Комментари хушас

«Артистсен пурнăç лайăх… Сцена çинче авкалансах укçа илеççĕ…» Вăхăт шăвать, çак каларăш вара çаплипех тĕрĕс пек туйăнать. Нумайăшне. Сцена ăстисем пепкисене хăйсен çулĕпе ярасшăн маррине те курмаççĕ вĕсем. Артист та çынах иккенне, унăн та пурнăç çулĕ тĕрлĕрен пулнине шута илмеççĕ. Паян «Ĕнерхи çăлтăр» рубрикăна иртнĕ ĕмĕртех чапа тухнă юрăçа чĕнтĕмĕр. «Вулакан умĕнче чунна мĕн таран уçма пултаратăн?» тесе ыйтсан тÿрех хуравлама васкамарĕ-ха Маргарита Туринге. Сенсаци шыракан журналист аллине çакланса курнине палăртрĕ. Хăй çинчен темĕн те пĕр çырса тултарнă журнала вăл каярахпа та алла илсе вуламан-мĕн, кăмăлне пăсас темен. Çавăнпа иккĕленерех малтан 80% çинче чарăнчĕ. Каярахпа 90-а çитерчĕ. Унтан: «Тен, 95% таран уçăлăп», — терĕ. «Типĕ» статья кăна çураласси, чăн та, сисчĕвлентерчĕ. Анчах та калаçу çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ, юрăç кăмăлĕ уçăлнăçемĕн уçăлчĕ…

Юлашки...

Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Маргарита. Ачалăхĕ йывăр килнĕ тени… нимĕн те каламанниех пулĕччĕ. Мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕрсен амăшĕ Валентина Ильинична ултă ачипе пĕчченех тăрса юлнă. Ултă выçă çăвар… Клубра вăй хуракан хĕрарăм пепкисене тăрантарас тесе фермăна куçнă. Пур пĕр вăй çитереймен. Икĕ ачине, Юрăпа Славăна, интерната вырнаçтарнă. Хуçалăхри ĕç, йăмăкĕ-шăллĕне пăхасси йăлтах асли пулса çуралнă Маргарита çине тиеннĕ. Тепĕр чух амăшĕнчен леккеленĕ те. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне хĕрарăм татах аслă ачи çине алă çĕклеме тăрсан Маргарита хăех хулă тасатса хатĕрлесе панă амăшне: «Ме, анне, анчах та ку юлашки пултăр». Чунĕ кÿтсе çитнĕ хĕрарăм куçĕнчен куççуль шăпăртатса аннă… /Маларах кайса çакна каласа хăварам, хĕрарăм икĕ çул та чăтса çитереймен, икĕ ачине те киле илсе таврăннă/. Саккăрмĕш класс хыççăн ялта юлма текех халĕ çитмен хĕрачан. Килтен тухсах тарнă пекех çул тытнă хулана.
Нумайăшне кăсăклантаракан ыйтуран пуçларăм калаçăва — ăçтан тупăннă Туринге хушамат? Тĕшмĕртнĕ пекех, хушма ятпа çыхăннă иккен. Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çумĕнче тăма тивĕçнĕ тăванĕ Анатолий Петров илнĕ малтанах хушма çак ята. Унăн вара амăшĕ тĕне çирĕп пăхăнакан хĕрарăм пулнă. «Ав Турă инки пырать», — тенĕ хĕрарăм утса иртнине курсан. Икĕ сăмах кĕскелсе тата пĕрлешсе Туринкене çаврăннă, каярахпа пултарулăх çыннисем чăваш сăмахне вырăслатма юратнă пекех «к»-ран «г» пулса тăнă. Халĕ çак йăхран тухнисем хушма мар, паспортра чăн хушаматах кăтартаççĕ — Туринге.
Юрлама юратакан хĕрача малтанах драма театрне пырса кĕнĕ — унта çамрăксене пухса артиста вĕренме янине пĕлнĕ вăл. Маргарита чăнласах пултаруллă иккенне курса ĕненнĕ хыççăн хĕре музыка училищине кайса пăхма сĕннĕ: унта сакăр класс хыççăн та илеççĕ иккен, кунта вара — вуннă хыççăн кăна. Анчах музыка училищинче дирижер пулма хатĕрленмелли уйрăма кăна йышăнма пултарнине пĕлтернĕ. Кам вăл — оркестр умĕнче аллипе сулкалашса тăраканскер? Ял хĕрачине ку перспектива пĕрре те илĕртмен. Çаврăннă та... Çĕнĕ Шупашкарти строительство училищине плиточница пулма вĕренмешкĕн кайса панă документсене.

