Чăваш Ен — кăтартуллă регион
Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин потребительсен правине тата çыннăн тăнăçлăхне хÿтĕлекен тытăмри надзор службин ертÿçипе Анна Поповăпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ.
Тĕлпулăва Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакансем Инна Антонова тата Татьяна Богданова хутшăннă. Унта халăха санитари тата эпидемиологи тăнăçлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе явнă.
Михаил Игнатьев Роспотребнадзор ертÿçине çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тунă.
Анна Юрьевна Чăваш Енĕн чылай çитĕнĕвĕ ытти регионшăн чăннипех кăтартуллă пулнине палăртнă. «Чăваш Республики çĕршывăн ытти регионĕ хушшинче демографин тата ачасен сывлăхĕн чылай кăтартăвĕпе малта пырать. Çакă — Чăваш Ен Пуçлăхĕн команди ăнăçлă ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ», — палăртнă Мускав хăни. Анна Попова шухăшĕпе — çитĕнÿсем пуррине пăхмасăр, апат-çимĕç пахалăхĕн, ачасене — пирĕн пуласлăха — тутлăхлă рационпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе куллен интересленмелле.
Валентина СМИРНОВА.
Комментари хушас