Хĕрарăм 72 килограмм таран начарланнă
Ачисемпе пĕрле парка кайсан амăшне... аттракционпа усă курма чарнă. Çакăншăн пĕр кÿреннĕ, пĕр тарăхнă хĕрарăм çине тăрсах начарланма тĕв тунă. Палăртнине пурнăçа кĕртнĕ хĕрарăм каярахпа... илем конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Форт-Уэйнра /Индиана штачĕ/ пурăнакан 30 çулти Стефани Чавез 140 килограма яхăн тайнă. Ултă çул каялла вăл мăшăрĕпе тата ывăлĕпе кану паркне кайнă. Анчах та паркра ĕçлекенсем ăна çемйипе пĕрле аттракциона ларма ирĕк паман — вĕсене хĕрарăмăн кĕлетке виçи хăратнă. Стефани çакăн хыççăн çĕрĕпе макăрнă. Тарăхнă хĕрарăм пĕр тăхтаса тăмасăр начарланма тĕв тунă. Анчах та вăхăт иртнĕ, хĕрарăмăн диетăна пăхăнма та, спортпа туслашма та ниепле те вăхăт та, вăй та çитмен. Паллах, çакна пула ытлашши килограмсем те ниçта та çухалман.
2013 çулта Стефани иккĕмĕш ывăлне кун çути парнеленĕ. Амăшĕн самăрлăх чирне пула пепке те сывах çуралман. Çавна пула ăна пĕчĕклех васкавлă майпа операци тума тивнĕ. Çакăн хыççăн вара хĕрарăм хăйĕн пурнăçне çине тăрсах тĕпрен улăштарма шухăшланă.
“Çичĕ эрнери ывăлăма операцие илсе кайни чун-чĕреме кисретрĕ, — каласа кăтартнă каярахпа Стефани. — Хама сăмах патăм — нимрен те хăрамăп, сывлăхăма çирĕплетме тăрăшăп. Çак кун манăн куçăм уçăлнă пек пулчĕ”.
Стефани вырăнти спортзал тренерĕпе калаçнă. Начарланас тĕллевпе иккĕшĕ тренировкăсен тата диета планне хатĕрленĕ.
“Малтанах питĕ йывăр пулчĕ, — аса илнĕ Стефани. — Пĕр хусканăва та аран-аран тăваттăм. Анчах та кунсерен вăй хушăнса пынине туйма пуçларăм. Малтанах чăтма та пултарайман апат-çимĕç киленÿ кÿме пуçларĕ. Хама çĕнĕрен çуралнă пек туйма пуçларăм. Урама тухса çÿреме вăтанмастăм ĕнтĕ. Хама шеллеме пăрахрăм. Кашни пĕчĕк çитĕнĕве асра тытаттăм. Сăмахран, квартал тавра çаврăннă май сывлăш пÿлĕнме пăрахрĕ... Паркра аслă ывăлăмпа чиперех выляма пуçларăм. Тинех пурнăç тутине туллин туйса илтĕм темелле!”
Икĕ çулта вăл 72 килограмм таран чакнă. 2015 çулта вара World Beauty Fitness Fashion /WBFF/ илем конкурсне хутшăнмашкăн та хăраман, хăйĕн çĕнĕ, хитре, йăрăс кĕлеткине подиум тăрăх утса кăтартнă. Стефани çавăн чухне пĕрремĕш хут бикини тăхăннă. Чавез самăрлăхран хăпса начарланма пултарнă хĕрарăмсен номинацийĕнче çĕнтернĕ.
Стефани малашлăха çирĕп палăртать халĕ. Вăл хăй те тренер пуласшăн тата конкурсра чиперуксемпе тепĕр хут вăй виçсе пăхасшăн. Тепĕр тĕллев те пур-ха унăн — икĕ ача амăшĕ хăйне тахçан ларма ирĕк паман аттракционпа пурпĕр ярăнасшăн.
/“Deti.mail.ru”/.
Комментари хушас