Александр МОКИН

25 Ака, 2018

Хирĕç çуртри тĕттĕм хваттер

Тĕп хулари Энтузиастсен урамĕнчи 5-мĕш çуртра пурăннă Александр Ионычева 1992 çулхи ака уйăхĕнче юлашки çула ăсатрĕç. Эпĕ унпа час-часах курнăçаттăм. Александр Васильевич, водитель пулнă май, пахчана строительство материалĕ турттарса пулăшатчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çынна яланах ырă тăватчĕ, йывăр самантра — Тăван çĕршыва та.

7 Нарăс, 2018

Пĕрремĕш орденоносец

Андрей Иванович Михайлов журналист-тавра пĕлÿçĕ «Тăван ялăм Хачăк, вăлах Ямпах » ятпа 2010 çулта кăларнă кĕнекере çапла йĕркесем пур: «Георгий Филиппович Мольков — Хачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕрремĕш орденоносец.

24 Кăрлач, 2018

Хаклă портрет

Хаçат-журнала чылайранпа хулари Грасис урамĕнчи пĕр киоскра туянатăп. Пĕррехинче унта Сталинăн портретне асăрхарăм та туянма шухăшларăм.

— Сутмалли мар вăл, — татса хучĕ сутуçă. — Хама та çар тумĕ тăхăннă çын парнелесе хăварчĕ, курăнакан вырăна çакма ыйтрĕ.

— Кам парнеленине чухлатăп. Вăл ман çурта хирĕç пурăнать. Паллă уявсенче балкон çине хĕрлĕ ялавпа пĕрле Сталин портретне те çакать, — ăнлантартăм эпĕ.

Pages