĕ çынсенчен каçару ыйтасчĕ, анчах та вĕсем чĕррисен хушшинче çук ĕнтĕ. Турăран каçару ыйтмалла ун пек чухне. Каялла çаврăнса пăхса шăпана тишкеретĕп халĕ. Ыйту хыççăн ыйту çуралать. Çакăн пек пурăнма юрать-и? Мĕнре вăл — пурнăç тупсăмĕ? Тĕрĕслĕх шыраса ăçта каймалла? Йывăрлăха çынна çÿлтен ахальтен ярса памаççĕ — пурнăç тутине чухлама кирлĕ вăл. Темĕн те курнă-чăтнă хыççăн тĕрĕс пĕртен-пĕр çак çула шыраса тупрăм. Тинех, тинех чуна лăпкăлăх килме, иккĕленÿлĕх сирĕлме пуçларĕ. Ырă вăйсен пулăшăвне туйсах тăратăп.

— Малтан, Турра ĕненме пуçличчен, туйман-и вара çакна?

— Çак хÿтлĕх, паллах, малтан та пулнă, эпĕ ăнланман ăна — çавă кăна. Хам пирки чăнласах кĕпепе çуралнă тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Пуçăм çине пурнăç тăршшĕпех пĕр шутламан-туман çĕртен тем пысăкăш парнесем йăтăна-йăтăна анаççĕ. Хăш-пĕр пулăма пĕтĕмлетме вăхăт çитнĕ пек туйăнать. Лайăх вăхăтра çитĕннĕ. Вĕреннĕ. Ĕçленĕ. Ял хĕрĕ хулана килсе хваттерлĕ пулнă. Ача çуратнă... Урăх мĕн кирлĕ?

— Роза, телей çинчен калаçма шăпах вăхăт çитрĕ. Хăвăн пирки “эп телейлĕ хĕрарăм” теме пултаратăн-и?

— Телей çинчен хыттăн калаçмаççĕ те...

— Тем шухăша кайрăн... Телейлĕ самантсем пулнах ĕнтĕ.

— Пулмасăр! Телейсĕрех мар. Икĕ хутчен кукамай ятне илтрĕм. Хам хĕр çитĕнтернĕ, пепкем мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл ÿстерет. Кĕçĕнни 8 уйăха çитрĕ. Урăх мĕн кирлĕ хĕрарăма?

— Тулли телей пирки калаçма кукамине çумра кукаçи çукки пăшăрхантарать ахăртнех...

— Мăшăрăмпа Василий Деменцовпа пĕр чĕлхе тупса пельмень пĕçерсех пĕтереймерĕмĕр çав — çулсем вăхăтĕнче юпленчĕç. 2 çул каялла вара вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ, кукаçи ятне илтсе, шел, савăнса пурăнаймарĕ.

— Хăш ĕмĕтне пурнăçа кĕртме ăнтăлать пурнăçĕн çĕнĕ тапхăрне пуçлакан Роза Деменцова?

— Те каламалла ĕнтĕ... Пĕ­летĕн-и, питĕ хам пулса курман çĕрсене каяс килет — сăваплă вырăнсене çитсе пуç çапăттăм. Анчах ăна валли каллех... укçа кирлĕ. Çула тухма мар-ха, ăна валли тупма пулĕ. Каларăм-çке, мăнукăмсем ÿссе пыраççĕ — вĕсене мĕн чухлĕ кирлĕ! Вĕсен валли те çитсе пытăр, хам валли те. Эпĕ унта-кунта çитнĕ чухне “укçа-тенке сапаласа çÿрет” тенине илтсе намăс курмалла ан пултăр.

Пурнăçланайман тепĕр ĕмĕт те пур... Тăван ялăмра халăха Турра кĕлĕ тумашкăн часовня та пулин çук. Пурте пĕрле нимелле çавна хăпартса лартсан тем пек аван пулмалла. Эпĕ те вăй çитнĕ таран хам тÿпене хывăттăм.

Пурнăçланайман ĕмĕт çук теççĕ. Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан — ăнăçу пулатех. Çĕнĕ тапхăрта çĕнĕлле пурăнса пур ĕмĕтне те пурнăçа кĕртме сывлăх сунатпăр Роза Деменцовăна.

Рита АРТИ калаçнă.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.