Комментари хушас

13 Çурла, 2018

Ĕмĕтсем çунатлă — тинĕс йыхăрать…

Паянхи пурнăçа тĕрлĕрен хаклакан пур: ырлакан та, хурлакан та… Çаврăнăçулли, пуç тавра шухăшлама ÿркенменни чăнласах ăнăçтарать. Çынна шанма хăнăхни, пуçлăх мĕн каласса кăна кĕтсе лараканнин вара шалуран шалăва мĕн юлнине шутланипе çырлахма тивет. Халăх пурнăçне курас тесен, паллах, ытларах тухса çÿремелле. Малтанхи çулсенче пурнăç хулара канлĕрех текен шухăш тымар янăччĕ. Укçа-тенкĕ те унта çаврăнать, ялăн вара нимĕнле перспектива та çук имĕш. Пасар саманинче, тĕлĕнмелле те, пач улшăнчĕ лару-тăру. Ялта халĕ урăх ÿкерчĕк тухса тăрать куç умне. Командировкăсене тăтăш çÿренĕ май тулли кăмăлпа таврăнатпăр вулаканăмăрсем патĕнчен. Ĕлĕкхи колхоз кантурĕнчен те чаплăрах керменсем, хулари условисем — вĕри тата сивĕ шыв, çăвăнмалли пÿлĕм те, пушатмалли те пÿртрех. Килĕрен — çăмăл машина. Паллă ĕнтĕ, ĕçлемесĕр, çичĕ хут тар юхтармасăр пулмасть ку. Апла, чăваш та ĕçлеме, пурăнма тесе вула, вĕренсе çитрĕ темелле. Халĕ урăх ыйту тухса тăрать. Пилĕк авассишĕн кăна пурăнмалла-и-ха? Канма пĕлетпĕр-и тата? Çак ыйту хуравне шыраса Шупашкарти туризм пĕр агентствин ертÿçипе сăмах пуçартăмăр. Кризис тени бизнесăн çак енне мĕнле витĕм кÿнĕ е вĕсем çакна туйман та-и тен? Канма каякан нумай-и паян республикăра пурăнакансен хушшинче? Каяççĕ тĕк — ăçталла çул тытаççĕ? Фирма ертÿçи сăмах ваклама юратаканскер пулчĕ, халăхăн канăвĕ çинчен, хăйсемпе çыхăннă тытăмра, паллах, тĕплĕн каласа кăтартма килĕшрĕ.

Пасар самани теветкеллĕхпе çыхăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар паллах. Нумай фактор витĕм кÿрет ăнăçăва. Туризм енĕпе аппаланакансем акă 2014-2015 çулсене ассăн сывласа аса илеççĕ. Кризис çитсе çапнă хыççăн пĕр вăхăт лару-тăру питĕ йывăрлансах çитнине палăртрĕç вĕсем. Çав çулсенче пĕчĕк фирмăсем кăна мар, туризм «акулисем» те шар курнă. Тупăш 50% таранах чакнине палăртаççĕ. Чи пысăк туроператорсем — «Нива», «Лабиринт» — йывăрлăха сирмелли çул-йĕр шыраса тупайман, панкрута тухнă. Пĕчĕкреххисем мĕнле çăлăнса юлнă? «Хамăр та пĕлместпĕр, мĕнле тытăнса юлма пултартăмăр», — йăл кулаççĕ паян ку енĕпе чиперех ăнăçтарса пыраканскерсем.
Туризм йывăрлăха кĕрсе ÿкни кризиспа кăна çыхăнман. Раççей çыннисем маларах Египетра канма юрататчĕç. Чи йÿнĕ путевкăсемпе тивĕçтертчĕ вăл. Сервис вара çÿллĕ шайраччĕ. Анчах та синкерлĕ ĕçсем хыççăн Çурçĕр Африка енне çул хупăнчĕ. 2015 çулта вара долларпа евро курсĕсем çĕпре çинчи пек ÿссе кайрĕç. 1 еврошăн 100 тенке яхăн кăларса хумаллаччĕ. Мĕнле çемье бюджечĕ чăтайтăр? Çакă та ура хучĕ туризм бизнесне.
Африка мура кайтăр тейĕпĕр, Европа çĕршывĕсене суйлакан та сахал пулман- çке. Унталла вара пĕрре валюта курсĕ ÿсни чăрмантарчĕ, тепре — виза хатĕрлемелли условисем улшăнни. Хăйсен çĕрĕ çине ярса пуcас текенсене халĕ вăл енчи патшалăхсем пÿрне йĕрĕсене хатĕрлеме сĕнеççĕ — дактилоскопи тумасăр виза алла илеймĕн. Ку çĕнĕлĕх те малтанах хăратрĕ çынсене. Хĕлĕн-çăвĕн авнă пилĕке тÿрлетме ăçта каймалла-ха апла пулсан?
Çут çанталăк пушăлăха чăтаймасть теççĕ. Те çак саккун пулăшрĕ, те урăх хăватсем, анчах та бизнеса аталанмалли пач урăх çул-йĕр тупăнчĕ кĕçех.