Чарман та, пулăшман та

Эх, çамрăклăх… Чĕрине юрату туйăмĕ çавăрса илсен пуçне çухатнă пике. 19 çул тултаричченех çемье çавăрнă. Юрлама юратаканскер, ĕçе профессионал шайĕнче пурнăçлама хăнăхнăскер, ĕмĕтне пăрахăçа кăларман-ха. Татах музыка училищине кайнă. Анчах та комисси членĕсем паспортра прописка адресне курсан тĕлĕннĕ — çап-çамрăк хĕр хулара мĕнле майпа тĕпленнĕ? Маргарита качча тухнине пĕлсен вĕренме йышăнмашкăн килĕшмен: те ача çуратасси пур? Çакăн хыççăн эрнеренех хăй чăнах та амăшĕ пулма хатĕрленнине пĕлнĕ çамрăк хĕрарăм. Савăннипе пĕрлех хурланса макăрнă та — васкаса качча тухман тăк вĕренме кĕрĕччĕ…
Вăхăт иртнĕ. Пĕрремĕшĕ хыççăн иккĕмĕшĕ, унтан виççĕмĕшĕ çут тĕнчене килнĕ. Виçĕ хĕр амăшĕ татах… музыка училищине çул тытнă. Халĕ ĕнтĕ Маргаритăна ăс кĕнĕ — вăл йышăну комиссине паспортне кăтартмĕ. Анчах та тĕрĕслĕхе юратакан чунĕ улталама пултарайман, хăй çемьеллĕ хĕрарăм иккенне пытарайман 26 çултискер. Ку та юрĕ-ха… «Ача та пур-им?» — кăсăкланнă комисси членĕсем. Маргарита хÿтлĕх шыранăн хутланнине, аллине хĕреслетсе умне тытнине курса ăнланнă — пур. «Пĕрре-и?» Маргарита хирĕçлесе пуçне сулкалама кăна вăй çитернĕ. «Мĕн, иккĕ-им?» Студентсен йышне лекме пур вăйран ăнтăлакан хĕрарăм татах пуçне кăна сулкаланă. «Виççĕ мар пулĕ ĕнтĕ?! Турăçăм!!!» Хăйне татах йышăнмасса ăнланса алăк патне утăмланă хĕра
рăм кĕтмен çĕртен варт! каялла çаврăннă: «Сассăм çук тăк — çавăн пекех калăр!!!» Виçĕ ачана ÿстермелле вĕт. Пушшех те — мăшăрĕ вĕренме ямасса та пултарать. Комисси членĕсем иккĕленнĕ. Упăшки, арăмĕ вĕренессишĕн мĕн тери çуннине кураканскер, училищĕне кайнă: «Тивĕçлĕ пулсан — илĕр. Эпĕ чарса тăмăп».
Вĕренÿ тăватă çулĕ тĕлĕкри пек иртнĕ. Мăшăрĕ, чăн та, сăмахне тытнă. Чарман. Анчах та укçа-тенкĕ енчен пулăшман. Виçĕ ачана вара сахал кирлĕ-и? Профессионалсем пĕлеççĕ — юрлама çăмăл мар. Сасса «лартмалла», тĕрĕс сывламалла… Вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме чупакан, йĕркеллĕ апатланман студенткăн вара вăйĕ юлман та темелле. Патшалăх экзаменĕсем умĕн Маргарита ятарласа отпуск илнĕ. Каннă. Вăй пухнă. Экзаменра пурне те тĕлĕнтернĕ — унра çавăн пек пултарулăх пытарăннине преподавателĕсем те пĕлмен. Экзамена Хусан консерваторийĕнчен килнисем Турингене малалла вĕренмешкĕн хăйсем патне пыма каласа хăварнă. Шел, çак калаçу преподавательсен хушшинче пулса иртнĕ, Маргарита вара çакăн çинчен нумай çул иртсен тин пĕлнĕ. Нимшĕн те кулянмасть паян хĕрарăм, иртнĕ пурнăçĕнче нимĕн улăштармашкăн та кăмăлĕ çук унăн. Пĕлĕвне консерваторире малалла тарăнлатайманнишĕн кăна ÿкĕнет. Çапла музыка училищин преподавателĕсем виçĕ ача амăшĕн шăпине унсăрах татса панă…
Училище хыççăн направленипе Оперăпа балет театрне ĕçлеме ярассине пĕлсен Маргарита Туринге ирĕклĕ диплом тума васканă. Виçĕ ача амăшĕ, чăн та, уйăхĕ-уйăхĕпе гастрольре çÿреймĕ. Уншăн тĕп вырăнта яланах пепкисем пулнă. Вĕсемшĕн ĕçрен кайма та пултарнă вăл. Агитбригадăра, методистра тăрăшнă. Филармонири «Çеçпĕл» ушкăнра вара 15 çуллăха чарăннă. Лешсен солисткăпа йывăрлăх сиксе тухнă-мĕн… «Çак ушкăнпа паллашса туслашма, пĕрле ĕçлеме май килнĕшĕн шăпана тав тăватăп», — тет юрăç. Анчах та ĕçтешĕсене тÿрех асăрхаттарнă — 50 çула çитсессĕн сценăпа сыв пуллашĕ. Каланă-тунă…

