Çĕр çинче професси нумай. Апла пулин те эпир, ял ачисем, шкул сакки çинче ларнă чух хăшĕ-пĕрин пирки тĕшмĕртмен те. Пире ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем кăна çывăх пулнă: тухтăр, учитель, тракторист...
Пытармастăп, ĕçтешĕмĕн çак сăнÿкерчĕкне курсан - тĕлĕнтĕм. Красноармейски районĕнчи Вăрманкасра çуралса Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуçне качча тухнă Роза Власова, "Хыпар" хаçатра пай пуçлăхĕнче ĕçлекенскер, пултаруллă журналист пулнине пĕлетĕп-ха.
Республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçипе Лариса Егоровăпа 2000 çултанпах туслă. Паллашнă чухне 13 тĕпренчĕкĕнчен кĕçĕннисем шкул çулне çитменччĕ. Халĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă ĕнтĕ вĕсем. Маншăн çаплипех кашнин шăпи кăсăклă.