Комментари хушас

— Кăçал ниçта та каймарăн-им? Çул çÿрев очеркĕсене кĕтсе илеймерĕмĕр, — пăшăрханса шăнкăравланăччĕ иртнĕ çул вĕçĕнче редакцие вулакансем. Хам мĕн курни-илтни ыттисемшĕн те кăсăклă пулни черетлĕ çул çÿреврен таврăннă май алла татах калем тытма хистет. Инçе çула пуçтарăнса тухма çăмăлах мар çав, уйрăмах — укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен. Асли çулталăкĕпех хваттерĕпе айланчĕ те — ипотека кредитне татрĕ, юсав ĕçĕсем иттерчĕ — финанс тĕлĕшĕнчен, чăн та, вăй çитереймерĕмĕр. Пĕлтĕр тинĕс хĕрринче пиçĕхсе, ют çĕршыв илемĕпе киленсе пулмарĕ. Çавăнпа кăçал çула хаваспах пуçтарăнтăмăр. Пушшех те, иртнĕ номерте çырнăччĕ ĕнтĕ, самолет Шупашкартанах вĕçет те, такси чĕнсе аэропорта çил пек вĕçтертĕмĕр. Шупашкар аэропорчĕ пирки — уйрăм сăмах. Ун пирки çитес номерте çырса кăтартăп. Халĕ вара — кану çинчен. Хамăр пĕçĕ çапсах тĕлĕнсе çÿрени çинчен каллех иртнĕ номертех систернĕччĕ те, сăмахăма çакăн çинченех пуçлам.

Ют çĕршывра вырăссем ытларах канакан отельсене суйламанни пирки малтанхи çул çÿрев очеркĕсенчех каланăччĕ-ха. Хальхинче çакăн сăлтавне тĕплĕнрех çырса кăтартам. «Вырăссем» тени халăхпа мар, Раççей çыннисемпе çыхăннă. Чикĕ леш енчисемшĕн вырăсла калаçакан кашни çын — вырăс. Çак шута тутарĕ те, чăвашĕ те, казахĕ те, таджикĕ те кĕрет. Маларах кайса çакна каласа хăварам. Хĕрĕмсем çынпа хăвăрт паллашаççĕ те, пĕр ушкăн яшпа часах пĕр чĕлхе тупрĕç. Манăн мĕн тăвас? Хĕрĕмсемпе пĕр ушкăнрах çÿренĕрен каччăсемпе çывăхрах паллашмалли кăна юлать. Мускавран-мĕн. Чăн та, хĕсĕк куçĕсене кура вырăс теме йывăртарах. «Русский, глаза узкий», — шÿтлеççĕ хăйсем пирки «паянхи Мускавăн çамрăкĕсем» текенскерсем. Узбексемпе таджик-сем иккен. Хăй вăхăтĕнче ашшĕ- амăшĕ Мускава куçнă, çамрăксем Раççейĕн тĕп хулинче çуралнă. Анчах та пурте вырăсла чиперех калаçаймаççĕ. Тĕнче касса çÿреме укçа-тенкĕ ăçтан тупаççĕ? Кашнин — хăйĕн ĕçĕ. Пĕри — строительство фирмин хуçи, теприн — хурал предприятийĕ, виççĕмĕшĕ лавкка тытать, тăваттăмĕшĕ тăван енри «пысăк çынсен» арăмĕсем валли Мускавран чаплă япаласем ăсатать, çакăншăн ăна аван тÿлеççĕ, хушма ячĕ те унăн — мэр, пиллĕкмĕшĕн, ун пирки юлташĕсем «зубочистка» теççĕ, кĕмен-тухман шăтăк çук. Отельре те хăвăртах пуринпе те — ĕçлекенсемпе те, канакансемпе те — паллашса тухрĕ вăл. Шăпах çынпа хутшăнма юратнипе пĕр пăтăрмахран теприне çаклана- çаклана пĕтрĕ хайхи каччă.