Хăлхасăрри те илтнех

Шăп çак вăхăтра Крым Раççейпе пĕрлешрĕ. Пĕве татăлса кайрĕ тейĕн! 80% таран шăпах Раççейре, Кораснодар тăрăхĕпе Крымра, канма кăмăл тăваççĕ халĕ. Çыннисем талпăнаççĕ-ха, анчах та кăнтăр çак регионĕнче канакансем çакăн чухлех пуласса кĕтмен-тĕр. Çавăнпа малтанхи çулсенче тинĕс хĕрринчен кăмăлсăр таврăннă çынсем — чикĕ леш енчипе танлаштарсан сервис çукпа пĕрех, вырăнти таварсем питĕ хаклă, инфраструктура аталанман, кăсăклă экскурсисем суй-ламалăх çук… Вăхăт иртрĕ. Крым кĕперĕ çинчен паян хăлхасăр çын та илтнех-тĕр. Çак тăрăхра пĕрре пулса кăмăлсăр таврăннисем те халĕ шăп ăна кайса курассишĕнех çула тухаççĕ. Унсăр пуçне сервис та пĕр вырăнта тăмасть — çынсен канăвне чикĕ леш енчинчен пĕрре те кая мар йĕркелессишĕн тăрăшаççĕ халĕ унта. Туроператорсем Крым, Краснодар тăрăхне канма каймашкăн «пакет турĕсем» сĕнме пуçланă. Унта çул, трансфер /аэропортран хăна çуртне ушкăнсене пухса йĕркелесе илсе çитереççĕ/, пурăннăшăн хаксем кĕреççĕ. Апла, Раççейри кану çурчĕсем те кĕçех all inclusive меслетпе туллин ĕçлеме пуçлĕç. Мĕнех, хамăр çĕршывра канма тăвакансемшĕн савăнмалла çеç. Пушшех те, хăшĕ-пĕрин кăмăлне кура канмашкăн майсем çукрах, калăпăр, вăй ведомствинче ĕçлекенсен. Сервис шайне ÿстерсен, ытти ыйтăва татса парсан Раççейĕн кăнтăр енĕ чăн-чăн çăтмаха çаврăнасси иккĕлентермест. Хамăр кăнтăрти климат çемçереххине те шута илмелле — Африка хĕвелĕ пек чăрр! çунтармасть унта. Крымра вара, Сочипе танлаштарсан, сывлăш та типĕрех. Çакна та шута илмеллех. Сăмах май, 2016 çултанпа ку тăрăхра канакансен кăмăлĕ лайăх енне улшăннине палăртрĕç.

