Комментари хушас

14 Кăрлач, 2019

Шурă юр, хура арçын…

Хура ÿтлĕ çынсене курсан нумаях пулмасть кăна-ха хамăр та çаврăна-çаврăнах пăхаттăмăр. Халĕ çакна хăнăхрăмăр ĕнтĕ: ара, шурă Шупашкарта та тăтăшах курма пулать вĕсене — ют çĕршыв хĕрĕсемпе каччисем аслă пĕлÿ илмешкĕн кунта тăтăшах килеççĕ. И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чылаййăн вĕренеççĕ вĕсем. Çак пулăма хăнăхрăмăр кăна мар, Раççей пикисем вĕсемпе çемье çавăрнинчен тĕлĕнме те пăрахрăмăр темелле. Çавăнпа та паллă блогер, Нигери йĕкĕчĕпе Джейкобпа çемье çавăрнăскер, хĕллехи каникула Шупашкара килессине пĕлсен малтанах журналист кăсăкланăвĕ мала тухрĕ. Тĕл пулăва чĕнсен Наталья Йиса /Соколова/ хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартма хаваспах килĕшрĕ. Иккĕри ывăлĕпе Джагопа тата мăшăрĕпе пĕрлех çитсе кĕчĕç вĕсем.

Студент çулĕсем

…Ача хырăмĕ хăвăрт выçать. «Кушать…» — тăтăшах пыра-пыра туртрĕ пĕчĕкскер амăшне кĕпе çаннинчен. «Аçупа кайăр-ха», — калаçу ниепле те вĕçленменнине кура сирме пăхрĕ шăпăрлана çамрăк хĕрарăм. «Ноу, ноу…» — йĕрмĕшрĕ Джаго. Çакна кура чи малтанах мана чĕлхе ыйтăвĕ кăсăклантарчĕ.
— Упăшкапа çемьере вырăсла калаçатпăр, — ăнлантарчĕ Наталья. — Ывăл та çавна кура вырăслах перкелешме хăтланать. Чăн та, уйрăм сăмахсем кăна. Пред-ложенисене вара акăлчанла сыпăнтарать. — Нигерире /Африка Хĕвел Анăç пайĕнче вырнаçнă çĕршыв. — Авт./ шăпах çак чĕлхе патшалăхăн шутланать. Унсăр пуçне 150 яхăн вырăнти калаçу чĕлхисем пур. Çапла вара пирĕн çемьере тăватă чĕлхе хуçаланть.
Иккĕмĕш ыйту, паллах, хĕр Нигери каччипе мĕнле паллашса çемье çавăрнипе çыхăнчĕ. Каччăн тăванĕ Ижевскра вĕреннĕ иккен. Çавăнпах шкултан вĕренсе тухнă чухне Джейкоб малашлăх çулĕ пирки пуçа ватса ытлашши асапланман: Раççей. Мĕншĕн шăпах пирĕн çĕршыв? Паллă ĕнтĕ, тăванĕ витĕм кÿнех. Тен, вĕреннĕшĕн те кунта сахалрах тÿлемелле? Нумайăшне шăпах çак сăлтав умри çула суйлама хистет.
— Çук, — йăл кулса пуçне сулласа хирĕçлет арçын. — Хаксем пĕр шайрах. Халĕ вара, вĕренсе тухнă хыççăн çакна калама пултаратăп: пахалăхĕ енчен Раççейре — лайăхрах. Паллах, пачах та иккĕленмен тесе каламăп. Çапах та, ют çĕршыв. Епле йышăнĕç унта? Атте-анне хирĕçлемерĕ. Халĕ вара манăн икĕ йă-мăк та Раççейрех вĕренет: пĕри Чулхулара, тепри — Хусанта. Медицина енĕпе пĕлÿ илеççĕ. Пахалăхлă пĕлÿ пирĕн патра пысăк шалуллă ĕç тупма май парать.
Джейкоб вырăсла тап-таса калаçни, чăн та, кăштах тĕлĕнтерчĕ. Тен, Раççее киличчен малтан ятарласа чĕлхе вĕреннĕ? Çук иккен. Кунта килсен кăна калаçма хăнăхнă. Ют çĕршыв ытти студенчĕ малтанах 10 уйăха яхăн чĕлхе вĕренет — вĕсен валли лекци вырăсла вулаççĕ. Джейкоб вара документсене пула вĕренĕве каярах пуçăннă, çавна пула вырăсла 4 уйăх вĕреннипех çырлахма тивнĕ. Паллах, вĕренÿре чăрмав кăларса тăратнă ку.
— Малтанах эпир юлташла кăна çыхăну тытаттăмăр, — тăсăлать калаçу. — Иксĕмĕр те менеджера вĕренеттĕмĕр, эпĕ — 1 çул маларах. Ăна йывăррине кура тĕрĕслев, курс ĕçĕсем çырма пулăшаттăм. Ытлашши хутшăнман те темелле. Çур çулта пĕрре, сесси вăхăтĕнче, курнăçаттăмăр. Ытти чухне Интернет урлă хутшăнаттăмăр. Юлашки курса çитсен каллех малашлăха суйламалли çул умне тăчĕ темелле: е Раççейре юлмалла, е тăван çĕршывне таврăнмалла. Уявсене чĕнме хăнăхнăскер, çуралнă куна паллă тума та йыхравларĕ Джейкоб. Шăпах çавăн чухне куçпа куç тĕл пулчĕ, чунра туйăмсем çуралчĕç… Анчах юрату — туслăх çеç мар-çке. Атте-анне, чăн та, ăна пĕлетчĕç-ха. Йăмăкăм ташлама юратать манăн. Джейкобăн та чун киленĕçĕ ку. Вĕсем ташă урлă хутшăну тытатчĕç. Анчах та çывăх çыннăмсене шăпама ют çĕршыв каччипе çыхăнтарассине мĕнле каламалла? «Мĕнех, халиччен тус пек пĕлнĕ, халĕ вара пулас кĕрÿ пек тепĕр хут паллашăпăр», — лăпкăн йышăнчĕç хыпара çывăх çыннăмсем. Пĕр ыйту татăлчĕ. Анчах та асаттепе асаннене те пĕлтермелле-çке. Вĕсен шухăшĕ питех те пĕлтерĕшлĕ маншăн. Вăт ку чи йывăрри пулчĕ. Шикленеттĕм вĕсене каламашкăн. Анчах та пĕр кун пĕтĕм хăюлăха пухса каларăмах çакна: «Ăнланăр та йышăнăр». Телее, ăнланчĕç те, йышăнчĕç те. Ку кăна мар, юратрĕç те.

