Инди ташши… ача çуратма пулăшать
Çапла çирĕплетет «Чăваш хĕрарăмĕн» паянхи хăни Алина Вишневская. Пурнăçа юратакан, уçă кăмăллă, мĕн шухăшланине тÿррĕн калама пултаракан çын вăл. Савăнать тĕк — таçта çити илтĕнмелле ахăлтатса кулать. Ĕçе пикенсен ăна тĕплĕн пурнăçламасăр вĕçлемест. Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменскер çынпа хутшăнма ухута, çавăнпах юлташ нумай унăн.