Пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрне 73 çултан тупнă
Вĕсене вăрçă уйăрнă
Вăрçă пуçланнă чухне Насип тата Тимербулат Хайбуллинсем Пушкăртстанăн кăнтăр енче Давлеткулово ялĕнче пурăннă. Пĕчĕк ялтан фронта 76 арçын, çав шутра арçын ачасен ашшĕ те, тухса кайнă.
- Çимелли çукчĕ, çынсем тифа пула вилетчĕç, - аса илет Тимербулат. - Чи малтан 2 çулти йăмăкăм вилчĕ, ун хыççăн - анне. Насиппа иккĕнех тăрса юлтăмăр. Эпĕ - 12 çулта, вăл - 6-ра.
Хăех ача çуртне леçнĕ
Тăванĕсене пытарсан аслисенчен тахăшĕ Тимербулата каламасăр чăтайман: выçă ялта эсир сывă юлаймастăр, шăллуна ача çуртне леç.