Комментари хушас

21 Нарăс, 2018

«Хурçă ут» хуçи

Республикăри чи ĕçчен те пултаруллă çынсем çинчен сăмах пуçарсан чи малтан Елчĕксемпе Патăрьелсене асăнаççĕ. Тухăçлă тыр-пул туса илес тĕлĕшпе уйрăмах вĕсен чапĕ иртнĕ ĕмĕрте çĕршывĕпех сарăлнă. Тĕслĕхрен, çакна Патăрьел районĕнчи «Гвардеец» тата Елчĕк районĕнчи «Победа» хуçалăхсем Ленин орденне тивĕçни те лайăх çирĕплетет. Сăмах май, асăннă тăрăхсенчи ытти хуçалăх та мухтава тивĕç. Çакна иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пĕр вăхăт Елчĕк районĕн «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ тапхăрта курса ĕненнĕччĕ.

Район центрĕпе юнашар вырнаçнă Чкалов ячĕллĕ колхоз ун чухне вăтаммисен шутĕнчеччĕ. Апла пулин те ĕçченсем пирки «вăтаммисем» теме чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн тесен унта çĕр-аннене чунтан парăннă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсенчен чи малтан Александр Яковлевич Шадриков механизатора /сăн ÿкерчĕкре/ асăнмалла. Таяпа Энтринче çуралнăскер вăтăрмĕш çулсенчи ХТЗ трактортан пуçласа паянхи хăватлă «хурçă утпа» та ĕçленĕ: сухаланă, кăпкалатнă, вырнă, авăн çапнă тата ыттине те пурнăçланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.