Пулать вĕт

25 Пуш, 2020

Усал ури саккăр

Манăн хуняма Мария Александровна Пузырева пурнăçра тĕлĕнтермĕш курнине каласа кăтартрĕ пĕринче. Унпа вулакансене те паллаштарма кăмăл турăм. Ăна унăн ячĕпе çыратăп.
«Хуняма хырăмлăх ыратнипе асапланатчĕ. 1962 çулхи апрель уйăхĕнче ăна Элĕкри больницăна илсе кайрăмăр. Вунă кун сипленнĕ хыççăн хунямана киле ячĕç. Больницăран тухсан та чир иртмерĕ, вăл хăй çинчен çав-çавах аса илтерсе тăчĕ.

6 Чÿк, 2019

Вилме те канлĕх çук

Паянхи пурнăçра пĕрисем пуйса пыраççĕ, теприсем вара — чухăнланса. Çакă ялта уйрăмах лайăх палăрать. Ял хуçалăхĕсем арканни çынсен пурнăçне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Ĕç вырăнĕсем çукран çемьесем саланаççĕ.
Маларах ватă çынна пытартăмăр. «Вăл ун чухлĕ пурăннă-ха, çитет ăна. Йывăр тăпри çăмăл пултăр», — терĕмĕр. Вăхăт иртнĕ майăн асăнмалли кунĕ те çитрĕ. Анчах çывăх тăванĕ пĕр-ик куна чăтса çитереймерĕ. Хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хăна-вĕрле пухрĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕпе ватти-вĕтти сиксе ташларĕ.

1 Çурла, 2018

Пĕчĕк вăкăр мыскари

Ун чухне 1988 çулхи кĕркунн ен юлашки кунĕсемччĕ . Çулçăсем йывăçсем çинчен ÿксе пĕтнĕпе пĕрехчĕ. Колхоз саланма ĕлкĕреймен. Сухаламан, акман, усă курман пĕр лаптăк çĕр те пулман вăл вăхăтра.
Пирĕн черетлĕ касу. Айлăмсенче курăк пĕтнĕ. Ял халăхĕ вăл вăхăтра ĕне выльăха вăрмана та кĕртсе кăларнă. Уншăн вăрçнине е айăпланине астумастăп. Ĕне выльăх тытман çын та пулман ун чухне. Кăнтăрла иртсен эпир те вăрманалла çул тытрăмăр.

25 Утă, 2018

Пуян

«Хресчен сасси» хаçатра Александр Леонтьев çырнă «Орлик» материала вуласан шкул çулĕсенчи пурнăç аса килчĕ.

60-мĕш çулсенче эпĕ, 5-6-мĕш класра вĕренекенскер, кукамайсем патĕнче пурăнаттăм. Шкултан килсенех Пуян лаша патне картишне тухаттăм. Витери тислĕке тасататтăм, апат параттăм. Шкула кайиччен, ирех, ăна Киреметри çăлтан шăварса таврăнаттăм. Çу кунĕсенче выртмана та çÿренĕ.

Pages