Харăсах - 12 арçынна

Ольга Михайловна Кÿкеçре çуралнă, кунтах пурăнать, ĕçлет. Тĕлĕнмелле çак хĕр харăсах... 12 арçынна çĕнтернĕ! Çапла-çапла. Юрĕ, йĕркипе каласа парар. Пĕрремĕш çитĕнÿ 8-мĕш класра палăрать: шкулта шахматла выляса пĕрремĕш вырăн йышăнать хĕр. Ольăна Канаш хулине, Чăваш Республикин чемпионатне, илсе каяççĕ - вăл шкул ачисен хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçет. Çавăн хыççăн кашни турниртах малти вырăнсене йышăнать хĕр.

Кÿкеç шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Оля юрист çулне суйлать. Справочник тăрăх, Совет Союзĕнче пурĕ те юридици 4 институчĕ çеç: Мускавра, Харьковра, Свердловскра тата Сарăтура. Вăл Атăл хĕрринчи хулана, килтен чи çывăх вырнаçнине, хапăл тăвать. Студентка унта та чылай ăмăртăва хутшăнать. Спорт мастерĕн кандидачĕсемпе Александра Шестаперовăпа тата Валентина Белкинăпа вăй виçсе самай пуян опыт пухать. Кĕнекесем вуласа вăйă меслечĕсемпе паллашать, хăйĕн ăсталăхне аталантарать - Сарăту облаçĕн чемпионачĕсенче 1-3-мĕш вырăнсем йышăнма пуçлать.

Диплома алла илсен Курскра 3 çул нотариусра ĕçлет. Çав çулсенче вăл Курск облаçĕнче икĕ хутчен чемпион ятне çĕнсе илет. Каярахпа тăван тăрăха çаврăнса килет, Кÿкеçре ĕçлеме пуçлать. Çав çулах Чăваш Республикин хĕрарăмсен чемпионатĕнче 1-мĕш вырăна тивĕçет. Тепĕр çул арçынсен чемпионатне хутшăнать, 2-мĕш вырăн йышăнать.

Çав çул Кÿкеçри акатуйра пулнă шÿтлĕ самант аса илет. Хам та шахматла выляма юратаканскер, турнира кăмăллă пĕр хĕрпе тухма тĕв турăм. Кам çĕнтерет - çав чемпион пулать. Вăл вăхăтра спорт енĕпе çамрăксене районта Валерий Иванов ертсе пыратчĕ. Вăл пĕрремĕш вырăншăн - автан, иккĕмĕшшĕн калькулятор хатĕрлесе хунă ĕнтĕ. Эпĕ пĕрремĕш хут куракан хĕре партие никам çĕнтерейменнипе вĕçлеме ÿкĕтлетĕп - вăл килĕшмест. Юрать-ха вылямарăм - намăс кураттăм: çак хĕрача, кайран ыйтса пĕлтĕм, Чăваш Ен чемпионки Оля Андреева пулнă вĕт!

Каярахпа, районта спорт ертÿçи Владимир Гаврилов тата "Урожай" спорт обществин председателĕ Михаил Ефимов пулнă вăхăтра, каллех акатуйра, Оля Андреевăна хирĕç пĕр харăс 12 хăма çинче 12 арçынна выляттараççĕ. Ольга Михайловна пурне те çĕнтерет!

Çавăн хыççăн, уйрăмах Ишлейсем хирĕç пулнă пирки, Ольга Михайловнăна арçынсен турнирĕнче выляма текех ирĕк памаççĕ. Çавна пула тата районта шахматпа шашка секцине пÿлĕм уйăрса паман пирки ентешсен кăтартăвĕ çултан çул хавшаса пырать. Танлаштарма, Иркутск облаçĕнчи пĕр ял тăрăхĕнче çеç икĕ арçын - тĕнче шайĕнчи мастер, пĕр хĕрарăм - гроссмейстер...

Николай ПЛАТОНОВ.

Шупашкар районĕ.

Николай ПЛАТОНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.