Ĕмĕтри принц

— Ют çĕршыв каччипе çемье çавăрассишĕн качча тухман эпĕ Джейкоба, — лару- тăрăва малалла уçăмлатать Наталья. — Вăл мана çынлăхĕпе питĕ килĕшрĕ. Çапах та нумай çул пĕлнĕ-çке эпĕ ăна. Шанчăклă вăл. Çынни лайăх пулсан вăл мĕнле халăх ачи пулни, унăн ÿт тĕсĕ пĕлтерĕшлĕ-и вара? Тепĕр пахалăх пур унра — çемьене хаклама пĕлет вăл. Ыттисене хисеплеме пĕлет. Раççее вĕренме килсен пирĕн çĕршыв историне йăлт шĕкĕлчесе тухрĕ. Çакăнпа та тыткăнларĕ ахăртнех. Унсăр пуçне, Турра ĕненет, чиркĕве çÿрет — вĕсен патĕнче ку йĕркене питĕ çирĕп пăхăнаççĕ. Вăт, хăть ĕненĕр, хăть ан ĕненĕр, шурă лаша çинчи принцпах танлаштарнă пулăттăм ăна — шăпах çакăн пек каччăпа çемье çавăрма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ эпĕ. Ĕмĕтленни пурнăçланчĕ. Чăн та, туй икĕ хутчен кĕрлеттертĕмĕр: пирĕн тата вĕсен йăлипе. Нигерире Джейкоб 2 пин хăна йыхравларĕ. Вĕсене гольф уйĕнче кĕтсе илтĕмĕр

