Шăпа

13 Çурла, 2020

Тулли пурнăçпа пурăнма нимĕн те чăрмантараймĕ

Замирахон Ржанова хĕп-хĕрлĕ помидорсем татса тухрĕ. Авă иçĕм çырли çупкăмĕ куçа туртать. Слива шултăра çимĕçĕпе илĕртет. Кĕçех дыня пиçсе çитĕ... Узбек хĕрарăмĕ Вăрнар районĕнчи Кÿлхĕрринчи пахчине кăтартса çаврăнчĕ. Узбекистанри пекех...

12 Çурла, 2020

«Аттен пулăшăвĕ яланах çăлнă мана»

Манăн атте Мирон Кольцов (сăн ÿкерчĕкре) 1888 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Пукаш ялĕнче çуралнă. Çемьере саккăрмĕш ача пулнă. Çирĕмре ăна çара илнĕ. Патша çарĕнче 11 çул хĕсметре тăнă, Георгий хĕресне тивĕçнĕ. Питĕ çирĕп, тĕреклĕ çын пулнă.

11 Пуш, 2020

Салтак пурнăçне çăлнă

Пасар çынпа курнăçмалли, пуплемелли, паллашмалли чи лайăх вырăн тесен те йăнăш мар пулĕ. Яманак ялĕнчи Валентина Егоровăна эпĕ шăпах унта тĕл пултăм, чылайччен калаçрăм.
Вăл Пысăк Чуллă ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Виссарионпа Ирина Егоровсем ывăлĕпе икĕ хĕрне ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентсе çитĕнтернĕ. Ачисем Супар ялĕнчи кукамăшĕн ăшшине туйса ÿснĕ. Кукашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман.

30 Авăн, 2019

Шанăçа çухатмалла мар

Патăрьел районĕнчи Турханта пурăнакан 91 çулти Лидия Васильевна Гусева вăрăм ĕмĕрлĕ пуласса ĕмĕтленмен те. Хăй вăхăтĕнче йывăр чир ăна ураран ÿкернĕ. Тăраймасăр, вырăнпа выртнăскер усал шыççа çĕнтерме пултарни чăннипех тĕлĕнтерет.

Pages