Панталон тата телефон
Килте ларсан ним интересли те çук, тухса çÿресен вара мĕн те пулин куратăн е илтетĕнех. Кăçал пирĕн Шорккари "Туслăх" халăх ансамбльне, Шупашкарта иртекен Акатуйра концерт лартма йыхравларĕç.
Чĕннĕ çĕре çитмелле, унсăрăн хамăра мăнна хунă пек. Çитрĕмĕр, сцена çинче юрларăмăр, ташларăмăр. Аякран килнĕ артистсене пăхса килентĕмĕр. Кемĕр облаçĕнчен, Калмăкпа Бурят республикисенчен тата ытти çĕртен те пуçтарăннă вĕсем чăвашсен тĕп хулине хăйсен йăла-йĕркине, илемлĕ юрри-ташшине пире парнелеме.
Çав вăхăтрах манран инçех мар пурăнакан пĕр хĕрарăм пулса иртнине каласа парса култарчĕ:
- Мунча хутрăм та упăшкана шифоньертан шурă пит шăлли парса ятăм, "хам кайрантарах пырăп-ха, кăштах вĕри чаксан" терĕм. Упăшка милĕкпе çапăнма питĕ юратать, çавăнпа ман савни, пахчара пиçсе çитнĕ чей çырли пек хĕп-хĕрлĕскер, самай вăхăт иртсен тин тухрĕ. Анчах ман çине темшĕн куçне хĕссе пăхать. Аллинче вара - манăн шурă панталон. Тÿрех тавçăрса илтĕм: юратнă упăшкана пит шăлли вырăнне хамăн хитре панталон-труссине парса янă вĕт.
Çав кунах концерт хыççăн хамăр ятарласа тара тытнă автобуса тумтире улăштарма кĕтĕмĕр. Пирĕн коллективăн пултарулăх ертÿçи Николай Сусарин хăйĕн карас телефонне çухатнă, ниепле те тупаймасть. Пурте тăрмашсах ăна шырама пикенчĕç. Усси пулмарĕ. Тавçăруллисем çухалнă телефон çине шăнкăравсем яма пуçларĕç. Самантран пĕр хĕрарăм хăйĕн çавра купарчи айĕнчен Сусарин телефонне савăнăçлăн туртса кăларчĕ:
- Юрать-ха, "вибриаци" çине лартнă, ахаль пулсан сисместĕм те...
Шупашкар районĕ