Шăпа

22 Авăн, 2017

Моторинăн пурнăçне йытă çăлнă

Пуçламăш утăмсене кăна тăваççĕ-ха вĕсем. Анчах вĕсем сулмаклă. Ĕçĕн ырă кăтартăвĕсемпе çитĕнĕвĕсем те пур. Сăмахăм Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи вĕренекенсен шырав юхăмĕ пирки.

18 Авăн, 2017

Пурнăç — асамат кĕперĕ

Выçăллă-тутăллă пурăннăран тăваттăмĕш класс хыççăнах, вун иккĕ тултарсан, колхоз ферминче ĕçлеме тытăннă вăл. Резина атă пулманран ури йĕпеннĕ те, шăннă та...

Элĕк районĕнчи Йăлкăш ялĕнчи Евдокия Еремеева — 2-мĕш ушкăн инваличĕ. 83-ри кинемей /1934 çулта çуралнă/ пиллĕкмĕш çул вырăн çинчен тăраймасть, урама тухса çутă тĕнче кураймасть. Ачалăхран пуçланнă хĕн- хурлă пурнăçĕ ĕмĕр тăршшĕ тăсăлса халĕ те асаплантарать ăна.

7 Авăн, 2017

Ача çуртĕнчи сурансем сипленмеççĕ

Хальхинче «Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелне пĕр çемьере çитĕннĕ хĕрсене — Екатеринăпа Ольга Трофимовăсене — йыхравларăмăр. Вĕсем пĕртăван аппăшĕпе йăмăкĕ мар пулин те иккĕшĕ çав тери çывăх, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр.

5 Авăн, 2017

«Пурнăç тытма сана каласа хăваратăп, кинĕм»

Пулать вĕт çавăн пек: хĕрарăм хăйĕн пурнăçне кăна мар, ăс-хакăлĕпе, анлă тавра курăмĕпе, чун хавалĕпе пĕтĕм яла тытса тăрать. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Упакассинче пурăнакан Галина Гаврилова шăпах çавăн пек. Упакасси кĕпĕрнаттăрĕ теме те пулать ăна.

«Тек ан çырăр, вăл качча кайнă»

Pages