Асамлăхсăр — Çĕнĕ çул мар

Çĕнĕ çул уявĕ кĕрленĕ май тĕл пултăмăр та çамрăк çемьепе, çакăн тавра та пычĕ сăмах. Шупашкар кÿлмекĕ хĕррине çитмесĕр чăтайман, паллах, вĕсем. Джаго кăмăлласах юр çинче йăваннă, тăвайккинчен ярăннă. 30-50 градус шăрăхра пурăннă арçын ача сивĕ юртан хăраман-и?
— Вăл кирек мĕнле лару-тăрăва та питĕ хăвăрт хăнăхать, нимрен те ютшăнмасть, — тет амăшĕ. Çакна, чăн та, хам та курса ĕнентĕм-ха. Ларма-тăма пĕлменскер хăй ют çĕрте пулнине те, кунта ют çын пуррине те асăрхамарĕ те тейĕн. Тÿрех ăна-кăна тытса пăхма пуçларĕ, хăйне кăсăклантарнă япаласене тишкерчĕ. Таса хут хурса парсанах çырма-чĕркелеме тытăнчĕ, пĕчĕк сĕтел çинчи Китай символне — укçа кÿрекен шапана — çавăрттарчĕ кăна. Чечек шăварма хатĕрленĕ пушă пластик кĕленчене тахçан татăлса ÿкнĕ шăрçана тупса ярса шакăртаттарчĕ. Ку ăна питех те килĕшрĕ курăнать. Пĕрле илсе килнĕ вылямалли машинăсене айк-кине хурсах кĕленчене текех аллинчен ямарĕ шĕвĕркке.
— Виçĕм çул Çĕнĕ çула уйрăммăн кĕтсе илтĕмĕр: мăшăр — Нигерире, эпир ачапа — Ижевскра. Питĕ тунсăхларăмăр. Çакăн хыççăн упăшка патне тухса кайрăм. 1,5 çулталăк çемйипех унта пурăнтăмăр. Иртнĕ Çĕнĕ çула та унтах кĕтсе илтĕмĕр. Чăн та, Хĕл Мучипе Юр пике çук вĕсен. Уявра ялта пултăмăр. Искусствăллă чă-рăш туянса капăрлатаççĕ. Темĕн те пĕр тăхăнса пĕтĕм халăх урам тăрăх утать. Малтан арçын ташши, унтан хĕрарăмсенне ташларĕç. Килĕрен киле çÿреççĕ, пĕр-пĕрне хăналаççĕ. Какайран темĕн тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ. Питĕ хаваслă. Анчах, каларăм ĕнтĕ, вĕсем Турра çирĕп ĕненеççĕ, çавăнпа Çĕнĕ çултан Раштав уявĕ пĕлтерĕшлĕрех Нигерире. Ăна тата чаплăрах уявлаççĕ. Маншăн вара Çĕнĕ çул Хĕл Мучипе, Юр пикепе, уяв умĕнхи темĕнле асамлăхпа, мерчен пек йăлтăрти юрпа çыхăннă. Çакна курса, хăнăхса ÿснĕ-çке эпĕ. Черетлĕ уяв çитсен ăна ниçта та мар, Раççейре кăна кĕтсе илессине каларăм. Мăшăрăм хирĕçлемерĕ. Вăт халĕ кунта эпир.

