«Хула çынни пулаймарăм...»

22 Çурла, 2015

Пытармастăп, ĕçтешĕмĕн çак сăнÿкерчĕкне курсан - тĕлĕнтĕм. Красноармейски районĕнчи Вăрманкасра çуралса Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуçне качча тухнă Роза Власова, "Хыпар" хаçатра пай пуçлăхĕнче ĕçлекенскер, пултаруллă журналист пулнине пĕлетĕп-ха. Пĕр вăхăт "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕн тилхепине те тытса пынăскер тилмĕрсех хăйне корреспондента куçарма ыйтрĕ - çырас килет унăн, пуçлăхăн вара ытларах урăх ĕçсемпе тимлеме лекет... "Пукан" çинчен хăй ирĕкĕпе каякан çынна кашни утăмрах тĕл пулаймăн. Анчах та çынна лайăх пĕлсе çитме унпа пĕрле çур пăт тăвар çимелле тесе ахаль каламаççĕ иккен. Ĕçтешĕмĕр çав таран маттур та харсăр иккенне эпир те пĕлменччĕ. Вулакана ун çинчен каласа кăтартасах килчĕ.

Журналистикăра малтанах Скворцова хушаматпа палăрнăскер 20 çул туптать капла та çивĕч калемне. Анчах та ача чухне вăл пачах та урăх çул-йĕр пирки ĕмĕтленнĕ иккен.

"Атте Анатолий Иванович предприяти директорĕ пулнă, анне Рена Ивановна - биологи учителĕ. Атте пыл хурчĕсемпе яланах аппаланнă. Тĕрĕссипе, пирĕн пыл хурчĕсен ăстисен династийĕ темелле, мăн асатте, асатте, атте çак ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Пире те шăллăмпа иксĕмĕре вĕллесем патне ача чухнех илсе тухатчĕ атте. Ÿссен пыл хурчĕ тытас ĕмĕт çавăн чухнех çуралнă пулĕ. Аслă классенче Красноармейскинчи УПКра ятарласа вĕрентĕм çак ĕçе. Шăпама та унпа çыхăнтарас тĕллевпе шкул хыççăн Мускаври Тимирязев ячĕллĕ института кайма палăртнăччĕ. Çĕр ĕçĕ те питĕ килĕшетчĕ мана, çавăнпа агроном пулас ĕмĕт те пурччĕ. Анчах аслă классенче тата тепĕр туртăм вăранчĕ манра - çырма пуçларăм та... кайрĕ вара. Пĕтĕм ĕмĕтрен журналистика вăйлăрах пулчĕ курăнать - çĕнтерчĕ. Питĕ килĕштерсе вăй хуратăп чуна киленĕç кÿрекен ĕçĕмре. Пыл хурчĕ-и? Ун çинчен нихăçан та манман. Каларăм ĕнтĕ, малтан аттене пулăшаттăм. Качча тухсан та çакăн пек çемьенех лекрĕм. Хуняçа Леонид Петрович пурнăçран уйрăличчен каласа хăварчĕ: "Кин, хуртсене ан пĕтер..." Унăн халалне пурнăçа кĕртсе çак ĕçпе те чунтан тăрăшса-киленсе аппаланатăп халĕ. Вĕллесен шутне ÿстертĕм. Тата хушас ĕмĕт пур. Сăмах май, шăллăм Родион та утар тытать.

...Пыл хурчĕсен ĕçне пĕтĕм тĕнче çинчен манса сăнатăп. Мĕн тери ĕçчен вĕт-ха вĕсем! Çуначĕсем вара, ах, тур! çийĕнсех каяççĕ. Пыл пухнă вăхăтра, сăмахран, вĕллерен 1 хут вĕçсе тухса хурт 150 чечеке тĕрĕслет. Кунĕпе 4 пин ÿсен-тăран çине çитет. 1 килограмм пыл пухас тесен унăн 500 пин километр вĕçмелле. Çавăнпа та пыл пуçтаракан хурт 28 кун кăна пурăнать..." - ĕçченскерсене шеллесе калаçать Роза Анатольевна.