Тÿлевсĕр кино

Чикĕ леш енче канакансем хăйсене ирĕклĕрех тыткалама юратнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хăшĕсем вара пуçĕсене килтен те илсе тухмаççĕ пулмалла. Аллăри- утмăлти хĕрарăмсем çирĕмри- вăтăрти каччăсене тапăннине урăхла мĕнле ăнлантармалла? Хайхи «зубочистка» шăпах çакăн пеккисен аллине çакланчĕ те. Тĕрĕссипе, хăйĕн ушкăнĕнче вăл — чи курăмли. Çÿллĕ. Яштака. Тумтирĕ йăлт — «от кутюр». Кун пеккисене пикесем куç хываканччĕ… Анчах та хальхинче урăхларах пулса тухрĕ. Çулланнă икĕ хĕрарăм хайхискерне утăм тума та памаççĕ. Тинĕс хĕрринче вĕсене пачах курмарăмăр, апатра та асăрхамарăмăр. Каç пулсан йăшăлтатса тухаççĕ те пуçлаççĕ каччăсене сырăнма. «Калаçса пĕтермен-ха санпа», — пырса ларчĕ пĕри хайхи каччă çумне. Эпĕ, йĕри-тавра ытлашши сăнама юратманскер, малтанах ăнланмарăм та — мĕн çинчен калаçасшăн ку хĕрарăм яшпа? Ыттисем чăхлатса кулма пуçланипе кăн-кан пăхкаларăм. Унччен те пулмарĕ, хĕрарăмсем таçта кайса çухалчĕç. Вăхăт нумай та иртмерĕ, каялла тухрĕç. Ай, Турăçăм! Малтан йĕркеллĕ тăхăннăскерсем çи-пуçĕсене улăштарнă — витĕр курăнакан тумтир суйласа илнĕ. Чăн та, йăлт курăнать. Аялти çи-пуçĕ чĕнтĕрлĕ е хăть хăйсене килĕшÿллĕ пулсан юратчĕ-ха. Çиелтине улăштарса аялтине Пăрçа патша вăхăтĕнчех туяннинех хăварнă курăнать. Тепĕр тесен, икĕ кантра çинче тытăнса тăраканнине туянса тăхăнсан та хыçа юлнă çулсен шутне, кĕлетке çине хывăннă çу хутламĕсене ăçта чикмелле-ши? Хайхискерсем çамрăка «калаçмалли пур» тесе айккинерех илсе кайрĕç те мĕнлерех ярса илчĕç! Эх, çамрăклăхăм аса килчĕ… Пуçтахрах каччă çакланса вăйпа чуп тума тăрсан мĕнлерех çатăлтататтăмăрччĕ хамăр та? Кунта вара шывран туртса кăларнă пулă пек… яш çатăлтатать. Юлташĕсем ăна пулăшма васкамаççĕ-ха, малалла мĕн пулса иртессе пурте куç хÿрипе сăнатпăр. Майра-сем нумай калаçса тăмарĕç, каччăн аллине ярса илчĕç те хăйсен ачаш вырăнне хумашкăн туртма пуçларĕç. «Зубочистка» урсах кайрĕ пулмалла, карт! туртăнса хĕрарăмсен аллинчен вĕçерĕнчĕ, никама ним каламасăр урама тухса вĕçтерчĕ. Çакă йăлтах ресепшнра, пурин куçĕ умĕнче, пулса иртрĕ — wi-fi лоббире кăна пулнăран каçхи апат хыççăн нумайăшĕ унта пуçтарăнать.
— Краснодар хĕвелĕнчен тарса кунтипе хĕртĕнме килтĕмĕр, — бара шыв илме пырсан паллашрĕ хĕрсемпе тепĕр каччă. Хăй ури çинче аран тăрать. Вăхăт вара — кăнтăрла кăна-ха. Ку яша та, вăл паллашса туслашнă ушкăна та кану вăхăчĕ вĕçлениччен урă курмарăмăр. Эпир ирхи апата пуçтарăннă чухнех бассейн хĕрринчи барта «хавасланатчĕ» хайхискер. Ку та юрĕ темелле, çулталăкĕпе вăй хурса ĕçленĕ хыççăн çын канма пырать. Кантăр-и? Хăй пĕлнĕ пек. Анчах та пĕчĕк ачисемпе çула тухнисем урăлса курманнине чун-чĕре йышăнмастех. Отеле виçĕ пĕчĕк ачипе пĕрле канма пынă çемье. Арçын çав каçах киккирикне хĕртсе ресторанра арăмне мĕн кăна каласа хăртмарĕ! Çемйи çывăрма номере кайсан та барта ирчченех ларнă хайхискер. Çитменнине, кун пекки — кашни утăмрах. Акă пляжра юнашарах çула çитмен хĕрĕпе хĕртĕнсе выртать хĕрарăм. Ун çумĕнче паян — пĕр арçын, ыран — тепри… Çакă 13-16 çулсенчи пепки умĕнчех пулса иртет… Ăçта, хăш еннелле çаврăнать тĕнче? Çавăнпа юратмастăп та «хамăрăннисем» канакан хăна çурчĕсене. Хăйсем «лайăх канни» çитмест, ыттисен кăмăлне те çĕклеме тăрăшаççĕ курăнать вĕсем. «Белые розы, белые розы…» — çĕрĕпе, ирчченех, кĕрлет балкон айĕнчи хупах. «Çур çĕр иртни виçĕ сехетре чăтаймарăм, балкон çине тухса аялалла шыв сапрăм. Пĕрре, тепре…» — каласа кăтартать «паянхи Мускав çамрăкĕ». Сăмах май, çав çамрăксем «хаяррине» мар, коктейльпе хăналаннине те асăрхамарăм. «Юрамасть, — терĕç кăна çакăн сăлтавĕпе кăсăклансан. — Пушшех те, эпир пурте спортпа туслă».
Ÿсĕр-пÿсĕрсем бар çывăхĕнчен аякка каймаççĕ. Тинĕс хĕрринче çукпа пĕрех вĕсем. Çакă хăть чуна канлĕх кÿрет. Унта выртса йăлăхсан тепĕр экскурсие пуçтарăнатпăр.

