Тĕнче тавра

14 Кăрлач, 2019

Шурă юр, хура арçын…

Хура ÿтлĕ çынсене курсан нумаях пулмасть кăна-ха хамăр та çаврăна-çаврăнах пăхаттăмăр. Халĕ çакна хăнăхрăмăр ĕнтĕ: ара, шурă Шупашкарта та тăтăшах курма пулать вĕсене — ют çĕршыв хĕрĕсемпе каччисем аслă пĕлÿ илмешкĕн кунта тăтăшах килеççĕ.

4 Çĕртме, 2018

Патша майрисен йĕрĕпе-2

— Кăçал ниçта та каймарăн-им? Çул çÿрев очеркĕсене кĕтсе илеймерĕмĕр, — пăшăрханса шăнкăравланăччĕ иртнĕ çул вĕçĕнче редакцие вулакансем. Хам мĕн курни-илтни ыттисемшĕн те кăсăклă пулни черетлĕ çул çÿреврен таврăннă май алла татах калем тытма хистет. Инçе çула пуçтарăнса тухма çăмăлах мар çав, уйрăмах — укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен. Асли çулталăкĕпех хваттерĕпе айланчĕ те — ипотека кредитне татрĕ, юсав ĕçĕсем иттерчĕ — финанс тĕлĕшĕнчен, чăн та, вăй çитереймерĕмĕр. Пĕлтĕр тинĕс хĕрринче пиçĕхсе, ют çĕршыв илемĕпе киленсе пулмарĕ.

1 Пуш, 2017

ЮРАТСА, САСĂ ХĂПАРТМАСĂР

Тĕнчери мĕнпур çĕршыври ашшĕ-амăшĕ ачисене юратать, анчах воспитани парас тĕлĕшпе тĕрлĕ мелсемпе усă курать.

Франци

Çак çĕршывра ачана çуралнăранпах тенĕ пек яслие параççĕ, унтан вăл кунĕпех — садикре, шкулта. Çавна май француз ачасем хăвăрт ÿссе çитеççĕ, хăйсем тĕллĕн пурăнма вĕренеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ коллективлă воспитани вĕсен тĕпренчĕкне тавралăха хăвăртрах хăнăхма пулăшать тесе шухăшлать.

26 Чÿк, 2016

Ашшĕ вилсен икĕ çултан... ывăлĕ çуралнă

Екатеринбургра пурăнакан Екатерина Захаровăн мăнукĕ ывăлĕ вилнĕ хыççăн икĕ çултан çуралнă.

Арçын онкочиртен Тель-Авивра сипленнĕ чухне ар шĕвекне донор банкне парса хăварма ĕлкĕрнĕ — çапла тумасассăн Израильте ку чиртен сиплемеççĕ. Шел, арçынна çăлса хăварайман.

Pages