Николай ПЛАТОНОВ
Харăсах - 12 арçынна
Чăваш кинĕ
Кишĕр темшĕн начар шăтрĕ кăçал. Телевизорпа ахаль кăтартмарĕç пулĕ: виçĕ хутаçран пĕрне улталаса сутаççĕ-мĕн. Йăрана пушă хăварма çук, çавăнпа ирех Кÿкеç пасарне çул тытрăм. Суту-илÿ аван пырать кунта, пурте ăшă çанталăкпа усă курса пахчаçимĕç вăхăтра лартса хăварасшăн. Кам хăяр, кам помидор туянать. Купăста калчи патне те черет тăнă. Кÿкеç - Ишлей мар: кунта чăвашла калаçни ытларах илтĕнет. Яштака пĕр хĕрарăм вара, майралла тăхăннăскер, вырăсла кăна перкелешет тавар илекенсемпе. Тем туртрĕ ун патне, пырса паллашмасăр чăтаймарăм. Сăмах хыççăн сăмах...
Пурте футболла выляр
Пирĕн республикăра юлашки çулсенче футболла выляма юратакансен шучĕ ÿссех пырать, уйрăмах - Шупашкар районĕнче. Футбол чи массăллă вăйă шутланать. Ватти-вĕтти те хаваспах урама тухса сăран мечĕке хăвалать. Нумаях пулмасть телевизорпа Австралирен килнĕ Ник Вучича кăтартрĕç. Çакскерĕн алли те, ури те çук.
Хунар çутипе
Кун пек интереслĕ концерт эп хам ĕмĕрте курман. Шăп та лăп вăл пуçланас умĕн электричество пĕтсе ларчĕ. Мĕн тумалла? Мероприятие тепĕр эрнекуна куçармалла е килелле каймалла? Артистсен пултарулăхне курма çынсем зала лăк! тулнă-çке. Çавна кура, халĕ тивĕçлĕ канура, унччен кунти клубра нумай çул заведующире ĕçленĕ Маргарита Кондратьева çапла каларĕ: «Ĕлĕкхилле хăйă е чĕрпĕк çутипе те пулин пухăннă халăха концерт кăтартмаллах».