Пÿрне йĕрĕ кирлĕ мар

Пасар самани таканари шыв пек вылянса тăрать. 2017 çултанпа каллех улшăнчĕ лару-тăру. Турципе хутшăнусем лайăхланнă хыççăн çынсем çапах та чикĕ леш еннех ытларах суйлама пуçларĕç. Канма пыракансене вырнаçтарса та пĕтерейменнине каларĕç. Отельсем тулса ларнă. Пирĕннисем вара хăйсене кирек ăçта та хăнари пек мар, килти пек туяççĕ /кун пирки «Чăваш хĕрарăмĕнче» çул çÿрев очеркĕсенче çырса кăтартнăччĕ/. Çавна май турккăсем кăçал путевкăсен хакне палăрмаллах ÿстерме тĕв тунă — туристсем килччĕр, паллах, анчах та çурхи ейÿ пек мар. Унсăрăн чир-чĕр сарăласси те часах /2017 çулта унта Коксаки вирусĕ алхасни асрах/. Туристсен йышне тĕрĕслесе тăрас тĕллевпех путевкăсен хакне турккăсем 30% таран ÿстернĕ. Анчах та халăха ку та тытса чарайман. Пирĕн республикăра пурăнакансем те унта канма юратни паллă. Шупашкартан Турцие самолет тÿррĕн вĕçни те юлашки вырăнта мар паллах.
Çапах та тата ăçта канма кăмăллаççĕ чăвашсем? Чикĕ леш енчи канăва тишкерес тĕк иккĕмĕш вырăна Кипр тухать. Сăлтавĕ те паллă. Пĕр енчен — Европа. Тепĕр енчен — виза кирлĕ мар, апла, укçа та перекетленет, пÿрне йĕрне те ниçта та хăвармалла мар.

Çĕр çинчи çăтмах

Экзотикăна кăмăллакансем Тайланд енне суйлаççĕ. Юлашки 3 çулта Вьетнам вăй илсе пырать. Унти курортсем çамрăк-ха, хăна çурчĕсем те çĕнĕ. Анчах та вăл тăрăхсене хĕл еннелле кайсан аванрах. Çавăн пекех пирĕн тăрăха шурă шăна вĕçсе килсен çынсем Доминиканăра, Кубăра канаççĕ. Азире путевка тулли комплекчĕ мар, Кариб бассейнĕ вара каллех all inclusive меслечĕпе савăнтарать. Чăн та, канăва йÿнĕ тееймĕн, анчах та туризм сайчĕсене сăнасах тăрсан акцие çакланма пулать, кун пек чухне пиратсем алхаснă вырăнсене, сăмахран, иккĕн 100 пин тенкĕпе кайса килме пулать. Тайланд хакĕсем ун пекех «çыртмаççĕ», икĕ çынна 68 пин тенкĕ кирлĕ пулма пултарать, каллех — акцисене шута илсен. Ахаль чухне хаксем икĕ хут та пысăкрах.
Чăваш та канма вĕренсе пырать терĕмĕр те, ку чăнах та çаплах. Туризм агентствинче пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарсем çĕр çинчи çăтмах вырăнсене те тăтăшах суйласа илеççĕ. …Тĕнчере эсир — иккĕн кăна. Хăна çурчĕ океан варринче вырнаçнă. Иккĕн кăна пурăнакан çуртран ятарлă вырăнпа утса тухатăн та куç пек тăрă шыва пуç хĕрлĕ чăматăн. Унта вара — акулăсем!!! Вĕсем сан йĕри-тавра явăнаççĕ кăна! Чăн та, çисе ярасран е пĕр-пĕр вырăна татса илесрен пачах шикленме кирлĕ мар — акулăсем пĕчĕк пулăсем йышши кăна, хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ. Хакне курсан çăтмахах темелле-тĕр: Мальдив, Бали утравĕсем çине савнипе /мăшăрпа/ канма каяс тесессĕн сахалтан та 250 пин тенкĕ кирлĕ пулать. Çын пуçне. Анчах та камăн унта çитсе рехетленес килмĕ? Çакна та палăртса хăварам, фирма ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, вĕсем сутакан путевкăсен 20% шăпах — Мальдив, Бали тăрăхне канма каймаллисем.

