Пĕчĕк арçынсем те карьера тăваççĕ
Голливуд çăлтăрĕсен хушшинче вăтам мар, пĕчĕк пÿллисен виçине те аран ларакан арçын сахал мар. Анчах та лутра пулни вĕсене чиперуксене çавăрттарма нимĕн чухлĕ те чăрмантармасть. Çÿллĕшпе те пĕлсе усă курма пулать вĕт.
Питер Динклэйдж
Динклейдж, сăмах май, вăл çак эрнере 47 çул тултарнă — Голливудри чи пĕчĕк актерсенчен пĕри. Унăн çÿллĕшĕ 1 метр та 35 сантиметр. Анчах та пĕчĕккĕ пулни ăна паллă актер пулма пĕрре те чăрмантарман. Пачах урăхла, Питер паян — куракан чи юратакан çăлтăрсенчен пĕри. Питерăн наградисен шучĕ те çук — “Ылтăн глобус”, икĕ “Эмми”, Никама пăхăнман кино фестивалĕн, Киноактерсен гильдийĕн нумай-нумай призĕ... New York Times Magazine кăларăмра ĕçлекен кинокритик вара пĕррехинче çапла каланă: “Питера тата ытти хăш-пĕр актера пула телекуравра актер вăййи профессионал шайне çĕкленчĕ...”
Тахçан вĕсен йышшисем пирки карлик тенĕ. Халĕ вара, кÿрентерес мар тесе, “пĕчĕк çынсем” теççĕ. Питер ыттисенчен нимĕнпе тен уйрăлса тăман çемьере, анчах та чирлĕ çуралнă. Шăпах çак чире пула ÿсеймен арçын ача. Актер хăй каланă тăрăх, çамрăкрах чухне вăл пĕвне кура питĕ асапланнă. Анчах та çулсем иртсе пынăçемĕн хăнăхнă, ăс та хушăннă темелле. Çапла вăл хăй пĕчĕк пулнине шÿтлесе йышăнма вĕреннĕ.
Чапа тухма вара пĕчĕк пулни нимĕн чухлĕ те чăрмантарман. Питер утмăл ытла фильмпа сериалра ÿкерĕннĕ. Ролĕсенчен чи палли — “Игра престолов” фильмри Тирион Лэнистер.
Уйрăм пурнăçра та телейне тупнă актер. 2005 çулта вăл Эрика Шмидта качча илнĕ. Эрика театр режиссерĕ пулнă. Халĕ вĕсем пĕр хĕрне ура çине тăратма тăрăшаççĕ.
Вуди Аллен
Вуди пирки камăн та пулин “пĕчĕк çын” тесе калама чĕлхи çаврăнать-ши? Ĕçĕ ытла та капашсăр пысăк-çке унăн. Ăна нумайăшĕ паянхи чи пултаруллă режиссер пек пĕлет, гений шайне лартать. Унсăр пуçне вăл пултаруллă актер, чаплă музыкант-саксофонист. Анчах та нимĕн те тăваймăн — Вуди Аллен кĕлеткин çÿллĕшĕ: 1 метр та 65 сантиметр. Анчах та “çăлтăр” картине çакланайман кĕлетке арçынна нихăçан та чăрмантарман. Пачах тепĕр май, ун пекки тата кам пур урăх?
Вудин, экспертсем палăртнă тăрăх, призсемпе номинацисем иртнĕлĕхри çăлтăрсеннинчен темĕн чухлĕ ытларах: Чарли Чаплин, Бастер Китон, Гарольд Ллойд виççĕшĕ пĕрле те ун чухлĕ çитĕнÿ тăвайман. Вуди Аллен “пухмачĕнче” — режиссер пулса ÿкернĕ 75 кинокартина тата 500 ытла хăй калăпланă роль. Халĕ çакна ĕненес те килмест, анчах та чаплă карьерине вăл тахçан вырăнти хаçат валли шÿтсем çырнинчен пуçланă. Çакăншăн ăна эрнере 200 доллар тÿленĕ. Анчах та çавăнтанпа 50 çул ытла иртнĕ.