Ларма-тăма пĕлмен хĕрарăма итлесе ларатăп та, хăй те ылтăн пыл хурчĕ пекех туйăнать вăл мана. Хуларан çывăх мар района хунямăшĕ патне кашни канмалли кун васкать вăл. Ытти ĕçе те пурнăçланă вăхăтрах Нина Алексеевнăпа иккĕшĕ пыл хурчĕсемпе аппаланаççĕ. Хуртсем валли ятарласа илепер, фацели, вырăс тупă курăкĕ /мордовник/ ÿстереççĕ. Анчах та канăçсăр ĕçтешĕмĕр çакăнпа кăна лăпланса ларать тесен /тĕрĕссипе, ку та сахал мар-ха/ питех те йăнăшатăр. Ăшă çу кунĕсемпе усă курса Роза /хамăрла питĕ çапла чĕнес килет/ тĕрлĕ çырма-çатрана, вăрмана çитсе сиплĕ курăк пухать. Ăçта мĕн ÿснине пĕлсе тăрать. Вĕри мунча техĕмĕпе рехетленме юратаканскер милĕк хатĕрлемесĕр чăтайĕ-и? Анчах та ăна касма вăл ятарласа машина тытса... Улатăр районне васкать, милĕке ирхи сывлăмпа хатĕрлет.

"Капла çулçи тăкăнмасть, - ăнлантарать çивĕчскер. - Эпĕ эмел таврашĕпе усă курма юратмастăп, тĕрлĕ крем та пачах çук манăн. Пыл - акă пуринчен те пулăшаканни. Ăçта мĕн ыратать - унта пыл хуртне лартса сăхтаратăп. Пылпа, унăн компоненчĕсемпе сĕрĕнетĕп, чÿхетĕп тата мĕн тăватăп-ши? Куна пылран пуçлатăп - выçварла çимелле ăна. Пирĕн халăх сиплĕ çак çимĕçĕн уссине пĕлсех каймасть курăнать. Кайса ÿкмелле хаклă витаминсем ĕçиччен пыл çийĕр - унра Менделеевăн таблицинчи пĕтĕм элемент пур! Калаçу лайăх сыпăнса пытăр тесе акăлчансем, сăмахран, хăнана пылпа çÿреççĕ. Чăваш та ĕлĕк çĕнĕ çынна киле пырса кĕрсенех чи малтан пĕр кашăк пыл тата тепĕр кашăк çу хыптарнă. Çакăн пĕлтерĕшĕ каламасăрах ăнланмалла пулĕ тетĕп. Пыл паян анлă сарăлнă амаксенчен сыхланма пулăшать - холестерин шайне чакарать, юн сахаллине ирттерет, канлĕ ыйхă парнелет, нерв тытăмне лăплантарать. Ку вара шăпах ĕмĕре тăсать вĕт.

"Чăваш хĕрарăмĕн" вулаканĕсене манăн çапла калас килет - сĕтелĕрсем тулли пулччăр, унта вара тĕп вырăн пыл йышăнтăр!" - вĕçлерĕ калаçăва Роза Анатольевна.

Манăн вара сăмахăма вĕçличчен унăн тата тепĕр шухăшне вулакан патне çитерес килет. "Хулара пурăнсан та хула çынни пулаймарăм, - тет пĕр кашăк пылпа çăтса ямалли çак чиперук. - Чун ялтах... Анчах та çакăншăн пĕрре те кулянмастăп... Хĕрĕмсем вĕллесем вырнаçтарнă пахчаран хальлĕхе аякран иртсе çÿреççĕ. Анчах та ку - вăхăтлăх пулăм. Йăх ĕçне вĕсем малалла тăсасса шансах тăратăп".

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.