Евчĕ кинемейсем

Экскурси патне çитиччен çак кинемейсем çинчен те кăштах каласа хăварас килет. Кусем утмăл-çитмĕл çулсенчеччĕ. Çитнĕ-çитменех хăйсене отель тивĕçтерменни пирки шăв-шав çĕклерĕç. Хуçасем вĕсене улăштарма сĕнчĕç. Кун пек ирĕк пур- мĕн. Анчах та каялла йышăнмĕç. Мĕн шухăшланă кинемейсем, пĕлместĕп, анчах та ресторанра кашни апатрах кураттăмăр вĕсене. «Эсĕ авланнă-и?» — кашни официантах калаçтарма тăрăшатчĕç вĕсем. Темшĕн ыйтăвĕ вара хăйсен пĕрре кăначчĕ. Такампа та сăмах тупатчĕç тата. Эпĕ сиссе ĕлкĕриччен ман хĕрсене те воспитани пама пуçланă хайхисем. Пĕри хăйĕн хĕрĕ пирки те каласа кăтартма ĕлкĕрнĕ. Кĕрÿшĕ тивĕçтермест иккен кинемее — малтан пĕрре авланса уйрăлни туй хыççăн кăна уçăмланнă. «Ах, васкамарĕ те, пур пĕр качча тухма пĕлмерĕ…» — çаплах лăпланаймасть кинемей. Унăн сăмахĕсенченех çакна пĕлетпĕр. Хĕрне пуçлăхĕ Турцие пĕрле канма каймашкăн сĕннĕ. Хĕрĕ, ĕнтĕ хăй çемьеллипе сăлтавласа, хирĕçленĕ. «Ах, ухмах та!» — хăйсен хушшинче иккĕн тан тустараççĕ çамрăк хĕрарăма. Çав вăхăтрах ман хĕрсене пурăнма вĕрентеççĕ: «Пули-пулми каччăпа ан калаçăр. Ав администратора куратăр-и? — тĕллеççĕ хайхисем çÿçне хыçалалла хÿре туса пуçтарнă вăрăм арçын еннелле. — Вăт вăл пире питĕ килĕшрĕ. Эпир унпа паллашса ĕлкĕртĕмĕр ĕнтĕ. Эсир вара çамрăк — ан вĕçертĕр. Куратăр-и, мĕнле тăхăннă вăл? Пушмакне Италире кăларнă, кĕпи те хаклă йышши...» Ку кинемейсем темĕн те пĕлеççĕ тата. Хайхи администраторăн, çулĕсене кура, арăмĕ те пулма пултарни, ман хĕрсен вара амăшĕ çумрах ларни çеç кинемейсене пĕрре те кăсăклантармасть пулмалла.

Вырăнти Шумахер

Аланья хулипе, вырăнти тавралăхпа паллашма Land Rover джипсемпе çула тухатпăр. Ушкăнра — 7 машин. Малтанах хулан кивĕ пайне, унти крепоçе илсе çитереççĕ. Византи, Рим тапхăрĕ хыççăн ăна XIII ĕмĕрте йĕркене кĕртнĕ. Виçĕ енчен Вăта çĕр тинĕс хупласа тăнипе крепоç патне пыма çăмăл мар тăшмана. Пиратсем çавăнпа суйласа илнĕ те ăна. Анчах та салтаксем тинĕс хурахĕсене пур пĕр хĕстерсе кăларма мехел çитернĕ. Халĕ кунта нумайăшĕ арканнă ĕнтĕ. Çапах та Турци кăнтăр енчи чи паллă кĕтесе кашни турист çитсе курма ăнтăлать. Крепоç тинĕс, хула çийĕн 250 метр çÿлерех вырнаçнă. Ту тăрринчискер патне çитме çăмăлах мар. Юрать, эпир джипсемпе те… Малалла вулас...

Рита АРТИ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.