Аллен яланах ыттисенчен уйрăлса тăнă. Шиклĕх туйăмĕ те вăйлă аталаннă унăн — Вуди çÿллĕшĕнчен, микробсенчен, хурт-кăпшанкăран вилсе кайса хăрать. Юлашки çулсенче çакăн çумне тата вилĕм хушăннă — кĕтмен çĕртен вилсе каясран та тĕлĕнмелле хытă хăрать Аллен. Неврозĕсен йышĕ, тĕрĕссипе, тата нумай унăн, анчах та хĕрарăмсене Аллена юратма нимĕн чухлĕ те чăрмантармасть çакă.
Вуди виçĕ хутчен авланнă. Арăмĕсемсĕр пуçне унăн еркĕнĕ те нумай. Вĕсен хушшинче — Дайан Китон тата Мия Фэрроу. Чăн та, юлашкипе ăна питех ăнăçман. Вĕсем пĕрле 12 çул пурăннă, виçĕ ача ÿстернĕ: пĕри хăйсен, иккĕшне çемьене йышăннă. Чуна хушма çук — Вуди çемьене йышăннă ачасенчен пĕрне — Сун Йи Превена — юратса пăрахнă. Çакна пĕлсен Мия урсах кайнă. Вăл Аллена инцестшăн айăпланă. Анчах та Вуди Сун Йипе нихăш енчен те тăванлă пулман. Хĕре çемьене йышăнаканни те вăл мар: Ферроу малтанхи упăшкипе Андре Превенпа пурăннă чухнех лекнĕ хĕрача ку кил-йыша. Тĕнче кисренмелле шăв-шав çĕкленнĕ. Анчах та ăна пăхмасăрах Вудипе Сун Йи туй кĕрлеттертнĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем хăйсем те тахçанах ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă — мăшăр çемьене икĕ хĕр пĕрчине йышăннă: Беше тата Мэнзи.
Дэниел Редклифф
Дэниел Редклифф Вуди Алленран нимĕн чухлĕ те çÿллĕ мар. Ăна та ку карьера тума чăрмантарман. Пачах тепĕр май, пĕчĕк пÿ-сĕвĕ — 1 метра та 65 сантиметр — Дэниела Хогвартс шкулĕн аслă класĕнче вĕренекен арçын ача рольне калăплама чухах пулнă.
Дэниел, тĕрĕссипе, киноэпопея ÿкерÿ лапамĕнчех ÿснĕ темелле. Пĕрремĕш хут вăл унта 11 çулта пынă — Гарри Поттер сăнарне калăплама. Франшиза вĕçленнĕ тĕле вара вăл... 21 çула çитнĕ — арçын пулнă пĕр сăмахпа. Апла, банкри счет çинчен халĕ укçа хăех илме пултарнă. Çав вăхăталла вара ун ячĕпе банкра укçа-тенкĕ сахал пуçтарăнман, “Гарри Поттер” серийĕнчи фильмсене ÿкерсе пĕтернĕ тĕле Дэниел пуян çын кăна мар, миллионер пулса тăнă. Гарри ăна 2004 çул тĕлнех 6 миллион фунт ĕçлесе илме пулăшнă: тупăшне кура вăл çав вăхăтра Британири чи пуян иккĕмĕш çамрăк пулса тăнă — Гарри принц хыççăн. Франшизăшăн пурĕ вара ăна 80 миллион ытла тÿленĕ.
Унсăр пуçне, Поттер ролĕ Дэниела нумай номинаципе приз парнеленĕ. Актерăн пултарулăхне кăмăллакансен çарĕ те ÿссех пынă. Анчах та Гаррипех Дэниелăн ăнăçăвĕ те вĕçленнĕ. Хальлĕхе карьера тĕлĕшпе мăнаçланмалли текех нимех те çук унăн. Актер театрта та нумай вылять, анчах та унти пĕр роль те Гаррипе танлашма пултараймасть. Уйрăм пурнăçне те йĕркелесе çитереймен-ха актер. Çапла, Рэдклифф — хĕр-хĕрарăм юратакан арçын, анчах та арăм тума юрăхлă пикене халĕ те тĕл пулайман курăнать вăл. 2014 çултанпа актер Эрин Даркпа тĕл пулать, анчах та пĕрлехи йăва çавăрасси пирки шухăшламаççĕ-ха çамрăксем. Тепĕр тесен, ăçта васкамалла? Дэниел 26 çулта кăна вĕт.