Хĕл çитсен…

Пĕрре канма хăнăхсан хĕлле те диван сыхласа выртас килмест курăнать. Сочире хĕллехи Олимпиада иртнĕ хыççăн унти курортсем туристсен йышĕ хăвăрт ÿснине палăртнă. Ара, тĕнче шайĕнчи условисем сыхланса юлнă. Мĕншĕн усă курас мар? Оборудовани — хальхи йышши. Йĕлтĕр йĕрĕсем — пур ÿсĕмрисем валли те. Хаксем «çыртмаççĕ». Çавăн пекех туроператорĕсем «пакет турĕсем» сĕнеççĕ. Хусанран вĕçме май пурри Шупашкарсене те Сочи хулине çитсе йĕлтĕр сырма йыхравлать. Европа сăрт-ту, йĕлтĕр курорчĕсене халĕ каякан çукпа пĕрех. Пĕрремĕшĕнчен, хаклă. Иккĕмĕшĕнчен, Европа Сочие куçса килнĕ чух мĕншĕн таçта çити каймалла?
Юлашки çулсенче çынсем хĕллехи каникулсене килте ларса ирттерменни палăрать. Маларах ача-пăчана Финляндие Санта-Клаус патне хăнана илсе çÿренĕ пулсан халĕ хамăрăн Хĕл Мучи модăра — Аслă Устюгра тĕпленнĕскер хăнасене яланах хапăл. Юр пике ăçта пурăннине пĕлетĕр-и-ха тата эсир? Темшĕн Хĕл Мучирен уйрăм кун кунлама юратать вăл? Анчах та хĕл чиперккине курас тесессĕн Костромана çитмех тивет. Асамçăсене кайса курас текенсен йышĕ те пĕчĕк мар, хăшĕсем ушкăнпах пуçтарăнса çула тухаççĕ. Класĕпех пухăнакансем те пур.

Жирафсем патне — хăнана

Юрĕ, ку — халăхăн пысăк пайĕ суйласа илекен курортсем тейĕпĕр. Çĕрме пуянсем те пур вĕт-ха пирĕн те. Вĕсем тата ăçта канма кăмăл тăваççĕ-ши? Уйăх е Марс, Венера çине хальлĕхе çул хывман-ха. Пирĕн пата кун пек хыпар-хăнар çитмен. Чăнласах хăйне евĕр канăва суйласа илекенсем те пур иккен. Калăпăр, Занзибарта пулса курнă-и эсир? Инди океанĕ хĕрринчи улăм витнĕ çуртра пурăнса курас килет-и? Ан шикленĕр, вучах умĕнче яшка пĕçерме те, пÿлĕме каçхине пушă витре кĕртсе лартма та тивмĕ. Тултан кăна лаç пек курăнакан хăна çуртĕнче шалта — эпир курма хăнăхнă отель. Пур услови те — Европа шайĕнче. Чăн та, ирхи апатпа кăна тивĕçтереççĕ. Çын пуçне — 130 пин тенкĕ. Унран инçех мар вырнаçнă Танзани те çакăн евĕрлех кану сĕнет туристсене. Сафари хăй мĕне тăрать! Паркра машинăпа ярăнса çÿренĕ çĕртех чÿречерен е жираф пырса тĕрĕслет, е зебра паллашма çывхарать…

Туй, туй тесе…

Хитре пурăнас, романтикăлла туйăма ирĕке ярас текенсен йышĕ юлашки çулсенче палăрмалла хăвăртлăхпа ÿссе пырать. Эпир Мароккăра каннă чухне пире вырăнти çынсем вĕсен патĕнче Путинăн пĕр хĕрĕ туй вылятнине каласа кăтартнăччĕ. Мĕн тетĕр? Ахаль çынсем та юлмаççĕ патшалăх ертÿçинчен! Шупашкарсем те туй халăхне чикĕ леш енче пухма пуçланине каласа кăтартрĕç. Пушшех те, çамрăк мăшăрсем кăна мар, темиçе çул пĕрле пурăнакансем те. Иккĕмĕш ушкăнрисем мăшăрланнăранпа çавра çулсем çитнине тинĕс хĕрринче паллă тума кăмăллаççĕ иккен. Нумаях пулмасть пĕр мăшăр кĕмĕл туя хăнасене Индие йыхравланă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.