Чуна ирĕлтерекен кулă

— Çапах та Шупашкара мĕнле çитсе çакланнă эсир?
— Аннен йăхĕ — Мордовирен. Унта тăвансем пурăннă чух тăтăшах çÿреттĕмĕр. Кукамай вара Шупашкара качча тухнă. Шăпах ун патне хăнана килтĕмĕр те. Çакă кăсăклă, Ижевскра, Джейкоб унта вĕреннĕ пулин те, çынсем халĕ те ун çине, çемçен каласан, чалăшшăн пăхаççĕ. Шупашкарта пачах урăхла ÿкерчĕк. Хура ÿтлĕ çын иртсе пынине асăрхамаççĕ те тейĕн. Ун çине çаврăнса пăхакан та çук. Ахăртнех, кун пеккине хăнăхнă кунта.
— Хăвна вара унта мĕнле йышăнаççĕ?
— Нигери пирки тĕрлĕрен каланине илтме хăнăхнă. Тĕрĕссипе, çынран хăйĕнчен нумай килет: хăв лайăх пулсан — санпа та лайăх. «Çав çĕршыва тухса кайиччен малтан вулакаласа пăхрăн-и? Тишкертĕн-и?» — тăтăшах çапла калатчĕç пĕлĕшĕмсем. Маншăн чи кирли — мăшăр юнашар пулни. Унăн çемйи йышăнчĕ мана. Вĕсен тĕрекĕ, хÿтлĕхĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă пулсан вара нимĕн те хăрушă мар.
Нигерире шурă ÿтлисене кашни утăмрах курма çук. Мĕн пуррисене йăлтах паллатпăр, çыхăну тытатпăр. Пирĕн хулара Ливан икĕ каччи пур, тата тепĕр хĕр. Ни-герире шурă ÿтлисен кульчĕ хуçаланать тесен те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа иртсе пынă чухне яланах тенĕ пек çаврăнса пăхаççĕ. Çÿçĕме тытса пăхасшăн, ÿтĕме сĕртĕнесшĕн… Чăн та, малтан ирĕк ыйтаççĕ. Çук, йăлăхтармасть, вĕчĕрхентермест мана çакă. Эпĕ йăл кулнине кура хăйсем те йăл куллине парнелеççĕ хирĕç. Сăмахран, пасарта мĕн те пулин туянма тăратăп. «Халиччен шурă ÿтлине курман. Эсир мана питĕ килĕшетĕр. Сирĕн таваршăн тÿлеме ирĕк парсамăр тархасшăн…» — çакăн пек калакан тупăнсах тăрать.
Пĕр пике кăна малтанах темшĕн сиввĕн йышăнатчĕ мана. Эпĕ вара ăна курсан, унăн сивĕлĕхне «асăрхамасăр», яланах кулаттăм. Çапла унăн чунне те ирĕлтертĕм пулас. Халĕ иксĕмĕр хушăри пăр çухалчĕ. Мана курсан вăл та йăл кулать, «Джаго ăçта тата?» — тесе ыйтать.

Малашлăх — упăшка çумĕнче

— Раççейпе Нигери — икĕ тĕнче курăм, тĕрлĕ халăх кăна мар, апат-çимĕç енчен те пачах уйрăлса тăраççĕ. Африкăра темиçе çĕршывра пулса курма тÿр килчĕ. Апачĕ калама çук пăрăçлă. Эсĕ ăна çиме хăнăхса çитрĕн-и? Хăв тата пĕçерме пĕлетĕн-и?
— Мĕнле пĕçермеллине пĕлетĕп, анчах та хам тĕллĕн тытса янтăлама — çук. Унта яшка мĕнне пĕлмеççĕ, салат таврашне çимеççĕ. Çăра апата хăнăхнă. Эпĕ е хам валли уйрăм хатĕрлетĕп, е пăрăç яриччен ман валли айккине ярса хураççĕ. Çĕр улми евĕр çимĕçрен — ямран — тăтăш хатĕрлеççĕ унта. Ывăл кунта килсен яшка çиме хăй тĕллĕн ниепле те хăнăхаймасть — шĕвĕ апата мĕнле çимеллине пĕлмест вăл.
— Нигери — Африкăри нефть уçлакан чи пысăк çĕршыв. Ахаль çынсен пурнăçне мĕнле те пулин витĕм кÿрет-и çакă? Унти тата кунти пурнăç шайне танлаштарса мĕн калама пултаратăн? Малашлăха хăш çĕршывпа çыхăнтарас кăмăл пур?
— Танлаштарма çăмăл мар. Лайăххи те, начарри те унта та, кунта та пур. Эпир пурăнакан Минна хулинче, калăпăр, электричество графикпа килĕшÿллĕн çеç параççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Рита АРТИ хатĕрленĕ. Йисасен çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.