Денни Де Вито
Денни Де Вито та пĕвĕпе мăнаçланма пултараймасть — унăн кĕлетки 1 метр та 52 сантиметра аран çитет. Пурпĕрех комедире унран лайăхрах вылякан актер çук-тăр. Де Вито 120 ытла фильмра вылянă. “Пролетая над гнездом кукушки”, “Такси”, “Близнецы”, “Безжалостные люди”... — Деннин çак фильмсенчи сăнарĕсене юратман çын пур-ши?
Денни çапах та кинона тÿрех çакланман-ха. Унăн чи пĕрремĕш профессийĕ... илемлĕ прическăсемпе çыхăннă. Анчах та аппăшĕн илем салонĕнче пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн арçын ача ăнланса илнĕ: ку ĕç — ун валли мар. Денни Драма искусствисен академине вĕренме кĕнĕ. Çакăн хыççăн малтан — театрта, унтан кинора карьера тунă.
Сăмах май, шăпах Денни вылякан спектакльте курнă та ăна пулас мăшăрĕ — Рэя Перлман актриса. Каччă пике чун-чĕрине пĕрре курсах яланлăхах тыткăнланă! Рэя тата Денни пĕрремĕш хут тĕл пулнăрапа икĕ эрне иртсенех пĕрле пурăнма тĕв тунă. Чăн та, тăванĕ-пĕтенне, тус-тантăшне вĕсем туй кĕрекине çакăн хыççăн... 11 çул иртсен кăна пуçтарнă. Çемье лавне мăшăр 40 çул ытла пĕрле туртнă, виçĕ ачине кун çути кăтартса ура çине тăратнă. Çак вăхăтра, чăн та, темиçе хутчен те уйрăлса кайма тăнă арçынпа хĕрарăм, анчах та вăхăтра мирлешнĕ те телей кайăкне каллех пĕрле хăваланă.
Йен Холм
Йен Холм актера вара пĕчĕк пĕвĕ ăнăçу çулĕпе утма кăна пулăшнă. Калăпăр, вăл икĕ метр çÿллĕш тăсланкă пулнă тăк ăна “Властелин колец” фильмра Бильбо Бэггинс хоббит рольне кам сĕнĕччĕ? Юмах сăнарĕшĕн 1 метр та 65 сантиметр та нумайрах-ха та ĕнтĕ, юрать ятарлă эффект тумалли мелсем пур халĕ, тĕп сăнар çавăнпах татах та лутрарах курăнать.
Холм Лондонри Драма искусствисен академийĕнче вĕреннĕ. Шекспир ĕçĕсене сцена çинче кăларнă. Театр чи паллă икĕ наградине тивĕçнĕ — Тоnу тата Лоуренс Оливье ячĕллине.
Шăпах лутра пÿ-сийĕ паллă çынсен сăнарĕсене калăплама пулăшнă ăна. Наполеона, вăл пĕчĕк пулнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, виçĕ хутчен вылянă Холм. Чăн та, театрта мар, кинора тата телекуравра. Пĕрремĕш хут — “Наполеон тата юрату” сериалра /1972/, иккĕмĕш — Терри Гиллиам ÿкернĕ “Time Bandits” фильмра /1981/, виççĕмĕш — “Королĕн çĕнĕ кĕпи” кинокартинăра /2001/.
Çапах та тĕнчипех ăна “Властелин...” ĕçри хоббит сăнарĕ чапа кăларчĕ. Холм çак ĕçшĕн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнмест, çăмлă ураллă сăнара вăл хăй те юратма ĕлкĕрнĕ.
Холм та пĕвне кура мар килĕшет хĕрарăмсене. Вăл тăватă хутчен авланнă. Малтанхи виçĕ арăмĕнчен актерăн — пилĕк ача. Тăваттăмĕш хутĕнче кăна тытма пултарнă вăл çемье телей кайăкне. Çирĕппĕн. Мăшăрĕпе, Софи де Стемпель ÿнерçĕпе, вĕсем 13 çул пĕрле пурăнаççĕ. Сас-хура тăрăх, актер текех уйрăлма шухăшламасть.
/”7 Дней”/.
Комментари хушас