Барометр ăсталанă

28 Пуш, 2018

Ку сăн ÿкерчĕкре Шупашкар районĕнчи Хачăкра пурăннă Афанасий Гавриловичпа Нина Алексеевна Дворниковсем сăнланнă. Асăннă хушамат «двор» сăмахран пулса кайнă тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен çак çемье килĕнче Элĕк, Муркаш тăрăхĕсенчен инçе çула тухнă лавçăсем çĕр каçма чарăннă. Сăмах май, кил хуçи Афанасий Гаврилович хăйĕн пурнăçне лашапа юнашар ирттернĕ: империализм, граждан вăрçисенче кавалерист пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те утпа çар хатĕрĕсем турттарнă. Тăван тăрăха аманса таврăнсан Ишлейри тĕрлĕ учрежденире конюхра вăй хунă. Ăна таврара ăста платник, столяр пулнăшăн та хисепленĕ. Çак йĕркесен авторĕ, унăн мăнукĕ, юманпа çăкаран вăл ăсталанă барометра та курса тĕлĕннĕ.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.