Инди ташши… ача çуратма пулăшать

30 Çу, 2020

Çапла çирĕплетет «Чăваш хĕрарăмĕн» паянхи хăни Алина Вишневская. Пурнăçа юратакан, уçă кăмăллă, мĕн шухăшланине тÿррĕн калама пултаракан çын вăл. Савăнать тĕк — таçта çити илтĕнмелле ахăлтатса кулать. Ĕçе пикенсен ăна тĕплĕн пурнăçламасăр вĕçлемест. Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлменскер çынпа хутшăнма ухута, çавăнпах юлташ нумай унăн. Çапах та паян вулакана унпа çывăхрах паллаштармашкăн кăмăлĕн çак енĕсем мар, пачах урăх сăлтав хистерĕ: Алина Вишневская нумай çул Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ çумĕнчи «Ганга» халăх ташă ушкăнне ертсе пырать. Иртнĕ ĕмĕрти тăхăр вуннăмĕш çулсенче вăй илнĕ çак ушкăн паян та куракана пултарулăхĕпе тыткăнлать. Инди ташши-юррине кăмăллаканскерсен пултарулăх çулне, ăнăçу сăлтавне Алина Вишневскаяпа пĕрле тишкертĕмĕр. Маларах кайса çакна каласа хăварас килет, Чăваш Енри «Ласковый май» тесе калас килет вĕсем çинчен. Чăн та, ачаш çу уйăхне мухтакан каччăсем юрăпа чапа тухнă пулсан, хĕрсем куракан юратăвне кĕлетке пиçĕлĕхĕпе, çыпăçуллă ташăпа тивĕçнĕ.

Сăн ÿкерчĕкрен — стена

— Шупашкарта ÿснĕ эпĕ, анчах та çут тĕнчене Вăрмар районĕнче килнĕ, — хăйĕн çинчен каласа кăтартма ыйтсан пурнăçăн чи пуçламăшне таврăнчĕ вăл. — Анне Елена Витальевна, мана кĕтнĕ май, хăй çуралнă кĕтесне çĕр улми кăлармашкăн пулăшма кайнă /хĕр пĕрчине канăçсăрлăх, вăр-варлăх, ĕçченлĕх камран куçни тÿрех палăрчĕ — кĕç-вĕç çуратма вăхăт çитнĕ хĕрарăм çĕр ĕçĕпе аппаланма кайни çак шухăша çирĕплетрĕ кăна. — Авт/. — Анчах аптраса ÿкнĕ те ăна Вăрмар поселокĕнчи ача çуратмалли çурта илсе кайнă.
Иртнĕ ĕмĕрхи 80-мĕш çулсен вĕçĕ… Ун чухне пирĕнтен нумайăшĕ Инди фильмĕпе чирленĕ ахăр. Шкула каймасăр кинотеатрсене чупаттăмăр, хăш-пĕр фильма эрнере вуншар хут пăхни те пулнă. «Зита и Гита», «Танцор диско»… Çав тери килĕшетчĕ! Ташши, юрри, кĕвви, хусканăвĕ чуна тыткăнлатчĕ. Эпĕ вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă та, уроксене сиктернĕшĕн сăмах лекнине ас тумастăп. Телевизорпа та ташă курма юрататтăм. Анне каярахпа каласа кăтартатчĕ — эпĕ, пĕчĕкскер: «Хамăн ачасем те çакăн пек ташланине курас килет», — тесе каланă-мĕн.
Ун чухне хальхи пек аталанман электрон-интернет тĕнчи. Инди актерĕсен фанаткисен ушкăнĕсемпе çыхăну тытаттăмăр — кунне çĕршер çыру килетчĕ. Пĕр-пĕринпе сăн ÿкерчĕксемпе ылмашăнаттăмăр. Манăн пÿлĕмри пĕр стенана йăлт çавсемпе çыпăçтарса тултарнăччĕ.

«Чирлисен» клубĕ

— Пире, Инди ташшипе «чирленисене», ăнчĕ темелле. Шăп çав вăхăтра Гера Мокеев /тăпри çăмăл пултăр/ Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе килнĕ те П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменне ĕçлеме вырнаçнă. Вăл Инди фильмне кăмăллакансен клубĕ ĕçлеме пуçласси пирки хаçатра панă пĕлтерÿ куç тĕлне лекрĕ. Эпĕ унта каймасăр тăма пултарнă-и вара? Фильмсем пĕрле пăхма пуçларăмăр — çав тапхăрта видеомагнитофонсем сутлăха тухнăччĕ ĕнтĕ. Кашни актер пирки хаçат- журналта пичетленнĕ статьясене касса илеттĕмĕр, уйрăм тетраде çыпăçтараттăмăр. Клуб ĕçĕ, телее, кунпа кăна чикĕленмерĕ. Пĕррехинче пире ташă хатĕрлесе пăхма сĕнчĕç — И.Франко урамĕн кунне уявлама хатĕрленеççĕ иккен. Пуçланчĕ ĕç! Ара, пирĕн çи- пуç та, нимĕн те çук вĕт-ха! Аннене питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет — мĕн тери пулăшрĕ вăл пире. Ара, ун чухне лавккасен сентрисем çинче нимĕн те çук вĕт. Аннем качча тухма хатĕрленнĕ хĕр кĕписене туянса паратчĕ — йăлтăртатса тăракан хурçă тĕслĕ пусмаран çĕленисене. Ăна хамăрах касса майлаштараттăмăр. Аннемех выçă ларма та памастчĕ. Ушкăнри хĕрсем яланах пирĕн патра пуçтарăнаттăмăр — эпĕ ун чухнех пултарулăх ыйтăвĕсене татса параттăм. Хваттер яланах анне пĕçернĕ кукăль шăршипе тулатчĕ…
Палăртнă кун çывхарать, пирĕн вара кĕвĕ çук. Хусканăвĕсене «Любовь выигрывает» фильмран илтĕмĕр-ха… Кĕввипе мĕн тумалла? Ăна кинотеатра çак фильма курма темиçе хутчен кайса магнитофонпа çырса илтĕмĕр. Йăлтах ăнăçлă пулса тухрĕ. Ăнăçу малалла аталанма хавхалантарчĕ. Ушкăн ятне те Гера Мокеевах тупса пачĕ — эпир Атăл хĕрринче пурăнатпăр вĕт, мĕншĕн ташша та юхан шывпа çыхăнтармалла мар? Çапла çуралчĕ Инди ташшин «Ганга» ушкăнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.