Тĕнче тавра

13 Çурла, 2016

Çăлтăрсем сÿнмеççĕ...

1968 çулта совет спортсменки Зинаида Воронина Олимп чемпионкин титулне тивĕçнĕ. 1980-мĕшĕнче вара ăна 101-мĕш километр хыçне ăсатнă. Эрех ĕçнĕшĕн. Шел те, спорт тĕнчинче çакăн йышши хурлăхлă истори çине-çинех тĕл пулать. Чи çÿллĕ шая хăпарнă спортсменсем чапа чăтаймаççĕ.

6 Çурла, 2016

Тăваттăри... мучи

Бангладешра пурăнакан тăватă çулти арçын ача сакăрвуннăри мучи пек курăнать. Çакăншăн сайра тĕл пулакан чир — прогери — айăплă. Ăна пула организм тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа ватăлса пырать.

6 Çурла, 2016

Ташлакан миллионер

Джанлука Вакки çинчен нумаях пулмасть никамах та пĕлмен темелле. Халĕ вара ун çинчен кахал çын кăна калаçмасть! Итали ташлакан миллионерĕ Интернета тыткăна илнĕ. Арçынна уйрăмах Раççейре килĕштернĕ.

30 Утă, 2016

Хĕрарăм 72 килограмм таран начарланнă

Ачисемпе пĕрле парка кайсан амăшне... аттракционпа усă курма чарнă. Çакăншăн пĕр кÿреннĕ, пĕр тарăхнă хĕрарăм çине тăрсах начарланма тĕв тунă. Палăртнине пурнăçа кĕртнĕ хĕрарăм каярахпа... илем конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Pages