Укçашăн мар...

Маргарита Туринге паян ытларах килти хуçалăхпа аппаланать. Шупашкар районĕнчи Питтукассинче икĕ хутлă çуртра пурăнаканскер — сăмах май, ăна хĕрарăм пĕчченех çĕклеме пуçланă, арçынсăрах — картиш тулли выльăх усрать. Ку енĕпе те кăмăл çирĕплĕхĕпе палăрнă хĕрарăм. Вьетнам сыснине курсан вĕсене ĕрчетес ĕмĕтпе хĕмленнĕ. Вăл вăхăтра пĕрле пурăнакан Сергей вара ним тусан та килĕшмен. Маргарита нумай шухăшласа тăман, тытнă та пĕр сысна çурине килне илсе килнĕ. «Ухмах! — вăрçнă арçын. — Малтан сарай тăваççĕ, унтан тин выльăх илеççĕ!» — «Çура пулмасан пирĕн килте сарай çĕкленмĕ», — парăнман хĕрарăм. Халĕ картишĕнчи çирĕп сарайра пилĕк кабина, унта сыснасемпе пĕрлех качака, сурăхсем ăшă вырăн тупнă. Чăхсем те, кăркка-кăвакал та усрать çемье. Пахчари çырла, ытти çимĕç хĕрĕсен çемйисем валли те çитет. Пилĕк мă-нукĕ — куç тулли савăнăç. Çапах та сценăпа пачах та сыв пуллашнă-им юрăç? Унăн пултарулăхне хаклакансем авă интернетра хаш! та хаш! сывлаççĕ: «Ĕлĕкрех Маргарита Туринге концерчĕсене çÿреттĕмĕр», — теççĕ. «Пуçĕпех сыв пуллашман, — лăплантарма васкарĕ фаначĕсене Маргарита Туринге. — Чĕнсессĕн халĕ те концертсене хутшăнатăп, çав шутра — республика тулашĕнчисене те. Хамăн концерта 55 çулхи юбилейпа йĕркеленĕччĕ. Çитес çул утмăл тултаратăп. Тен, вăй çитерсен, çĕнĕ юрăсем çуралсан çак ятпа сцена çине тухăп. Концертра çĕнни пулмаллах. Укçашăн кăна халăха пухас килмест». Малалла вулас...

Рита АРТИ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.