Шăпа

25 Çу, 2017

«Урокра аннене аса илеттĕм те — куççуль шăпăртатса анатчĕ»

28 çулти Елена Тихонова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Артемеева) çемйипе Элĕк районĕнчи Анатри Хурасан ялĕнче пурăнать. Кунта качча килнĕренпе вăл Чăваш Сурăм шкулĕнче директорăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăрăшать. Хăйĕн специальноçĕпе вăй хумасть пулин те çак ĕç килĕшет ăна. Мăшăрĕпе Женьăпа икĕ хĕре — Светланăпа Дашăна — çитĕнтереççĕ.

11 Çу, 2017

Сана курма — куçăм, ыталама икĕ аллăм пур

Людмила Кудряшова паянхи кун пĕртен-пĕр ĕмĕтпе пурăнать: килте дистанци мелĕпе вĕренекен сусăр хĕрĕ экзамен ăнăçлă тыттăрччĕ. 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекен Лиза хăй те пăшăрханать. Ялан тарăн шухăша кайса ларать вăл. Кун пек чухне амăшĕн чĕри тӳсмелле мар ыратать.

11 Çу, 2017

Берлин парăннă!

Елчĕк тăрăхĕ уй-хир ĕçченĕсемпе çеç мар, вăрçă паттăрĕсемпе те палăрни çинчен шкулта вĕреннĕ чухнех вуланă эпĕ. Вĕсенчен пĕринпе – Кивĕ Арланкассинче çуралса ӳснĕ Аркадий Васильевич Богдановпа – 1970 çулхи нарăс уйăхĕнче паллашма тӳр килчĕ.

11 Çу, 2017

Çав кунсене нихăçан манас çук...

Вилĕмрен çăлса хăварчĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Никитич Никитин килес çул 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче чăваш салтакĕ терт-нушана пайтах курнă, тӳссе ирттернĕ. Унпа эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче тĕл пултăм. Вăрçă ветеранĕ хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕн Геннадийĕн çемйинче пурăнать. Акă мĕн каласа пачĕ вăл хăйĕн çинчен:

11 Çу, 2017

«Атте фронтран хăрах ал лапписĕр таврăнчĕ»

Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнче пурăнакан Ливерипе Анфиса Федоровсен пурнăçĕ мĕн ачаран çăмăл пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин асапĕ витĕр тухса тĕрекленнĕскерсем кулленхи йывăрлăхсене парăнтарса ĕмĕрне ĕмĕрлеççĕ.

Pages