ЮРАТСА, САСĂ ХĂПАРТМАСĂР

1 Пуш, 2017

Тĕнчери мĕнпур çĕршыври ашшĕ-амăшĕ ачисене юратать, анчах воспитани парас тĕлĕшпе тĕрлĕ мелсемпе усă курать.

Франци

Çак çĕршывра ачана çуралнăранпах тенĕ пек яслие параççĕ, унтан вăл кунĕпех — садикре, шкулта. Çавна май француз ачасем хăвăрт ÿссе çитеççĕ, хăйсем тĕллĕн пурăнма вĕренеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ коллективлă воспитани вĕсен тĕпренчĕкне тавралăха хăвăртрах хăнăхма пулăшать тесе шухăшлать.

Францире кил-тĕрĕш ĕçĕпе, ачасене воспитани парас тĕ­лĕшпе пурăнакан амăшĕсене сайра тĕл пулатăн. Тен, ку çĕршывра пурнăç хаклинчен те килет пулĕ. Француженка амăшĕ хăйĕн ирĕклĕхне, карьерине упраса хăварассишĕн ĕç укçин çуррине нянькăна пама та хатĕр.

Паян çак çĕршыври ашшĕсем амăшĕсемшĕн час-часах тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем ĕç хыççăн ачисене спорт секцийĕсене илсе каяççĕ, вĕсемпе кану кунĕсенче уçăлса çÿреççĕ, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене хутшăнаççĕ

Асламăшĕ-аслашшĕ тата ку­ка­мăшĕ-кукашшĕ мăнукĕсемпе кăмăл пулсан канмалли кунсенче е каникул вăхăтĕнче тĕл пулаççĕ.

Япони

Японире 5 çул тултарман ача — король, 5-рен пуçласа 15 çулччен — чура, унтан — ыттисемпе пĕртан çын.

Урăхла каласан, малтан ачасене тем те тума ирĕк параççĕ: вĕсем пылчăк тăрăх чупса çÿреме, витлеме, иртĕхме пул­та­раççĕ. Пĕчĕкскерне ятлас, япăх воспитани панă тесе калас шухăш никамăн пуçне те пырса кĕмест. Ашкăнчăк çине ÿпкевлĕрех пăхса капла туни хăрушă тесе асăрхаттараççĕ-и тен? Японка ачине садике парса ĕçе тухнине кунта эгоизм палли тесе сивлеççĕ.

Ача пиллĕк тултарсан лару-тăру улшăнать. Вăл чарусемпе ирĕксĕрлĕхсен питĕ çирĕп тытăмне кĕрсе ÿкет. Çак воспитанин витĕмĕ пысăк: 15 çул тĕлне яппун çамрăкĕ обществăн тулли членĕ пулса тăрать, вăл дисциплинăллă, общество йĕркисене пĕр сăмахсăр пăхăнать.

Аслă Британи

Акăлчансем хăйсене ют çынсемпе кăна мар, çемьере те сиввĕнрех тыткалаççĕ. Кунта чуна уçасси — йăлара мар.

Ачасем обществăра йышăннă тыткаларăш йĕркисене хăвăрт хăнăхса çитеççĕ, вĕсене пăхăнма тăрăшаççĕ. Çакăн пек воспитани илнĕскерсем амăшĕпе уççăн калаçмаççĕ, амăшĕ — ашшĕпе, ашшĕ асламăшĕпе чуна уçасси те çук. Сăмах май, акăлчан асламăшĕ-аслашшĕн тата кукамăшĕ-кукашшĕн — хăйсен пурнăçĕ, вĕсене чăрмантарма никамăн та ирĕк çук.

Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн хыпкалансах ÿкмест. Тăрантараççĕ, тумлантараççĕ, лайăхрах шкула яраççĕ. Малалла ачана ирĕклĕ ишев кĕтет. Кипкерен тенĕ пекех ачана туйăмсене пытарма вĕрентеççĕ.

Итали

Кунта ачасене чăтма çук юра­таççĕ, вĕсемшĕн тем тума та хатĕр. Пĕчĕкренех хăйсене лайăх тыткалама, “çук” тата “кирлĕ” сăмахсене хăнăхтараççĕ. 3 çултан пуçласа ачасене ÿнер тĕнчипе — музыкăпа, рисованипе, ташăпа — çывăхрах паллаштарма пуçлаççĕ.

Уйрăм сăмах — итальян ашшĕсем пирки. Каçхине ача площадкине тухсан ашшĕсене кăна курма пулать, вĕсем ачасемпе пĕрле пĕр аттракционран теприн патне чупаççĕ, пĕрле ярăнаççĕ, савăнаççĕ. Ашшĕсем хĕрачисемпе уйрăмах туслă. Арçын ачасем вара — ватлăхченех тенĕ пек амăшĕсемпе. Çавăн пекех Италире ачасене час-часах тăвансемпе, асламăшĕ-аслашшĕпе хăварасси йĕркеллĕ шутланать.

АПШ

Американсемшĕн çемье — пĕрремĕш вырăнта. Ача — лайăх шухăшласа хунă “проект”. Ăна пурнăçа кĕртме амăшĕпе ашшĕ иккĕшĕ те хатĕр: пурлăх пухма, карьера тума ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Пĕчĕк ачине хăйсенчен уйăрмасăр пур çĕре те пĕрле илсе çÿреççĕ.

Американсем тĕпренчĕкне шута, çырăва, шахмат вăййине вĕрентме васкамаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, шкула кайсан вĕренет, халĕ ăна ачалăхран уйăрма кирлĕ мар.

Çемьере ачасене 17 çулччен воспитани параççĕ. Унтан уйăрса кăлараççĕ. Ачисем хăйсен пурнăçĕпе пурăнма пуçлаççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.