Комментари хушас

18 Çĕртме, 2016

Ир тăракан ĕçĕнчен киленнĕ

Каçал тăрăхĕнчи Хирти Явăшра пурăнакан 80 çулти Зина аппа мăшăрĕнчен вунă ачапа тăрса юлнă. Чи асли çеç ĕçе пуçăннă вăл вăхăтра. Ашшĕ вилнĕ чухне кĕçĕнни Саша тăватă çулта кăна пулнă.

«Хăраса ÿкмерĕм, сывлăх пулсан аптрамăпăр-ха терĕм. Хĕрарăмăн арçынна мар, чи малтан хăйĕн вăйне шанмалла. Ачасем епле çитĕннине сисмерĕм те, кайран пĕр-пĕрне пулăшма тытăнчĕç. Ултă хĕрĕмпе тăватă ывăлăма пĕчченех мăшăрлантартăм. Пĕр çулта виçĕ туй таран кĕрлеттерме те лекрĕ. Пурте чăваш йăли-йĕркипе çемье çавăрчĕç. Халь эпĕ тата пуянрах: манăн 16 мăнук, мăнуксен ачисем çиччĕн. Унсăр пуçне хуняман çывăх тăванне, 90 çула çывхаракан Ельккана, пăхса пурăнатăп. Пĕччен тăрса юлнăскере шеллесе виçĕ çул каялла Йĕпреç тăрăхĕнчи Çăкалăхран илсе килтĕм, хама та юлташ пулĕ терĕм. Пÿрчĕ кивелнĕччĕ, газ кĕртмен, шыв-вутă енчен кансĕртерех. Пĕртен-пĕр ывăлĕ çамрăклах йывăç айне пулса вилчĕ. Ĕçчен те правур вăл, ларма-тăма пĕлменскерне ачасем те питĕ юратаççĕ, хуларан килсен ваттине сума суса чи малтан ытамласа илеççĕ. Хăй те вĕсемшĕн çав тери савăнать», — каласа кăтартать Зина аппа.

Мĕншĕн ĕçленĕ?

Вунă ачапа пĕччен юлнăскере пурнăçа тытса пыма çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Пĕчĕкскерсене çăкăрсăр лартас мар тесе Зинаида Павловна сысна ферминче ĕçленĕ, пăрусем пăхнă, дояркăра, штукатурта тăрăшнă. «Çĕрле — кочегарччĕ, кăнтăрла — поварччĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрнĕ, çамрăк пулнă çав, вăй тапса тăнă. Ача çуратса декрет отпускĕнче ларман вăл вăхăтра. Ыйхă чăпти пулман паллах. «Нумай çывăракан ыйхинчен, ир тăракан ĕçĕнчен киленнĕ», — ваттисен сăмахне те ачаран ăша хынă пуль çав. Пенси укçи ыттисеннинчен те пĕчĕкрех пулнипе пĕррехинче Пенси фондне кайрăм та: «Мĕншĕн ĕçленĕ, ĕçлемелле пулман», — терĕç. Çамрăксен хăть çавнашкал каласа кÿрентерес марччĕ те. Çынсем темшĕн усалланаççĕ», — чĕри çывăхне илнĕ сăмахсене манса каяймасть Зина аппа.

Вăйă вырăнне кăначчĕ

Вăрçă пуçланнă чухне Зина пилĕк çулта çеç пулнă. Урамра выляса чупнине ас тумасть вăл. Çемьере вунă ача пулнă май пĕр-пĕрне пăхма тивнĕ. «Аннен çĕвĕ машини пурччĕ, вăрçă хирне ăсатма каçсерен куç хупмасăр алса, кальсон тавраш çĕлетчĕ. Пĕррехинче çывăх çыннăм ĕçре чухне эпĕ те машина умне вырнаçса лартăм. Шăллăм валли чипер калпак пулчĕ-тăчĕ хайхи. Çавăн хыççăн анне ирсерен ман валли пусма касса хăварма тытăнчĕ. Салтаксем валли эпĕ те çич-сакăр çултах сахал мар алса çĕленĕ. Вăйă вырăнне кăначчĕ вăл маншăн. Виçĕ пÿрнеллĕ перчетке те çыхма вĕреннĕччĕ, халь те манман-ха ăна», — ачалăхне куç умне кăларать Зина аппа.

Чăваш тумĕ — таврари ялсем валли

Атлас пусмаран чăваш кĕписем çĕлет халĕ Зинаида Павловна. Мĕнпур хĕрне, кинне, тăванĕсене чăваш çи-пуçĕ тăхăнтартнă вăл. Мана та илемлĕ аркăллă кĕпепе, тĕрĕллĕ саппунпа кĕтсе илчĕ. Елькка аппана та кил хушшинче чăваш çи-пуçĕпе çÿретет. «Кăçал кăна таврари ялсем валли 20 кĕпе çĕлерĕм. Чăваш тумĕ хама та килĕшет. Шупашкара ачасем патне те аркăллă кĕпепех каятăп. Пĕррехинче çапла вокзалта ларатăп, пĕри пычĕ те: «Мĕнешкел хитре çи-пуç сирĕн, мĕншĕн пурте çакнашкал наци тумĕпе çÿремеççĕ-ши хулара?» — тет аякран килнĕскер. Тухья-хушпу та сахал мар ăсталанă вăхăтĕнче. Стена çине çакмалли кавирсем те тĕрленĕ. Пусма таткисене сая ямастăп, диван çине сармалли çивиттисем çĕлетĕп. Ачисем тиркешмеççĕ, алăпа ăсталанине хулана илсе каяççĕ», — хăй ĕçĕсемпе паллаштарать Зинаида Михайлова. Унăн тĕрри-эрешне кашни çулах курава тăратаççĕ. «Туслăх» ушкăна çÿренĕ май пир тĕртнине, тăла пуснине, кĕлте çыхнине кăтартса парать ялти çамрăксене. Тĕрĕссипе, вăл тума пĕлмен ĕç çук пулĕ. Тепĕр çын килсе пулăшасса нихăçан та йăлăнса тăман. Кирлĕ ăна — чăх-чĕп хупмалли вите хатĕр те. Кăмака купалама та хăех маçтăр.

Сивĕ сăмахпа сивĕтмен

Зина аппа хунямăшĕпе 29 çул пĕр çуртра пурăннă. «Калама çук лайăхчĕ вăл, 29 çул хушшинче пĕр сивĕ сăмах та илтсе курман. Пĕр-пĕрне кÿренсе тута тăсса çÿремен эпир. Ачамсем те, кĕрÿсемпе кинсем те аван, пĕри те халĕччен урлă-пирлĕ калаçман манпа. Мăшăрпа савăнса нумай пурăнаймарăм, ун вырăнне ватлăхра ачамсем телей кăтартаççĕ. Пĕри — инженер-конструктор, тепри — строитель, виççĕмĕшĕ — предприниматель. Пĕр хĕрĕ — полковник мăшăрĕ, ăна кĕрÿ лайăх пăхать. Пурте хăйсен вырăнне тупнă пурнăçра, сывлăхĕсем çеç пулччăр. Юбилее 200 çын таран пухăнчĕ. Пÿртре, картишĕнче çеç мар, урама тухса саркалантăмăр. Старикĕн тăванĕсем мана хисеплесе Чĕмпĕртен, Пермьрен, Коми республикинчен çитрĕç», — чунтан хĕпĕртет Зинаида Павловна.

Елена АТАМАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.